Комсомольски район больницинче иртнӗ пухура округра сывлӑха сыхлас ӗҫ 2025 ҫулта мӗнле пулса пыни пирки калаҫнӑ. Кӑҫалхи тӗллевсене те палӑртса хӑварнӑ.
Пуху ӗҫне Чӑваш Республикин сывлӑха сыхлас ӗҫ министерствин пай начальникӗ Е.А.Салмин, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин хутшӑннӑ. Республикӑра, округра халӑх сывлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене татса парас енӗпе пурнӑҫланӑ ӗҫсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. И.И.Ефремова тӗп врач отчет туса панӑ.
Комсомольски округӗнче кӑҫалхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне 19966 ҫын пурӑннӑ. Вӗсенчен 16217-шӗ — ҫитӗннисем тата 3749-шӗ — ачасем. Иртнӗ ҫул 104 ача кун ҫутине килнӗ, 243 ҫын пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Вилекенсен йышӗ виҫӗмҫулхинчен чакнӑ пулин те, вӗсен шучӗ ҫураласлӑхран пысӑкрах. Ҫут тӗнчерен уйрӑлнисенчен 93-шӗ юн ҫаврӑнӑшӗн чирӗсемпе, 87-шӗ нерв чирӗсемпе, 36-шӗ усал шыҫӑпа аптранӑ. 38-шӗ ӗҫлеме пултаракан ӳсӗмре пулни пӑшӑрхантарать.
Амбулаторипе поликлиника ӗҫченӗсем чире маларах тупса палӑртас енӗпе тимлеҫҫӗ. Округра пурӑнакансен 66 процентне диспансеризаци витӗр кӑларнӑ, профилактика тӗрӗслевӗсем тунӑ. Чӑваш республикин Пуҫлӑхӗн «Сывлӑх патне утӑм» проектне пурнӑҫласа медицина ӗҫченӗсем ялсене тухса 1937 ҫын сывлӑхне тӗрӗсленӗ. Вӑл вӑхӑтра ҫынсен юн пусӑмӗ ӳснине, холестерин тата глюкоза шайӗ пысӑк пулнине тата ытти чирсене тупса палӑртнӑ, хушма тӗрӗслеве янӑ, кирлӗ эмел ҫырса панӑ.
Округри медицина инфраструктурине сменӑра 510 ҫынна йышӑнма пултаракан поликлиника, 4 врач амбулаторийӗ, пӗтӗмӗшле врач практикин офисӗ, 25 фельдшерпа акушер пункчӗ, куҫса ҫӳрекен ФАП, талӑкӗпех ӗҫлекен 74 вырӑнлӑ стационар тата 28 вырӑнлӑ кӑнтӑрлахи стационар пӗрлештерсе тӑрать. Вӗсенче 54 врач, 218 вӑтам персонал тата 137 ытти специалист тӑрӑшать. Иртнӗ ҫул 3 тухтӑра тата 7 медицина сестрине ҫӗнӗрен ӗҫе илнӗ.
Район больницине 2025 ҫулта 261 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. Вӗсемпе пӗтӗмпех округра пурӑнакансен сывлӑхне тӗрӗслес тата чирсене тупса палӑртас тӗллевсемпе усӑ курнӑ.
Иртнӗ ҫул «Продолжительная и активная жизнь», «Семья» наци проекчӗсемпе тата регионти программӑсемпе округри медицина инфраструктурине аталантарас тӗлӗшпе чылай ӗҫ пурнӑҫланӑ. Хырхӗрринче тата Анат Тимӗрчкассинче фельдшерпа акушер пункчӗсен ҫӗнӗ ҫурчӗсене хута янӑ. Кӗҫӗн Каҫалта пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗн ҫӗнӗ ҫурчӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӗсене паянхи кун ыйтӑвне пурнӑҫлакан оборудованисемпе тивӗҫтернӗ. Шурутри пӗтӗмӗшле практика врачӗн уйрӑмӗнче пахалӑхлӑ юсав ӗҫӗсем тунӑ. Больницӑра медицинӑпа социаллӑ кабинетпа хӗрарӑмсен ҫӗнетнӗ консультацине уҫнӑ.
Хӑйӗн отчетӗнче Инна Ивановна округра ҫынсен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшса пурнӑҫланӑ тата ытти ӗҫсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Медицина ӗҫченӗсене хастар ӗҫшӗн тав тунӑ, малашне ӗҫре тата пурнӑҫра ӑнӑҫу суннӑ.
Сывлӑх сыхлавӗн хастар ӗҫченӗсем ЧР сывлӑх сыхлавӗн министерствин, округ тата тӗп больница администрацийӗсен Хисеп грамотисене тивӗҫнӗ.
(ХАМӐР ИНФ.).

