Февралӗн 18-мӗшӗнче округра Пӗрлехи информаци кунӗ иртрӗ. Мероприятие хутшӑнакансем Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел культура ҫуртӗнче пуҫтарӑнчӗҫ.
Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, ЧР экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Л.А.Рафикова, ЧР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗн ҫумӗ А.А.Пилкин тата ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ А.В.Шурчанов халӑхпа тӗл пулса тӗрлӗ ыйтусене уҫӑмлатрӗҫ. Пуҫтарӑннисем республикӑри вӗренӳ организацийӗсем валли кадрсем хатӗрлесси, тӗллевлӗ вӗренӳ, ҫурхи шыв-шура хирӗҫ тӑрасси, ҫуракине хатӗрленесси, информаци хӑрушсӑрлӑхӗ тата кибермошенничество тавра калаҫрӗҫ.
Палӑртса хӑвармалла, информкун паянхи куншӑн ҫивӗч ыйтусемпе тӗрӗс информаци илме, общественноҫа пӑшӑрхантаракан самантсене уҫӑмлатма лайӑх майсем парать. Ҫакӑн пек тӗлпулусем округра малашне те иртӗҫ.
Алевтина ЕФРЕМОВА.

