(Малалли).
Хаҫат тусӗсем йышланнӑ, тираж ӳснӗ
Хаҫат районти культура пурнӑҫӗпе те паллаштарсах тӑрать. Кашни номерте тенӗ пекех ялсенчи культура ҫурчӗсемпе клубсенче пулса иртекен мероприятисем пирки пӗлтерсех тӑнӑ. «Иртнӗ ҫул икӗ ялта — Шурутра тата Асанкассинче культура ҫурчӗсем туса хунӑ. Хальхи вӑхӑтра колхозсен шучӗпе тата 3 клуб тӑваҫҫӗ. Вӗсем Эльпуҫре, Виҫпӳртре, Хирти Мӑнтӑрта пулаҫҫӗ. Юлашки 3—4 ҫул хушшинче Александровкӑра культура ҫурчӗ, Тукайра, Тутар Шурутӗнче клубсем, Хирти Сӗнтӗрте библиотека туса лартнӑ». (1970 ҫулхи июнӗн 13-мӗшӗ). «Ҫӗнӗ Мӑратра нумаях пулмасть культура ҫурчӗ туса пӗтерчӗҫ. Кунта 240 ҫын вырнаҫмалӑх зал, фойе, библиотека вырнаҫнӑ. Зал валли ҫителӗклӗ таран хыҫлӑ тенкелсем туянтӑмӑр» (1972 ҫулхи октябрӗн 12-мӗшӗ). «Паянхи кун тӗлне ялти культура ҫурчӗсем 12 шутланаҫҫӗ. Районта 22 клуб тата 22 библиотека. Урмаелӗнче 400 ҫын вырнаҫмалӑх клуб тума тытӑннӑ. Тӑманлӑ Выҫлири, Хырай Ӗнелӗнчи, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи вӑтам шкулсенче музыка шкулӗн филиалӗсем уҫнӑ. Вӗсенче 76 ача вӗренет» (1976 ҫулхи февралӗн 17-мӗшӗ). Кашни клубпа культура ҫурчӗсем ҫумӗнче тенӗ пекех драмкружоксем, хор йӗркеленӗ. Хырай Ӗнелӗнчи вӑтам шкулта П.С.Зайцев учитель ертсе пынипе духовой оркестр ӗҫлени пирки хаҫатӑн 1976 ҫулхи майӑн 19-мӗшӗнчи номерӗнче каласа панӑ. Район хаҫатӗнче хамӑр районти авторсен, чӑваш поэчӗсен сӑввисем тӑрӑх хӑй тӗллӗн вӗреннӗ композитор Николай Ильин кӗвӗленӗ юрӑсене пичетлесе пынӑ. «Нумаях пулмасть Чӑвашрадио фончӗ ҫамрӑк авторӑн тата тепӗр тӑватӑ юррине ҫырса илнӗ», — пӗлтерет хаҫат. (1977 ҫулхи январӗн 22-мӗшӗ).
1973 ҫулхи мартӑн 24-мӗшӗнчи номерте «Районта музей пулать» статья пичетленнӗ, районта пурӑнакансене ун валли материалсем пуҫтарма, кӗпе-тумтир, кил-ҫуртри ӗҫ хатӗрӗсемпе япаласем, документсем, сӑн ӳкерчӗксем тата ытти те илсе килме чӗнсе каланӑ.
Пирӗн тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ ҫынсем спортра пысӑк ҫитӗнӳсем тӑваҫҫӗ. «Республика чемпионӗ» статьяра П.Ф.Гладков пирки сӑмах пырать. «100 клеткӑллӑ шашка хӑми умне ларать вӑл. Вунӑ вӑйӑра никама та выляса ямасть. Пилӗк хутчен ҫӗнтерет. Парӑнтарнисен шутне ку енӗпе пӗр хут ҫеҫ мар республика чемпионӗ ятне ҫӗнсе илнӗ И.Ижеев та лекет». «Ку ҫӗнтерӳ ӑнсӑртран пулманнине П.Гладков каярахпа, май уйӑхӗнче пулса иртнӗ ӑмӑртусенче те ҫирӗплетет. Шупашкара каллех 100 клеткӑллӑ шашка вӑййине вылякансем пуҫтарӑнаҫҫӗ. Анчах та хальхинче Россия Федерацийӗнчи чи вӑйлисем, автономиллӗ республикӑсенчен, нумай-нумай облаҫсенчен килеҫҫӗ вӗсем. Ҫак ҫӑмӑл мар кӗрешӳрен те чыслӑн тухать Петр Федорович. Пӗр парти ҫеҫ выляса ярса, Раҫҫейри шашистсем хушшинче иккӗмӗш вырӑн йышӑнать» (1970 ҫулхи августӑн 8-мӗшӗ).
Юрий Гаврилов.

