Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсен ертӳҫисемпе ирттерн. канашлура округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин иртнӗ
ҫул ял хуҫалӑх отраслӗ япӑх мар ӗҫлесе пынине палӑртрӗ. Кунта, паллах, ҫӗр ӗҫченӗсемпе, выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансемпе пӗрлех
ертӳҫӗсен тӳпи пысӑк вырӑнта тӑрать. Вӗсене кӑҫал та тӑрӑшса ӗҫлеме, малалла аталанса пыма ӑнӑҫу сунчӗ.
Канашлура тӗпрен илсен калаҫу выльӑх-чӗрлӗх отраслӗ тавра пулчӗ. Округӑн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗ М. Зайнуллин пӗлтӗрхи ӗҫ кӑтартӑвӗсемпе кӗскен паллаштарчӗ.

