Вторник, 13 октября

Фронтовик, пахча ҫимӗҫ ӑсти, пултаруллӑ ҫын

Фронтовик, пахча ҫимӗҫ ӑсти, пултаруллӑ ҫын

Манӑн мӑн кукаҫи Василий Давыдович Давыдов 1920 ҫулта Хирти Мӑнтӑр ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ачалӑхӗ унӑн ҫӑмӑл пулман. Вӑл вунпӗр ҫулта чухнех амӑшӗ чирлесе вилнӗ. Мӑн кукаҫи шӑллӗпе тӑлӑха юлнӑ. Вӗсене ҫывӑх тӑванӗсем пулӑшса ура ҫине тӑратнӑ. Мӗн пӗчӗкренех нуша-терт нумай курнӑскер ӗҫчен ҫитӗннӗ. Пӗчӗклех ял-йышпа колхоз хирӗнче тӑрӑшнӑ.

Ялти шкулта 7 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн вӗрентекен пулас тӗллевпе Патӑрьелӗнчи учительсем хатӗрлекен училищӗне вӗренме кайнӑ. Унтан 1938 ҫулта ӑнӑҫлӑ вӗренсе тухнӑ. Пӗр вӑхӑт ялти шкулта учительте ӗҫленӗ. 1939 ҫулта ӑна салтака илнӗ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫланни В.Давыдова служба вӗҫленсен яла таврӑнма май паман. Вӑл тӳрех вӑрҫӑ вутне кӗнӗ. Мӑн кукаҫи самолетсене хирӗҫ перекен тупӑсен полкне лекнӗ. Нумай ҫапӑҫусенче пулса тӑшмана хирӗҫ паттӑррӑн кӗрешнӗ. 1943 ҫулта Сума хулине ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. 1943—1944 ҫулсенче пулемет расчечӗн командирӗ пулнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи  паттӑрлӑхшӑн чылай наградӑна тивӗҫнӗ.

Вӑл 1946 ҫулта ҫеҫ яла таврӑннӑ. Анфиса Петровнӑпа пӗрлешсе ҫемье ҫавӑрнӑ. Вӗсем пилӗк ача пӑхса ҫитӗнтернӗ, тивӗҫлӗ воспитани парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ.

Малтан «Ленинское знамя», кайран «Знамя» колхозра нумай ҫул пахча ҫимӗҫ бригадине ертсе пынӑ. Вӑл тӑрӑшнипе колхозри ӗҫченсем тухӑҫлӑ пахча ҫимӗҫ ҫитӗнтерес енӗпе районта анчах мар, республикӑра та палӑрса тӑнӑ. Вырӑнти ҫимӗҫсемпе пӗрлех арбуз та ҫитӗнтернӗ вӗсем, Василий Давыдович тӑрӑшнипе пахча ҫимӗҫ путвалӗсем, севок упрамалли вырӑнсем тунӑ.

Мӑн кукаҫи колхоз садӗнче улмуҫҫисем нумай ҫитӗнтернӗ. Килти пахчара та слива, груша, крыжовник тата ирга йывӑҫҫисем лартса ӳстернӗ. Панулми йывӑҫҫисене сыпса ҫӗнӗ сортсене сӑнаса пӑхнӑ. Ялта ман мӑн кукаҫине «Мичурин» тенӗ. Ҫавӑнпа та вӑл пурӑнакан урама та Мичурин ятне панӑ. В.Давыдов хурт-хӑмӑр ӑсти те пулнӑ.    

Питӗ ӗҫчен те маттурскер вӑл пӗлӗвне ӳстерес тесе нумай вуланӑ. Унӑн библиотекинчи кӗнекесем халӗ те упранаҫҫӗ. Мӑн кукаҫи тутлӑ апат-ҫимӗҫ пӗҫерес енӗпе те ӑста пулнӑ.

Тивӗҫлӗ канӑва кайсан та вӑл ахаль ларман. Килте нутрисем усранӑ, вӗсен тирӗсенчен ҫӗлӗксем ҫӗленӗ.

Ман мӑн кукаҫи фронтра ҫӗршыва хӳтӗленӗ, яла таврӑнсан хастар ӗҫшӗн Ленин орденне, ,ҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденне, ВДНХ медалӗсене тата ытти нумай наградӑна тивӗҫнӗ. Пур енӗпе те ӑста та пултаруллӑ ҫын пулнӑ.

Эпӗ унпа мухтанатӑп, ун пек пулма тӑрӑшатӑп. 

Олеся ОРЕШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *