Вторник, 13 октября

Лайӑххине ырланӑ,  япӑхине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ,  япӑхине питленӗ

«Пӗтӗм Союзри ҫамрӑксен фестивалӗ» лотерей билечӗпе укҫа-тенкӗпе япаласем выляса илмелли выляв тиражӗн таблици хаҫатсенче пичетленсе тухсанах районти перекет кассине  вуншар ҫын укҫа-тенкӗ килсе илчӗҫ, хӑшпӗрисем тӗрлӗрен япаласем выляса илни ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Акӑ, сӑмахран К. Ильин «К_55» мотоцикл, П.Яковлев «ЗИЛ_Москва» холодильник, Г.Филиппов «Победа» сехет, Н.Даров, Г.Скворцов, С.Карпеев, Н.Галкин велосипедсем выляса илчӗҫ» (1957 ҫулхи июлӗн 11-мӗшӗ).

Хаҫат страницисенче пичетленнӗ статьясемпе хыпарсене тишкерсе  пӑхсан районӑн 1950 ҫулӗсенчи пурнӑҫӗ туллин курӑнать. Лайӑххи пирки те, ҫитменлӗхсем ҫинчен те ҫырнӑ унта. Колхозсем уй-хир культурисенчен пысӑкрах тухӑҫ илес енӗпе нумай тӑрӑшнӑ. Ҫӗнӗ меслетсемпе усӑ курма, уй-хире тислӑк ытларах кӑларма, хӗлле юр тытса хӑварма, сортсен пахалӑхне лайӑхлатма тӑрӑшнӑ  пулин те, пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсен вӑтам тухӑҫӗ малта пыракан хуҫалӑхсенче те кашни гектар пуҫне 20 центнертан  пысӑкрах пулман. Кашни ӗнерен сӗт сӑвас енӗпе те кӑтартусем савӑнтарман. Вӑл вӑхӑтра чи ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен хуҫалӑхсем те  ҫулталӑкра кашни ӗнерен 3 пин килограмран сахалрах сӗт суса илнӗ. Анчах та ҫакӑ районти колхозниксем республика шайӗнче япӑх ӗҫленине пӗлтермест. Вӑл ҫулсенче фермӑсенче ӗҫленӗ  выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансем республикӑри чи лайӑх дояркӑсен,  пӑру пӑхакансен, сысна пӑхакансен, сурӑх пӑхакансен, чӑх-чӗп пӑхакансен йышӗнче пулнӑ. Вӗсем паянхипе танлаштарсан чылай япӑх ӗҫ условийӗсенче ӗҫленӗ, апла пулсан та ытларах продукци илес тесе тӑрӑшнӑ. Вӗсем ҫинчен хаҫатра ҫырсах тӑнӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *