Вторник, 13 октября

Тӑрӑшуллӑ, пур ӗҫре  те хастар хӗр

Пирӗн округра талантлӑ, активлӑ, пур енӗпе те маттур ҫамрӑксем нумай. Вӗсенчен пӗри — Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче 11-мӗш «а» класра пӗлӳ илекен Юлия Исаева. Кӑҫал вӑл республикӑри чи пултаруллӑ 1000 ҫамрӑк йышне кӗрсе ЧР Пуҫлӑхӗн ятарлӑ стипендине илсе тӑма тивӗҫнӗ. Маттур хӗрпе ҫывӑхрах паллашар-ха.

Юлия 1-мӗш класран пуҫласах «пиллӗк» паллӑсемпе ҫеҫ ӗлкӗрсе пырать. Кашни ҫулах шкул ачисен Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадин муниципаллӑ тапхӑрне активлӑн хутшӑнать, нумай предметпа призерсен шутне те кӗнӗ. «Уйрӑмах мана вырӑс чӗлхи, географи, математика, физика тата хими предмечӗсем килӗшеҫҫӗ. Вӗсене тарӑннӑн вӗренме тӑрӑшатӑп», — каласа парать хӗр. Ю.Исаеван питӗ пуян портфолио. Унта химипе тата чӑваш чӗлхипе 2023 ҫулта иртнӗ олимпиадӑсенче призер пулнине ҫирӗплетекен грамотӑсем, ҫак ҫултах «Русский медвежонок — языкознание для всех» конкурсра ҫӗнтернишӗн панӑ грамота, 2024 ҫулта чӑваш чӗлхипе тата литературипе, астрономипе, физикӑпа, 2025 ҫулта биологипе, экологипе, технологипе, химипе, географипе, физикӑпа иртнӗ олимпиадӑсенче мала тухнине ӗнентерекен грамотӑсем  вырӑн тупнӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *