Ҫӗнӗ ҫул умӗн Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче савӑнӑҫлӑ мероприяти иртнӗ. Унта пӗтӗмӗшле практика врачӗн ҫӗнӗ уйрӑмне уҫнӑ. Ҫакӑ халӑха пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗпе аякка каймасӑрах тивӗҫтерес ӗҫри пӗлтерӗшлӗ утӑм пулнине палӑртса хӑвармалла.
Ҫӗнӗ медицина учрежденине «Вӑрӑм та хастар пурнӑҫ» федераллӑ проектпа килӗшӳллӗн туса лартнӑ. Халӑха ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑмпа саламлама хаклӑ хӑнасем пуҫтарӑннӑ, ҫав шутра% Комсомольски округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Марина Сергеева, Комсомольски район больницин тӗп врачӗ Инна Ефремова, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗсем Сергей Катиковпа Василий Кокарев, «Булат» ООО подряд организацийӗн тӗп инженерӗ Ильяс Абдулвалеев. Ҫавӑн пекех ял ҫыннисем те уява йышлӑн килнӗ.
Министр ҫумӗ Марина Владиславовна ял ҫыннисене саламласа паянхи кун республикӑра сывлӑх сыхлавне аталантарас, халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерес, пурнӑҫ тӑршшӗне вӑрӑмлатас енӗпе нумай ӗҫ пурнӑҫлани ҫинчен каланӑ.
«Ҫак офиса уҫни — пирӗн округшӑн паллӑ пулӑм. Ялти сывлӑх сыхлавӗ ҫынсемшӗн ҫывӑх пулмалла, паянхи кун ыйтӑвӗсене тивӗҫтермелле. ЧР Правительствине пирӗн территорисене тимлӗх уйӑрнӑшӑн, пулӑшу кӳнӗшӗн пысӑк тав», — палӑртнӑ Николай Никандрович хӑйӗн сӑмахӗнче.
Пӗтӗмӗшле практика врачӗн ҫӗнӗ уйрӑмӗ 7 ялта пурӑнакансене — пурӗ 1900 ытла ҫынна -медицина пулӑшӑвӗсемпе тивӗҫтерӗ. Учрежденин тӗп специалисчӗ — пысӑк квалификациллӗ тухтӑр Роза Муравьева. Ял ҫыннисем ҫӗнӗ йышши оборудованипе тивӗҫтернӗ илемлӗ те хӑтлӑ учрежденине пырса кӗме те питӗ кӑмӑллӑ пулнине палӑртнӑ, ӑна тӑвас ӗҫе хутшӑнакансене чӗререн тав тунӑ.
Алевтина Ефремова.

