(Малалли).
Хаҫат тусӗсем йышланнӑ, тираж ӳснӗ
1970 ҫулта Комсомольскинче сӑра тата тутлӑ шывсем кӑларакан заводӑн никӗсне ярса хӑварнӑ. «1975 ҫулхи март уйӑхӗнче Комсомольскинче сӑра завочӗ ӗҫе кайрӗ. Иртнӗ ҫул «Жигулевское» сӑра 94437 декалитр кӑларнӑ. 1976 ҫулта завод 140 пин декалитр сӑра кӑларать. Ҫавӑн пекех кунта 20 пин декалитр тӗрлӗрен тутлӑ шывсем кӑлармалла. Кӑҫал завод пӗтӗм хӑватпа ӗҫлемелле. «Рижское», «Таежное» сӑра, «Дюшес», «Буратино», «Ситро» тутлӑ шывсем кӑлармалла» (1976 ҫулхи февралӗн 17-мӗшӗ).
1971 ҫулта АТС ӗҫлеме пуҫланӑ. «Урмаелпе Анат Тимӗрчкасси ялӗсенче ҫыхӑну узелӗсем уҫӑлнӑ. «Урожай», «Луч», «Заветы Ильича», «Гигант», «Дружба», «Красный Октябрь» колхозсенче тата «Комсомольский» совхозра 50-шар номерлӗ ҫӗнӗ телефон станцийӗсем хута кайнӑ» (1976 ҫулхи февралӗн 17-мӗшӗ).
Районта Чӑвашагрохимин «Кубнинская» спецуйрӑмне туса хунӑ. Вӑл каярахпа «Сельхозхимия» предприяти пек паллӑ. Вӑл колхозсен хирӗсене удобренисем сапма пулӑшнӑ, тислӗк кӑларнӑ ҫӗрте ӗҫленӗ.
Районта 1970 ҫулсенче ҫул-йӗр ыйтӑвӗ ҫивӗч тӑнӑ. Йӗпе-сапаллӑ ҫанталӑксенче ялсем патне ҫитме ҫав тери йывӑр пулнӑ. Ку енӗпе ҫулсеренех ӗҫленӗ, уйӑхлӑхсем, икуйӑхлӑхсем ирттернӗ. 1970 ҫулхи хаҫатӑн июлӗн 9-мӗшӗнчи номерӗнче районти ҫул-йӗр участокӗн инженерӗ В.Бормотин ҫапла ҫырать% «Ҫул-йӗр строительствин тӗп участокӗ — Комсомольски — Шурут ҫулӗ. Кӑҫал Комсомольскинчен Урмаел ялӗ енне икӗ ҫухрӑм тӑршшӗ чул сармалла. Ку участокра «Алга» тата Ленин ячӗпе хисепленекен колхозсем ӗҫлеҫҫӗ, ҫынсем чылай яраҫҫӗ. Анчах чул саракансем иккӗн анчах ӗҫлеҫҫӗ. Кунта пӗр уйӑхра та 300 метр тӑршшӗ ҫеҫ чул сарнӑ». «Тӑххӑрмӗш пилӗкҫуллӑхра 15 километр ҫул тунӑ. Ку шутра Комсомольски — Ҫӗнӗ Мӑрат — 6,85 километр, Комсомольски — Хырхӗрри — 0,36 километр, «Дружба» колхозра 4,1 километр, Комсомольски — Александровка — 3,6 километр» (1976 ҫулхи февралӗн 17-мӗшӗ). «Икӗуйӑхлӑхра хуҫалӑх Анат Тимӗрчкасси ялӗ хушшинче пӗр километр ҫул тума палӑртнӑ. — Июнӗн 23-мӗшӗ тӗлне 400 метр сартӑмӑр. Ҫул тума грави турттаратпӑр. Ӑна Ҫӗнӗ Шупашкартан илсе килетпӗр. Кунсӑр пуҫне Елчӗк районӗнчен вак чул кӳретпӗр, — ӑнлантарчӗ бригадир» (1977 ҫулхи июнӗн 28-мӗшӗ).
Ялсен сӑн-сӑпачӗ улшӑнса пынине Ю.Скворцов корреспондент «Ял-ял витӗр тухрӑмӑр» рубрикӑпа пичетленнӗ «Пырса кӗрсен Шурута…» пысӑк статьяра аван уҫса панӑ. Унта Шурут ял Советне кӗрекен ялсем пирки сӑмах пырать. Статьяри хӑш-пӗр йӗркесемпе паллашар-ха% «Темиҫе ҫул каялла кунта Комсомольскипе Шурут хушшине маршрутлӑ автобус ҫӳреме пуҫланӑ», «Ялта халь икшер е унтан та ытларах магазинсем ӗҫлеме пуҫларӗҫ. Пӗринче апат-ҫимӗҫ, тепринче атӑ-пушмак, пусма таварсем сутаҫҫӗ. Анчах ку та ял ҫыннисемшӗн ҫителӗксӗр пек туйӑнать. Вӗсем кӗнеке магазинӗ тата ытти таварсем сутакан магазинсем уҫма ыйтаҫҫӗ», «Килӗнче телевизор, радиола, кӗпе ҫумалли машина, музыка инструменчӗсемпе электроприборсем пур унӑн. Шӑп вунӑ ҫул каялла 1 мотоцикл пулнӑ пулсан, паянхи кун тӗлне вӗсен шучӗ 16 ҫитнӗ», «Ялти больницӑра паянхи куна 50 койка, 38 медработник ӗҫлет», «Иртнӗ ҫул ҫеҫ-ха Шурутра 8 ҫемье ҫӗнӗ ҫуртсене кӗчӗҫ» (1970 ҫулхи июнӗн 11-мӗшӗ). Нӗркеҫ ялӗ пирки «Манӑн ялӑм, савнӑ ял» корреспонденцире ҫапла ҫырнӑ% «Ялта ҫӗвӗ ҫӗлекен цех пур. Вӑл аслӑлансах пырать. Халиччен кунта 6 ҫын ӗҫленӗ, малашне вуннӑн ӗҫлеме пуҫлаҫҫӗ» (1970 ҫулхи июнӗн 9-мӗшӗ).
Ялсем илемленсе, хитреленсе пынӑ. Ҫулсеренех колхозниксемпе ялта пурнакан ҫынсем ҫӗнӗ ҫурт-йӗр ҫӗкленӗ, хуралтӑсем тунӑ. «Юлашки икӗ ҫул хушшинче кӑна 58 хуҫалӑх ҫӗнӗрен ҫурт тунӑ, вӑл шутран 13 хуҫалӑх кирпӗчрен е шлакпа бетонран купаланӑ», — пӗлтерет Шурут ял Совечӗн председателӗ Е.Воронов «Ял ҫӗнелет, илемленет» статьяра (1972 ҫулхи мартӑн 25-мӗшӗ).
Ял ҫыннисем аванах ӗҫлесе илме пуҫланине райпо таварҫаврӑнӑшӗ ӳсни те аван кӑтартса парать. 1970 ҫулхи июнӗн 13-мӗшӗнчи хаҫатӑн номерӗнче кун ҫути курнӑ В.Краснова экономистӑн «,ҫҫыннисене тавар сутатпӑр» корреспонденцири йӗркесене илсе кӑтартни вырӑнлӑ пулӗ% «1969 ҫулта 1966 ҫулхипе танлаштарсан, ӗҫҫыннисене тӗрлӗ таварсем 2 миллион та 104,6 пин тенкӗлӗх ытларах сутнӑ», «4 ҫул хушшинче магазинсем кӑна вуниккӗ туса лартнӑ», «1968 ҫулта, сӑмахран, Йӑвашкел тата Комаровка ялӗсенче магазинсем туса пӗтернӗ, вӗсене хута янӑ. 1969 ҫулта Аслӑ Чурачӑк, Вӑрманхӗрри Чурачӑк, Шурут-Нурӑс ялӗсенче тӗрлӗрен япаласем сутакан магазинсем тунӑ, Тӑманлӑ Выҫлинче кӗнеке магазинӗ уҫнӑ». «Телевизорсем туянаҫҫӗ» заметкӑри йӗркесем% «Район центрӗнчи культура таварӗсем сутакан магазин кӑҫалхи январь — февраль тата март уйӑхӗсенче кӑна ӗҫҫыннисене 15 мотоцикл, 45 телевизор тата ытти нумай таварсем сутрӗҫ. Йӑлара культура таварӗсем туянасси ҫак таварсен хакне йӳнетнӗ хыҫҫӑн уйрӑмах ӳсрӗ. Март уйӑхӗнче кӑна ку магазин урлӑ ӗҫҫыннисем «Рекорд-330», «Снежок», «Спорт-6» тата ытти телевизорсем нумай туянчӗҫ». (1971 ҫулхи апрелӗн 20-мӗшӗ). «Комсомольскинчи универмаг ҫӗнӗ ҫурта куҫрӗ. Унта пӑспа ӑшӑтмалла тунӑ. Продавецсем ҫӗнӗ универмагра ҫӗнӗ меслетпе ӗҫлеҫҫӗ. Кунта, акӑ, ҫынсем тавара хӑйсем суйласа туянма пултараҫҫӗ». (1972 ҫулхи мартӑн 25-мӗшӗ).
Юрий Гаврилов.

