Иртнӗ эрнере райпо ӗҫченӗсем 2025 ҫулхи ӗҫе пӗтӗмлетсе, малашнехи ҫул-йӗре палӑртрӗҫ.
Райпо канашӗн председателӗ Светлана Грачева пӗлтӗр пурнӑҫланӑ ӗҫсемпе тӗплӗн паллаштарчӗ.
«2025 ҫула райпо системинче тӑрӑшакан кашни предприяти ҫулталӑка тухӑҫлӑ вӗҫленӗ. Паянхи куна райпо 60 суту-илӳ магазинне пӗрлештерсе тӑрать. Суту-илӳ точкисен пысӑк конкуренципе ӗҫлеме тивет. Округра тата ытти магазинсем питӗ нумай. Ҫавна май ялта пурӑнакансене тӗрлӗ таварсемпе тата пулӑшусемпе тивӗҫтерес тесе тӑрӑшсах ӗҫлемелле.
Пӗлтӗр, тӗслӗхрен, район центрӗнче «Хлебушко» тата «Точка вкуса» павильонсем уҫрӑмӑр. Ҫакна туянакансем
хапӑлласах йышӑнчӗҫ. Паянхи кун кунта тавар ассортименчӗ пуян, ял ҫыннисем кӑмӑллӑ. Ҫакӑ — чи пахи. ,ҫченсем тӑрӑшуллӑ та маттур пулнине ӳсӗмсем ҫирӗплетеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех кун-ҫул уттинчен юлмасӑр пирӗн магазинсенчи таварсене «КоопМаг» ятарлӑ приложени урлӑ туянма пулать, ӑна килех илсе ҫитерсе параҫҫӗ. Райпо суту-илӳ точкисем округра ҫеҫ мар, Елчӗк, Шӑмӑршӑ округӗсенче те вӑй илеҫҫӗ», — тесе палӑртрӗ Светлана Николаевна ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетсе.
Райпо ял ҫыннисене кирлӗ таварпа тивӗҫтернипе пӗрлех, обществӑлла апатлану сферинче те активлӑ ӗҫлет. Пурӗ — 11 предприяти. Вӗсен ӗҫӗ тӗрлӗ енлӗ% апат-ҫимӗҫ, продукци хатӗрлесси, ҫӑкӑр-булка пӗҫересси тата ытти те. Обществӑлла апатланура тӑрӑшакансем яланах хӑйсен професси ӑсталӑхне ӳстереҫҫӗ, тӗрлӗ конкурссемпе фестивальсене хутшӑнаҫҫӗ. Ҫитӗнӗвӗсем те сахал мар. Кунта уйрӑмах обществӑлла апатлану сферинче ырми-канми тӑрӑшакансене палӑртса хӑвармалла: Э.Ф.Адеева, А.М.Зарипова, Г.М. Ямальтдинова.
«Хлебозавод» ООО та тухӑҫлӑ ӗҫлекен предприятисенчен пӗри. Вӗсем 61 тӗрлӗ ҫӑкӑр-булка тата 71 тӗрлӗ премӗк-печени хатӗрлеҫҫӗ. Вӗсен продукцине пӗрре анчах мар республика шайӗнче пысӑк хак панӑ. Чӑвашпотребсоюз ҫӑкӑр пӗҫерекенсен хушшинче ирттерекен экономика тупӑшӑвӗнче кондитер изделийӗсене хатӗрлессипе те вӗсем яланах малта пыраҫҫӗ.
Тӗрлӗ енлӗ аталаннипе пӗрлех пурлӑхпа техника базине пуянлатса пымалла. Пӗлтӗр комплекслӑ программӑпа килӗшӳллӗн производство комбиначӗн ҫуртне юсаса ҫӗнетнӗ, ҫивиттине улӑштарнӑ, хушма складсем тунӑ, ветеринари аптекине юсанӑ, павильонсем, сивӗтмӗшсем, автомашина туяннӑ тата ыттине те ҫӗнетме вӑй ҫитернӗ. Умма лартнӑ тӗллевсем, плансем татах та пысӑк.
Райпо ӗҫ-хӗлне округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин та пысӑка хурса хакларӗ.
— Кун-ҫул уттинчен юлмасӑр утатӑр. Суту-илӳ точкисем туянакансен кӑмӑлне тивӗҫтереҫҫӗ, тавар ассортименчӗ пуян. Малалла та самана таппипе тан ӗлкӗрсе пыма сунатӑп, — терӗ Николай Никандрович.
Чӑвашпотребсоюз правленийӗн председателӗн ҫумӗ Ирина Яшмолкина та Комсомольски райповӗ производствӑна аталантарнине, ҫӗнӗ объектсем хута янине, юсав ӗҫӗсем пурнӑҫланнине, пурлӑхпа техника базине ҫӗнетнине, палӑртса хӑварчӗ. «Комсомольскисем — яланах малта эсир, сиртен вӗренмелли чылай», — терӗ вӑл.
,ҫе пӗтӗмлетнипе пӗрлех, ҫак кун маттур та тӑрӑшуллӑ ӗҫченсене те палӑртса хӑварчӗҫ. Л.И.Димитриева уполномоченнӑя, А.Г.Пыркина, Ч.М.Атакаева ӗҫченсене наградӑсемпе чысларӗҫ.
Алевтина Ефремова.

