Вторник, 13 октября

Кӑтартусене пӗтӗмлетнӗ, умра — ҫӗнӗ  тӗллевсем

Кӑтартусене пӗтӗмлетнӗ, умра — ҫӗнӗ  тӗллевсем

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче отчетлӑ пухусем пуҫланнӑ. Кӑҫал вӗсем чи малтанах «Асаново» тата «Дружба» ял хуҫалӑх кооперативӗсенче иртнӗ.

Малтанах «Асаново» ял хуҫалӑх кооперативӗн председателӗ А.Н. Бахтеров хуҫалӑх иртнӗ ҫул мӗнле ӗҫлесе пынипе паллаштарнӑ. /сӗмсем ҫинчен каланипе пӗрлех татах та ӑнӑҫлӑрах ӗҫлеме чӑрмантаракан сӑлтавсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ.

«Асаново» ЯХПК республикӑра чи ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен  100 ял хуҫалӑх организацийӗн йышӗнче темиҫе ҫул ӗнтӗ. Ку ӑнсӑртран мар. Хуҫалӑхӑн ҫӗрӗсем ҫырма-ҫатраллӑ, ялтан чылай аякка тӑсӑлнӑ пулин те кунта ҫурхи ака-суха ӗҫӗсене яланах вӑхӑтра пурнӑҫлаҫҫӗ.  Мӗн ҫитӗнтернине те тӑкаксӑр пуҫтарса илеҫҫӗ. Ҫакӑ ӗҫе пӗлсе йӗркеленипе пӗрлех механизаторсен пултарулӑхӗпе яваплӑхӗнчен те чылай килет.  Пӗлтӗр хуҫалӑхри ҫӗр ӗҫченӗсем кашни гектартан 45,4 центнер пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем туса илнӗ. Уй-хирӗн ытти культурисен тухӑҫӗ те округра лайӑххисенчен пӗри. Александр Николаевич хуҫалӑх ҫуракине хатӗрленес ыйтусене те хускатнӑ. Ял хуҫалӑх кооперативӗнчи ӗҫсене пурнӑҫланӑ чухне техника пысӑк вырӑн йышӑннӑ май машинӑпа трактор паркне ҫӗнетсе тӑма тӑрӑшнине палӑртнӑ.

Пӗрлешӳллӗ хуҫалӑх выльӑх-чӗрлӗх отраслӗ  ҫине те пысӑк тимлӗх уйӑрать. Ҫулсеренех ҫителӗклӗ таран выльӑх апачӗ хатӗрлеме тӑрӑшать. Сӗт сӑвас енӗпе Асанкасси сӗт-ҫу ферми округра малтисен ретӗнче. Кунта сӑвакан ӗнесен йышне те ӳстерме май тупнӑ. Иртнӗ ҫул кашни ӗне пуҫне 9250 килограмм сӗт суса илме пултарнӑ.

Округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин пуху ӗҫне хутшӑннӑ май ӗҫченсене ӑнӑҫу суннӑ, малашне те  вӗсем хуҫалӑха аталантарас тӗлӗшпе хастар ӗҫлесси пирки иккӗленменнине палӑртнӑ.

Пухура округри «Рассвет», «Луч» ял хуҫалӑх кооперативӗсен председателӗсем М.Р.Афанасьев, А.В.Семенов та тухса калаҫнӑ. Хуҫалӑхӑн ӗҫӗ-хӗлне тишкернӗ май кунта усӑ куракан паха енсемпе хӑйсем патӗнче те усӑ курма май пулнине палӑртнӑ. Асанкассисем яланах маттур пулнине ӗҫпе ҫирӗплетни пирки пӗлтернӗ.

,ҫлекенсем хӑйсен шухӑшӗсене палӑртнӑ, пуху пӑхса тухнӑ ыйтусемпе кирлӗ йышӑнусем тунӑ. Пӗлтӗрхи кӑтартусене пӗтӗмлетнӗ, умра вара ҫӗнӗ тӗллевсем тӑраҫҫӗ.

Юрий ГАВРИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *