2025 ҫулта округра пурӑнакан 9739 ҫын диспансеризаци витӗр тухнӑ. Ҫак цифра хыҫӗнче — ҫынсен сывлӑхӗ, вӗсен планӗсем, малашлӑхӗ. Шӑпах ҫавӑнпа медицина ӗҫченӗсем чирсен профилактики ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ те.
Диспансеризацие тӳлевсӗр мелпе «Вӑрӑм та хастар пурнӑҫ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн тухма пулать. Ҫак проектӑн тӗллевӗ — 2030 ҫул тӗлне Раҫҫейре пурӑнакансен вӑтам пурнӑҫ тӑршшӗне 78 ҫула ҫитересси.

