Вторник, 13 октября

Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнар, спортпа туслашар

Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнар, спортпа туслашар

Ҫӗршывра халӑха сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма хавхалантарас, спортпа физкультура енне туртӑнма ытларах майсем туса парас тӗлӗшпе чылай ӗҫ тӑваҫҫӗ. Ку енӗпе тӗрлӗ программӑсемпе проектсене те вӑя кӗртеҫҫӗ. «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн директорӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан В.Х.Денисовпа иртнӗ калаҫу округри спорт аталанӑвӗ, ӳсӗмсемпе йывӑрлӑхсем тата ытти ыйтусем тавра пулчӗ.

— Валерий Христанович, тӳрех ыйтам-ха. Сирӗн шутпа, округри халӑх спорт енне мӗнле куҫпа пӑхать?

— Кун ҫине пӗр евӗрлӗ  хуравлама ҫук, паллах. Спорт сывлӑх ҫӑлкуҫӗ пулнине пурте ӑнланатпӑр. Ҫавӑнпа та ҫынсем хушшинче физкультурӑпа спорт енне туртӑнакансем йышлансах пыраҫҫӗ.  Ялсенчи спортзалсемпе площадкӑсене   шкул ачисем, ҫамрӑксем ҫеҫ мар, аслӑрах ӳсӗмрисем те чылайӑн пыраҫҫӗ. Вӗсене хӑнӑхусем тума  округра условисем ҫителӗклӗ. Пурӑнакан ҫынсен йышне шута илсе вӗсене тивӗҫекен спорт объекчӗсемпе пирӗн округ республикӑра 1-мӗш вырӑнта тӑрать. Кашни ҫулах пӗр-икӗ спорт сооруженийӗ тӑватпӑр е юсав ӗҫӗсем ирттеретпӗр. Ҫак тӗллевпе укҫа-тенкӗ уйӑрнӑшӑн Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне, Правительствӑна, спорт министрне, округ пуҫлӑхне чӗререн тав тӑватпӑр.

«Кӗтне» ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗнче тата унӑн филиалӗсенче иртнӗ ҫул 462 ҫын хӑйсен ӑсталӑхне туптанӑ. Унта  волейбол, баскетбол, футбол, ирӗклӗ майпа кӗрешесси, ҫӑмӑл атлетика, шывра ишесси, каратэ, кире пуканӗ йӑтасси, велосипед спорчӗ, компьютер спорчӗ, йӗлтӗрпе чупасси, йывӑр атлетика, кӗрешӳ, самбо енӗсемпе хӑнӑхусем иртеҫҫӗ. Спортсменсемпе опытлӑ тренерсем вӑй хураҫҫӗ. Кӑҫалтан «Единая Россия» партин «Выбор сильных»  тата «Детский спорт» проекчӗсене пурнӑҫлас енӗпе тӑрӑшатпӑр. Пӗтӗмӗшле каласан округра спорта «парӑннӑ» ҫынсем сахал мар. Вӗсем хӑйсен тӗслӗхӗсемпе ыттисене те хавхалантарса пыраҫҫӗ, ҫитӗнӳсем патне туртӑнма хӑват параҫҫӗ.

— Ҫитӗнӳсем тенӗрен, округри спортсменсен иртнӗ ҫулхи ӳсӗмӗсем ҫинче чарӑнса тӑрар-ха.

— Пирӗн спорт шкулӗн воспитанникӗсенчен ҫӑмӑл атлетика енӗпе Семен Семенова Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗртни савӑнтарать. Ҫавӑн пекех компьютер спорчӗ, волейбол, армрестлинг, ҫӑмӑл атлетика тата ирӗклӗ майпа кӗрешес енӗпе 13 спортсмен Чӑваш Республикин пӗрлештернӗ командинче. Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртура пӗлтӗр С.Семенов  «кӗмӗл» тата  «пӑхӑр», Д.Тарасов компьютер спорчӗпе «пӑхӑр» медальсем ҫӗнсе илчӗҫ. Атӑлҫи федераллӑ округ шайӗнчи ӑмӑртура Э.Демьянова ирӗклӗ майпа кӗрешес енӗпе ҫамрӑксем хушшинче 2-мӗш вырӑн йышӑнчӗ. К.Ильина регионсем хушшинчи тупӑшура 1500 метра чупса 3-мӗш вырӑна тухрӗ. Пирӗн округри ҫамрӑксен команди армрестлинг енӗпе Чӑваш Республикинче  2-мӗш, ҫӑмӑл атлетсен команди эстафетӑра республикӑра 1-мӗш, «Кӗрешӳ» енӗпе каччӑсен команди 3-мӗш вырӑн йышӑнчӗ. Аслӑ ӳсӗмрисенчен илсен, Чӗмпӗр йӗлтӗр марафонӗнче З.Тимаев хӑйӗн ӳсӗмӗнче 2-мӗш, Н.Ятманов 70 ҫултан аслӑраххисем хушшинче 1-мӗш вырӑн йышӑнни те пӗлтерӗшлӗ. ГТО нормативӗсене тултарас  енӗпе пирӗн округ юлашки тӑватӑ ҫулта республикӑра виҫҫӗмӗш вырӑнтан хыҫалта пулман. Пӗлтӗрхи ҫул пӗтӗмлетӗвӗсемпе вара 1-мӗш вырӑн йышӑнтӑмӑр. Иртнӗ ҫул округри 2609 ҫын ГТО нормативне тултарнӑ. Вӗсем хушшинче «ылтӑн» значоксене тивӗҫнисем те сахал мар.

—  ГТО терӗр те, вӑл округри ҫынсене сывӑ пурнӑҫ йӗрки енне туртӑнма, сывлӑха ҫирӗплетме  хавхалантарас тӗлӗшпе пурнӑҫлакан ӗҫсен пӗр пайӗ пулӗ?

— Ҫапла калама та пулать. Пирӗн тӗллев — ӑста спортсменсем хатӗрлесси анчах мар, тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсене спорта ытларах явӑҫтарасси те. Куллен спортзала ҫӳрекен ҫын ГТО нормативӗсенче палӑртнӑ хӑнӑхусене ҫӑмӑллӑнах пурнӑҫлама пултарать. Апла пулсан, вӑл хӑйне сывлӑхлӑ туять, ӳт-пӳ енчен ҫирӗп. Округри шкул ачисем ҫеҫ мар, вӗрентекенсем те, ача сачӗсенче ӗҫлекенсем те ку мероприятие хастар хутшӑннине палӑртмалла. Ӗҫ коллективӗсенчен тӗп больницӑра тӑрӑшакансем, «Слава картофелю» агрофирмӑра вӑй хуракансем те спортран аякра тӑмаҫҫӗ.  Шкул ачисем хушшинче ҫеҫ мар, юлашки ҫулсенче территори уйрӑмӗсем хушшинче те спартакиадӑсем йӗркелеме пуҫларӑмӑр. Унта Асанкасси, Хирти Сӗнтӗр, Элпуҫ, Кайнлӑк, Хырхӗрри территори уйрӑмӗсем хастар хутшӑнаҫҫӗ. Ку тӗлӗшпе ыттисен те тӑрӑшуллӑрах пулмалла. Кашни ялтах спорта юратакансем пур. Вӗсене малашне ӑмӑртусене хутшӑнтарасчӗ. Кунта территори уйрӑмӗсен начальникӗсен хастартарах пулмалла. Акӑ, Комсомольски территори уйрӑмнех илер-ха. Кунта ӑмӑртусене тӑратма команда йӗркелесси йывӑр та мар, спорт тусӗсем нумай. Начальникӗн ҫаврӑнӑҫулӑхӗ анчах кирлӗ.  Раҫҫей Социаллӑ фончӗн округри уйрӑмӗнчи «Кӗмӗл ӳсӗм» хутшӑну центрне ҫӳрекенсем  ҫамрӑк мар пулсан та ӑмӑртусене хастар хутшӑннине палӑртса хӑварас килет. Пирӗн округри  аслӑ ӳсӗмри ҫынсем республикӑри «За активное долголетие» спартакиадӑра япӑх мар кӑтартусемпе палӑраҫҫӗ.

— Округра йӑлана кӗнӗ спорт енӗсемсӗр пуҫне тата мӗнлисем аталанаҫҫӗ?

— Пирӗн тӑрӑхри спортсменсем яланах ҫӑмӑл атлетика, йӗлтӗрпе чупасси, ирӗклӗ майпа кӗрешесси, футбол, волейбол енӗпе республикӑра палӑрса  тӑнӑ. Юлашки ҫулсенче С.В.Остапиенко тӑрӑшнипе баскетбол енӗпе шкул ачисем начар мар ҫитӗнӳсем  тӑваҫҫӗ.  Спорт шкулӗнче В.В.Акчурин  каратэ, Хирти Мӑнтӑрти филиалта В.Р.Кузьмин «кӗрешӳ», Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче В.П.Автономов самбо секцийӗсене ертсе пыраҫҫӗ. Малашне округра велосипед спортне аталантарас енӗпе тимлӗрех ӗҫлесшӗн. Ку тӗлӗшпе пирӗн ентеш, ҫак спорт енне чунтан парӑннӑ ҫын, Шупашкарти спорт шкулӗн тренерӗ В.Н.Краснов нумай тӑрӑшать, пулӑшса пырать. Ку спорт енне аталантарма 10 велосипед уйӑрнӑ та ӗнтӗ.

— Ӑмӑртусем, турнирсем спорта юратакансене хӑйсене тӗрӗслесе пӑхма, хӑйсен вӑйне туйма пулӑшаҫҫӗ. Унти ҫитӗнӳсем вӗсене хавхалантараҫҫӗ…

— Ку ҫапла. Ҫулталӑк тӑршшӗпех округра  спорт енӗсемпе ӑмӑртусем иртнӗ. Иртнӗ ҫул тӗрлӗ шайри, тӗрлӗ ӳсӗмри 110  мероприяти йӗркеленӗ. Вӗсенчен 15-шӗ республика шайӗнче, «Потому что мы Вместе» профсоюз велочупӑвӗ Раҫҫей шайӗнче пулнӑ. Ку велочупӑва 22 регионти велосипедистсем хутшӑннӑ, кӑҫал та ӑна йӗркелетпӗр. Паллӑ ентешсен ячӗсемпе,  Тӑван ҫӗршыва сыхласа пуҫ хунӑ салтаксене асӑнса 35 ӑмӑрту йӗркеленӗ. Вӗсем ҫитӗнекен ӑрӑва патриотизмла воспитани парас, хамӑрӑн историе асра тытас енӗпе пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Кӑҫал та округӑн спорт пурнӑҫӗ интереслӗ те тӗрлӗ енлӗ пулӗ.

— Малашнехи тӗллевсем мӗнле?

— Тӗллевӗсем нумай. «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче юсав ӗҫӗсем ирттермелли конкурса хутшӑнасшӑн. Кунта сывлӑха ҫирӗплетмелли пӳлӗмри тренажерсене те ҫӗнетмелле. Вӗсене комплекс тунӑранпа та улӑштарман. Комсомольскинчи вӑрман хӗрринчи йӗлтӗр базине те лайӑхлатмалла. Унта ҫӗрле те ҫутӑ парса тӑнипе вырӑнти ҫынсем анчах мар, ялсенчен те, кӳршӗ округсенчен те йӗлтӗрпе ярӑнма килеҫҫӗ. Спорт сооруженийӗсене ҫӗнетнипе пӗрлех кирлӗ инвентарьсемпе тивӗҫтерес енӗпе малалла ӗҫлемелле. «Сывлӑх — чи хакли», тетпӗр. Округра пурӑнакансем пӗр чӑрмавсӑр хӑйсен вӑй-халне ҫирӗплетме, пушӑ вӑхӑтне усӑллӑ ирттерме пултарччӑр тесе тӑрӑшмалла. Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ҫӗршывра спорта юратакансен йышне 70 процента ҫитермеллине палӑртать. Эпир те ҫакӑн патне ӑнтӑлатпӑр.  Ҫынсен хӑйсене сывлӑхлӑ туяс тесен спортпа тата физкультурӑпа тачӑ ҫыхӑнура пулмалла  тесе шутлатпӑр. Ҫавӑнпа округра пурӑнакансене сывӑ пурнӑҫ йӗрки енне туртӑнма, ытларах хусканусем тума, спортпа туслашма сӗнетӗп.

— Валерий Христанович, калаҫушӑн тавтапуҫ.

Юрий Гаврилов тӗл пулса калаҫнӑ.   

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *