Вторник, 13 октября

Ялти клуб – чун уҫҫи

Ялти клуб – чун уҫҫи

Ҫак кунсенче Элпуҫ ялӗнчи культура ҫурчӗ капиталлӑ юсав хыҫҫӑн хӑйӗн алӑкӗсене уҫнӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Антонов тата ытти чӗннӗ хӑнасем килсе ҫитнӗ.

Пуҫтарӑннисене чӑваш йӑлине пӑхӑнса ҫӑкӑр-тӑварпа тата тутар халӑхӗн йӑли тӑрӑх чак-чакпа кӗтсе илнӗ. «Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗ тата Элпуҫ территори уйрӑмӗнчи культура ӗҫченӗсем савӑнӑҫлӑ юрӑ-кӗвӗпе кӑмӑла хӑпартлантарнӑ. Фойере вырӑнти ӑстасем хатӗрленӗ чӑваш тӗррин куравӗ илемӗпе пурне те тыткӑнланӑ.

https://podpiska.pochta.ru/press/П6722

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *