Вторник, 13 октября

Тӗрӗс суйласа илме пулӑшӗ

Вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленсе пырать. Кӗҫех  пӗрлехи патшалӑх экзаменӗсем пуҫланӗҫ. Ку тапхӑрта нумай ача умне  малалла ӑҫта вӗренме каяс ыйту тухса тӑрать. Чылайӑшӗшӗн  тӗллевӗсем паллӑ пулсан,  пулас професси тӗлӗшпе  уҫӑмлӑх тупманнисем те пур-ха. Пулас професси ыйтӑвӗ шкулти партӑсем хушшинче ларнӑ чухне паянхи ачасене ҫеҫ хумхантаракан ыйту мар. Кун пиркиех хӑй вӑхӑтӗнче вӗсен ашшӗ-амӑшӗ те  шутланӑ.

Астӑватӑп-ха, 30—40 ҫул каялла апрель — май уйӑхӗсенче шкулсене Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Канаш хулисенчи, Патӑрьелӗнчи профессипе техника училищисен (ПТУ, СПТУ) представителӗсем килсе хӑйсем патне вӗренме чӗнетчӗҫ. Унта 8 класс хыҫҫӑн вӗренме кайнисем вӑтам пӗлӳпе пӗрлех пӗр-пӗр специальноҫ та илсе тухрӗҫ. Аслӑ вӗренӳ заведенийӗсем пирки вара хаҫатри пӗлтерӳсем  тӑрӑх анчах пӗлнӗ. Институтсемпе университетсем уҫӑ алӑк кунӗсем ирттернӗ-ха, анчах та унта ялсенчи ачасенчен сахалӑшӗ пулса курайнӑ. Чылайӑшӗ заявлени пама кайсан  анчах вӗсен алӑкӗсене пӗрремӗш хут уҫнӑ.  Хальхи вӑхӑтра вара лару-тӑру урӑхларах. Вӗренекенсем шкул автобусӗпе  вӗренӳ заведенийӗсене ҫитсе курма пултараҫҫӗ.

Апрелӗн 13—18-мӗшӗсенче «Ҫамрӑксем тата ачасем»  наци проекчӗн шутӗнчи «Профессионалитет» федераллӑ проектпа пирӗн округри шкулсем те уҫӑ алӑксен кунӗсене хутшӑннӑ. Вӗсем институтсемпе университетсене, техникумсемпе колледжсене  ҫитсе курнӑ. Вӗсенче ачасене тарават кӗтсе илнӗ, вӗренӳ заведенийӗсемпе паллаштарнӑ. Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи вӑтам шкулта вӗренекенсем И.Н.Ульянов ячӗллӗ  Чӑваш  патшалӑх университетӗнче пулса курнӑ, унта цифра технологийӗн интерактивлӑ программине хутшӑннӑ. Хирти  Явӑш вӑтам шкулӗнче пӗлӳ илекенсем Чӑваш аграри университечӗн биотехнологи тата агрономи факультетӗнчи аудиторисемпе, лабораторисемпе паллашнӑ. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи тата Хырхӗрри тӗп шкулӗнчи ачасен Шупашкарти апат-ҫимӗҫ технологийӗн тата коммерци техникумне ҫитсе курни нумайлӑха асра юлнӑ. Нӗркеҫ вӑтам шкулӗнчи вӗренекенсем Шупашкарти  электромеханика колледжӗнчи электроника музейӗпе паллашнӑ, практикӑлла ӗҫсене хутшӑннӑ. Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнче ӑс пухакансем Канашри финанспа экономика колледжӗнче пулнӑ. Кунти музейри экспонатсене интересленсе пӑхнӑ, студентсен совечӗн хастарӗсемпе тӗл пулса калаҫнӑ. «Где логика» интерактивлӑ вӑййа та хаваспа хутшӑннӑ. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи  8-мӗш классенче вӗренекенсем Шупашкарти строительство тата хула хуҫалӑхӗн техникумне, 9-мӗш классенче  вӗренекенсем Шупашкарти медицина колледжне ҫитсе курнӑ.

Ятарлӑ  професси илме май паракан вӗренӳ заведенийӗсенче пулнин, унти лару-тӑрупа хӑйсен куҫӗсемпе курса паллашнин пӗлтерӗшӗ ачасемшӗн пысӑк.  Вӗсем шкул ҫулӗсенчех хӑйсем суйласа илнӗ профессие алла илес тесе хӑйсене хӑш енӗпе ытларах аталантармалли пирки тӗплӗнрех шутлама пултараҫҫӗ.

«Профессионалитет» проектпа шкулсенче те тӗрлӗ отрасльсенче тӑрӑшакан ҫынсемпе тӗл пулма, вӑл е ку професси пирки тӗплӗнрех пӗлме май параҫҫӗ. Паянхи кун ҫӗршывра чылай професси енӗпе специалистсем ҫитменни пирки палӑртаҫҫӗ. Ку проект ачасене пулас профессине тӗрӗс суйласа илме пулӑшас енӗпе тунӑ тӗрӗс утӑм пулса тӑрать.

Юрий Гаврилов. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *