Вторник, 13 октября

Юратнӑ мӑшӑрпа 50 ҫул та сисӗнмерӗ

Юратнӑ мӑшӑрпа 50 ҫул та сисӗнмерӗ

Ҫемье пурнӑҫӗн «ылтӑн» юбилярӗсем ҫирӗп юратупа: ӑнланупа: шанӑҫпа палӑрса тӑраҫҫӗ. Ҫакӑн пек мӑшӑрсем нумай ҫул пӗрле пурӑнса ҫемьен ҫирӗплӗхне: ӑшӑ хутшӑнусене упрама вӗренсе ҫитнӗ. Вӗсенчен пирӗн те тӗслӗх илес килет.

Ҫак кунсенче Тӗвенеш ялӗнче пурӑнакан Салминсем «ылтӑн туй» кӗрекине ларнӑ. Елизавета Ильиничнапа Юрий Григорьевича ҫак паллӑ пулӑмпа Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн начальникӗ Валентина Салмина ӑшшӑн саламланӑ. Вӑл муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин ячӗпе мӑшӑра округӑн обществӑлла пурнӑҫне хастар хутшӑннӑшӑн: ҫемье хаклӑхӗсене упраса пынӑшӑн Тав хучӗ парса чысланӑ: парнепе савӑнтарнӑ.

Юрий Григорьевич шкул вӗренсе пӗтерсен агроном специальноҫне алла илнӗ: 40 ҫул ытла ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Вӑл — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ. Хастар та пултаруллӑскер: тӗрлӗ ҫулсенче Хирти Сӗнтӗр ял Советне ертсе пынӑ: район депутачӗ: вырӑнти депутатсен Канашӗн председателӗ пулнӑ. Кил вучахӗн управҫи вара пурнӑҫне медицинӑпа ҫыхӑнтарнӑ: нумай ҫул Ҫӗнӗ Кипеҫри фельдшерпа акушер пункчӗн заведующийӗнче вӑй хунӑ. Елизавета Ильинична — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ медицина ӗҫченӗ.

Салминсем тивӗҫлӗ канура пулсан та килте алӑ усса лармаҫҫӗ% хуҫалӑх тытса пыраҫҫӗ: пахчара тӑрмашаҫҫӗ. Ҫур ӗмӗр пӗрле пурнӑҫ сукмакне такӑрлатса вӗсем чи кирлине упраса хӑварнӑ _ ҫемьери тӑнӑҫлӑха: хисепе. Юбилярсем пӗр ывӑлпа икӗ хӗре кун ҫути парнеленӗ: ҫунат парса \стернӗ. Халӗ вӗсене 3 мӑнукӗ савӑнтарать. «Юратнӑ мӑшӑрпа юнашар 50 ҫул куҫ хупса илнӗ пек хӑвӑрт иртсе кайрӗ. Асра вара ырӑ та ҫутӑ самантсем юлчӗҫ. Малашне те ҫемьене упраса: пӗр-пӗрне хакласа: хисеплесе пурӑнасчӗ: пӗр-пӗриншӗн тӗрек пуласчӗ»: — теҫҫӗ Салминсем чунне уҫса.

Килӗш\ллӗ мӑшӑра ырлӑх-сывлӑхпа пурӑнма: малашне те кун-ҫул сукмакне алла-аллӑн тытӑнса: шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса такӑрлатма сунатпӑр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *