Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ҫӗршыва кӳнӗ инкексем, унта халӑх кӑтартнӑ паттӑрлӑх ҫинчен нумай ҫырнӑ, кинофильмсем ӳкернӗ. Вӑрҫӑ ветеранӗсен аса илӗвӗсене те нумай пичетленӗ. Ҫав синкерлӗ ҫулсем пирки информаци питӗ нумай пулсан та унӑн историйӗнче тарӑннӑн тӗпчемен самантсем те юлнӑ. Паянхи кун та йӗлтӗрҫӗсен батальонӗсем, вӗсен паттӑрла ӗҫӗсем пирки ҫырни сахал. Вӑл ҫар ушкӑнӗсенче пирӗн районта ҫуралса ӳснӗ ҫынсем пулнине те чылайӑшӗ пӗлмест пулӗ. Муниципаллӑ округри архивра тӑрӑшакансем йӗлтӗрҫӗсен батальонӗнче пулнӑ ентешсем пирки тарӑнрах тӗпчес тӗлӗшпе ӗҫлерӗҫ.
Малтанах йӗлтӗрҫӗсен батальонӗсем пирки тӗплӗнрех чарӑнса тӑрар-ха. Вӗсене НКВД, ГКО, парти органӗсем асӑрхаса тӑнипе йӗркеленӗ май вӑл ушкӑнри ҫынсен ячӗсене вӑрттӑнлӑхра тытнӑ. Ҫавӑнпа та архивсенче вӑрҫӑ пуҫламӑшӗнчех ҫапӑҫусенче вилнӗ йӗлтӗрҫӗсем пирки калакан сведенисем ҫукпа пӗрех. Хӑшӗ-пӗри ҫухалнӑ е халӗ те вӑрттӑнлӑхра шутланаҫҫӗ.
1941 ҫулхи сентябрӗн 2-мӗшӗнче Оборона патшалӑх комитечӗ «О формировании 67 лыжных полков» постановлени йышӑннӑ. Йӗлтӗрҫӗсен батальонне сывлӑх енчен ҫирӗп каччӑсене, тӗпрен илсен спортсменсене, сунарҫӑсене илнӗ. ГТО значокне тивӗҫнисем, комсомолецсем чи тивӗҫлисем шутланнӑ. Вӗсен тӑшман тылӗнче «ӗҫлемеллине» шута илсе политика статйисемпе судпа айӑпланнисем ҫак батальонсене лекеймен. Генштаб 1942 ҫулхи январь уйӑхӗнчех ҫар чаҫӗсене йӗлтӗрҫӗсен тӗллевӗсене палӑртакан документ ярса панӑ. Вӑл батальонсен тӗп ӗҫӗсем разведка, диверси тӑвасси, тӑшман тылӗнче десантниксемпе, танкистсемпе, кавалеристсемпе пӗрле тӑшмана йӗрлесси пулса тӑнӑ.
Вӑрҫӑн малтанхи уйӑхӗсенче йӗлтӗрҫӗсен батальонӗсене ҫӑмӑлах килмен. Архив докуменчӗсенче вӗсенче ҫапӑҫнӑ ветерансен аса илӗвӗсем тӗл пулаҫҫӗ. Унта вӗсен экипировки пирки калани те пур. Йӗлтӗрҫӗ-салтаксем ҫӑмӑллӑн хӗҫ-пӑшалланнӑ. Батальонра темиҫе ручной пулемет анчах пулнӑ. Боеприпассене тата апат-ҫимӗҫе хӑйсем ҫинче йӑтса пымалла пулнӑ. Тумтирӗ те ыттисенчен уйрӑлса тӑнӑ. Пӗр енчен плащ пусминчен, тепӗр енчен фланельрен ҫӗленӗ курткӑпа шӑлавар, пуҫӗнче куҫпа ҫӑвар тӗлӗнчен шӑтарнӑ мамӑк калпак пулнӑ. Маскхалатсем тӑхӑннӑ, ҫар йӗлтӗрӗсем ҫине тӑнӑ. Йӗлтӗрҫӗсене 5 уйӑх вӗрентнӗ. Тӗл перес, алӑ вӗҫҫӗн кӗрешес, ҫутӑ маскировки енӗпе, палламан вырӑнта тӗле тупас енӗпе ӑсталӑха туптанӑ. Ҫуллахи вӑхӑтра улӑмпа шыв тултарнӑ траншейӑсенче тренировкӑсем ирттернӗ. Хӗлле нумай ҫухрӑма тӑсӑлакан марш-бросоксем тунӑ. Салтаксене хатӗрлес ӗҫе К.Ворошилов хӑй асӑрхаса тӑнӑ.
Йӗлтӗрҫӗсен чаҫӗсем 1941—1942 ҫулхи хӗлле пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем тунӑ. Ку вӑхӑтра Хӗрлӗ Ҫар нумай техника енчен пысӑк ҫухатусем тӳснӗ, Хӗвелтухӑҫне куҫарнӑ заводсем производствӑна хута анчах янӑ. Ҫавӑнпа та йӗлтӗрҫӗсем Мускав ҫывӑхӗнче тата фронтсен ытти вырӑнӗсенче хӑвӑрт ҫӳрекен механизациленӗ чаҫсен вырӑнӗнче пулнӑ. Автотранспортпа пехотӑшӑн йывӑр вырӑнсенче йӗлтӗрҫӗсем ҫӑмӑллӑнах тӑшман тылне лексе унти коммуникацисене сиен тума, пӗлтерӗшлӗ объектсене тытса илме пултарнӑ. Хӗрлӗ Ҫара малалла кайма та пулӑшса пынӑ. Акӑ, Ленинград ҫывӑхӗнче йӗлтӗрҫӗ-студентсенчен йӗркеленӗ партизан отрядне тӑшман «Йӗлтӗр вилӗмӗ» ят панӑ. Вӗсем вӑрҫӑн малтанхи ҫулӗнче анчах тӑшманӑн 3000 салтакӗпе офицерне вӗлернӗ, чукӑн ҫулӑн 87 кӗперне сирпӗтсе янӑ, хӗҫ-пӑшал тиенӗ пин ытла вагонне сывлӑша ҫӗкленӗ, нимӗҫсен 24 аэродромне тапӑннӑ.
1941 ҫулхи августӑн 22-мӗшӗнче Хусанти стрелоксен запасри 20-мӗш бригадине Чӑваш республикинчен хӑйсен ирӗкӗпе фронта кайма кӑмӑл тунисен пысӑк ушкӑнӗ тухса кайнӑ. Вӗсен хушшинче пирӗн район ҫыннисем те пулнӑ.
Хамӑр ентешсем пирки тӗплӗнрех тӗпчес шухӑш «Октябрь ялавӗ» хаҫатӑн 1990 ҫулхи мартӑн 29-мӗшӗнче тухнӑ В.Бурмистровӑн статйи куҫ тӗлне пулсан ҫуралчӗ. «Память народа» сайтра шыранӑ май Комсомольски районӗн ҫар ӗҫ комиссариачӗ 1941 ҫулта Шупашкар хула ҫар комиссариатне янӑ ҫынсен списокӗ тухрӗ. Вӗсене кайран Хусанти стрелоксен запасри 20-мӗш бригадине куҫарнӑ. Шӑпах кунта йӗлтӗрҫӗ-салтаксене хатӗрленӗ те. Унта 15 хушамат. Малалла шыранӑ май тата 2 ҫынна тупма май килчӗ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри ҫинчен тӗрлӗ ҫӑлкуҫсене тӗпчесе мӗн май килнӗ таран ытларах пӗлтӗмӗр. Вӗсемпе вулакансене паллаштарасшӑн.
Петр Николаевич Артюшкин. Комсомольски ялӗнче 1922 ҫулта ҫуралнӑ. 161-мӗш стрелоксен дивизийӗн 565-мӗш стрелоксен полкӗнче стрелок пулса ҫапӑҫнӑ. 1942 ҫулхи январьте икӗ уринчен те аманнӑ. Ӑна 724-мӗш номерлӗ госпитале ӑсатнӑ. Шел пулин те, вӑл ҫав уйӑхрах кунта ӗмӗрлӗхех куҫне хупнӑ. Петр Артюшкина Калуга облаҫӗнчи Дзержински районӗнчи Кондрово хулинчи тӑванлӑх масарӗнче пытарнӑ.
Виктор Николаевич Боровков. Комсомольски ялӗнче 1921 ҫулта ҫуралнӑ. 1942 ҫулхи январӗн 7-мӗшӗнче паттӑрла пуҫ хунӑ. Малтан Гажий Наволок мысӗнче пытарнӑ, кайран Карели Республикинчи Медвежьегорски районӗнчи Повенец поселокӗнчен 9 километрти тӑванлӑх масарне тепӗр хут чавса чикнӗ.
Василий Порфирьевич Ершов. Комсомольски районӗнче 1912 ҫулта ҫуралнӑ. стрелоксен запасри 20-мӗш полкӗнче хатӗрленӳ ирттернӗ хыҫҫӑн Ленинград фронтне ӑсатнӑ, пӗр ҫапӑҫура вӑл аманнӑ. Сипленнӗ хыҫҫӑн 1942 ҫулта Воронеж фронтӗнче ҫапӑҫнӑ. Кунта та икӗ хутчен аманнӑ. Малалла Украина фронтӗнчи 60-мӗш арми йышӗнче пулнӑ, 3171 номерлӗ арми складӗнче аслӑ сержант пулса службӑра тӑнӑ. Ӑна 1944 ҫулта Хӗрлӗ Ялав орденӗпе наградӑланӑ.
Петр Прохорович Соловьев. Йӗпреҫ районӗнчи Шуркасси ялӗнче 1922 ҫулхи майӑн 8-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Комсомольски ҫар ӗҫ комиссариачӗ урлӑ фронта илнӗ. Хатӗрленӳ хыҫҫӑн Атӑлҫи ҫар округӗнче йӗркеленӗ йӗлтӗрҫӗсен 9-мӗш батальонӗн йышӗнче кӗҫӗн лейтенант званипе Карели фронтне янӑ. Вӑл «1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Германие ҫӗнтернӗшӗн» тата «Японие парӑнтарнӑшӑн» медальсене тивӗҫнӗ.
Николай Иванович Краснов. Янкасси ялӗнче 1922 ҫулта ҫуралнӑ. 1944 ҫулхи июлӗн 30-мӗшӗнче ҫапӑҫура вилнӗ. Ӑна Латви Республикинчи Мадонски районӗнчи Варакляны ялӗнчи масара пытарнӑ.
Василий Ильич Ласточкин (сӑн ӳкерчӗкре). Хирти Шӑхасан ялӗнче 1923 ҫулхи февралӗн 24-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Патӑрьелӗнчи педагогика училищине вӗренсе пӗтернӗ. 1941 ҫулта Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа тухса кайнӑ. Тӑван тӑрӑха таврӑнсан Красин ячӗллӗ колхозра, комсомол райкомӗн ҫар пайӗнче, 1948—1950 ҫулсенче ВЛКСМ райкомӗн пӗрремӗш секретарӗнче ӗҫленӗ. Патӑрьел ҫар комиссариатӗнче, шкул-интернатра воспитательте, ял хуҫалӑх тата техника пайӗнче диспетчерта тӑрӑшнӑ. Ӗҫри хастарлӑхшӑн ӑна медальсемпе, Чӑваш АССР Верховнӑй Совечӗн Президиумӗн Хисеп грамотипе, ВЛКСМ Центральнӑй Комитечӗн паллисемпе тата ытти наградӑсемпе чысланӑ. Василий Ильич 1987 ҫулхи ноябрӗн 3-мӗшӗнче вилнӗ.
Георгий Герасимович Пикеев. Асанкасси ялӗнче 1907 ҫулта ҫуралнӑ. Ҫурҫӗр фронтӗнче 61-мӗш армин йӗлтӗрҫӗсен 51-мӗш батальонӗнче стрелок пулса ҫапӑҫнӑ. 1943 ҫулхи февралӗн 23-мӗшӗнче атакӑна кайсан сылтӑм урин шӑммине амантнӑ. Горький облаҫӗнчи госпитальте сипленнӗ хыҫҫӑн ӑна комиссиленӗ. «1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Германие ҫӗнтернӗшӗн», «Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн» медальсене илме тивӗҫлӗ пулнӑ.
Вӗсемсӗр пуҫне ҫӳлерех асӑннӑ списокра ҫак ятсем пур% Василий Алексеевич Васильев (1922 ҫ.ҫ.), Николай Поликарпович Виноградов (1922 ҫ.ҫ), Петр Ильич Ильин (1922 ҫ.ҫ.), Григорий Васильевич Ишмуратов (1922 ҫ.ҫ.), Василий Ильич Казаков (1916 ҫ.ҫ.), Гадельша Мухаметшин (1916 ҫ.ҫ.), Михаил Федорович Петухов (1923 ҫ.ҫ.), Константин Андреевич Сивкин (1922 ҫ.ҫ.), Валентин Арсентьевич Совин (1923 ҫ.ҫ.), Георгий Леонтьевич Хамитов (1916 ҫ.ҫ.). Вӗсем пурте малашлӑхшӑн, пирӗн пуласлӑхшӑн пурнӑҫӗсене шеллемесӗр ҫапӑҫнӑ. Ҫак салтаксем чи йывӑр та яваплӑ вырӑнсенче пулса паттӑрла ӗҫсем тунӑ. Шӑпах вӗсен чӑрсӑрлӑхӗпе ҫаврӑнӑҫулӑхне пула Хӗрлӗ Ҫарӑн чаҫӗсем вӑрманлӑ вырӑнсенче тӑшмана малалла кайма чарса тӑма пултарнӑ.
Йӗлтӗрҫӗ-салтаксен паттӑрлӑхӗ ҫинчен пирӗн пӗлсе асра тытмалла.
Татьяна Краснова,
администрацин культура, туризм тата архив уйрӑмӗн аслӑ специалисчӗ.

