Вторник, 13 октября

Ӑста пулнӑшӑн — кубок

Нумаях пулмасть  Чӑваш республикин уҫӑ футбол лигин 2017 ҫулта ҫуралнӑ ачасем хушшинчи чемпионачӗ  вӗҫленнӗ.

«Интер» академин пирӗн округри пӗрлештернӗ командин пӗлтӗрхи октябрь уйӑхӗнчен пуҫласа тӗрлӗ командӑсемпе тӗл пулса футбол уйӗнче вӑй виҫме тивнӗ. Ҫамрӑк футболистсем хӑйсен тантӑшӗсем умӗнче ҫухалса кайман, кашни вӑйӑрах ҫӗнтерӳшӗн кӗрешнӗ. Ҫакӑ вӗсене финала тухма май панӑ. Кунта та пирӗн округ футболисчӗсем хӑйсем ӑстарах пулнине ҫирӗплетсе панӑ. Хирӗҫ тӑракан команда хапхине 3 мечӗк тапса  кӗртнӗ, хӑйсенне пӗрре те кӗрттермен. Ҫапла вара турнир ҫӗнтерӳҫисем пулса тӑнӑ. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи 2 «а» класра вӗренекен  Роман Романов вара «Чи лайӑх бомбардир» кубока тивӗҫнӗ. Вӑл  турнирта пурӗ 21 мечӗк  тапса кӗртнӗ.

Роман ҫамрӑк-ха. Апла пулин те унӑн наградӑсем  чылай% 33 медаль тата 8 кубок. Арҫын ачана малашне те  вӗренӳре, спортра ӑнӑҫусем сунатпӑр.

Алевтина Антонова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *