Вторник, 13 октября

95 ҫул халӑхпа пӗрле

95 ҫул халӑхпа пӗрле

1931 ҫулхи февралӗн 8-мӗшӗ район историйӗнче ылтӑн сас паллисемпе ҫырӑнса юлнӑ. Ҫак кун  «Паянхи сас» хаҫатӑн пӗрремӗш номерӗ пичетленсе тухнӑ.  Унтанпа 95 ҫул ҫитет.

Ҫак вӑхӑтра хаҫат сӑн-сӑпачӗ тӗпрен улшӑннӑ ҫеҫ мар, вӑл хӑйӗн ятне виҫӗ хутчен те улӑштарнӑ.  Вулакансем район хаҫатне   65 ҫул «Октябрь ялавӗ» ятпа илсе тӑнӑ,  «Каҫал ен» ятпа  29 ҫул вулакан патне ҫитет.  95 ҫул — паллӑ ҫул. Ҫак вӑхӑтра  хаҫат темӗнле йывӑрлӑх витӗр тухса, вӑй илсе, ҫирӗпленсе  вулакансене хӑй тавра пуҫтарма пултарнӑ.  Унӑн кашни номерӗ ҫӗршыв,  республика,  Каҫал тӑрӑхӗн пурнӑҫӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ.  Ҫӗршыв умне тухса тӑнӑ кирек хӑш вӑхӑтри йывӑрлӑхсене те ҫӗнтерсе пыма, халӑха хавхалантарма пултарнинче унӑн тӳпи калама ҫук пысӑк.

Типографипе редакцире 95 ҫул хушшинче мӗн чухлӗ ҫын ӗҫленӗ! Вӗсем пурте умри тӗллевсене ҫирӗп пурнӑҫласа пынӑ. Паян вӗсен ӗҫне ҫамрӑксем тӑсаҫҫӗ.  Эпир хаклӑ ветерансен умӗнче пуҫӑмӑра таятпӑр.  Вӗсен тата хаҫатӑн кашни номерне вулакан туссен сӗнӳ-канашне яланах шута илетпӗр.

 Пирӗн ӗҫре тӗрлӗ материал ҫырса хатӗрленипе ӑста пулнипе пӗрлех,  паянхи кун журналистсем компьютера лайӑх пӗлни,  фотоаппаратпа туслӑ пулни,  видео ӳкерме пултарни ҫав тери пӗлтерӗшлӗ.  Унпа пӗрлех социаллӑ проектсене те пӗлсе,  ҫын кӑмӑлне каймалла хатӗрлемелле.  Пӗлмелли,  тумалли хаҫатҫӑсен ӗҫӗнче чылай.  Пысӑках мар коллектив, эпир тӑххӑрӑн, куллен тӗрлӗ информаци хатӗрлетпӗр, вырӑна ҫитетпӗр, хыпарсене пӗлтеретпӗр. Унпа пӗрлех эпир «Каҫал ен» хаҫат ҫеҫ мар, тутарсен республика хаҫачӗ «Вакыт» кашни эрнерех вулакан патне ҫиттӗр тесе тӑрӑшатпӑр.  Кӑҫал июнь уйӑхӗнче «Вакыт» хаҫат тухма пуҫланӑранпа 30 ҫул ҫитет. Пирӗн патра вара вӑл 22 ҫул калӑпланать. 

 Эпир вулакансем хаҫатсене  алла тытса вуланипе пӗрлех интернет уҫлӑхӗнче те информаципе паллашма пултарччӑр тесе «Телеграмм»,  «Одноклассники»,  «ВКонтакте» социаллӑ сетьсенче, хаҫатӑн сайтӗнче  хыпарсемпе паллаштарсах  тӑратпӑр.  Интернет уҫлӑхӗнче пире 11 пине яхӑн ҫын вулать. 

Хаҫат кун-ҫулӗ,  паллах,  хисеплӗ вулакансем пулмасассӑн вӑрӑм пулмасть.  Эпир вӗсемпе яланах ҫыхӑну тытма тӑрӑшатпӑр.  Район хаҫатне пурнӑҫ тӑршшӗпех ҫырӑнакан туссем те сахал мар пирӗн.  Хисеплӗ вулакансем  ҫырӑнтару тапхӑрӗнче пире шанса,  яланах пӗрле пулса пире ӗҫлеме вӑй-хал парса тӑраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех кашни киле хаҫата илсе ҫитерекен почтальонсене тав тӑватпӑр. Вӗсем юр-и, ҫумӑр-и, ҫил тӑман-и —яланах ҫула тухаҫҫӗ.   Пирӗнпе тачӑ ҫыхӑну тытса ӗҫлекенсене те паянхи  кун тавтапуҫ калатпӑр. Пӗрле килӗштерсе ӗҫленӗрен ӗҫ кал-кал пырать.

 Хаклӑ вулакансем, «Каҫал ен» хаҫатӑн пӗрремӗш номерӗ кун ҫути курнӑранпа 95 ҫул ҫитнӗ ятпа саламлатӑп!  Комсомольски округ  хаҫачӗ  100, 105, 110…  тата ытларах ҫул тултарнине те пӗрлех кӗтсе илесчӗ.  Уяв ячӗпе! Яланах пирӗнпе пӗрле пулӑр. Хаҫата ҫырӑнӑр!

Алевтина ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *