Вторник, 13 октября

Банк пулӑшнипе ача-пӑча лапамӗ тунӑ

Банк пулӑшнипе ача-пӑча лапамӗ тунӑ

Декабрӗн 20-мӗшӗнче Чӗчкен тӗп шкулӗ ҫумӗнчи шкул ҫулне ҫитменнисен ушкӑнӗ валли ҫӗнӗ ача-пӑча площадкине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Ҫак объекта РФ Перекет банкӗн ыркӑмӑллӑх проекчӗ пулӑшнипе туса лартма май килнӗ.

Савӑнӑҫлӑ мероприятие муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, РФ Перекет банкӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн патшалӑх секторӗпе ӗҫлекен пайӗн начальникӗ Наталья Ключникова, Рамиль Идиатуллин депутат,  ял ҫыннисем тата шкул ачисем хутшӑннӑ.

«Ҫакӑн пек пуҫарусем халӑха валли хӑтлӑ та паянхи кун ыйтӑвӗсемпе килӗшсе тӑракан хутлӑх йӗркелеме пулӑшаҫҫӗ. Банка  социаллӑ яваплӑхшӑн тата пирӗн округ аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн тав тӑватӑп. Муниципалитетпа бизнес пӗрле килӗштерсе ӗҫлени чӑннипех те курӑмлӑ кӑтартусем тума пулӑшать», — палӑртнӑ Николай Никандрович хӑйӗн сӑмахӗнче.

Халӗ кунта ачасене выляма, уҫӑ сывлӑшра сывлӑхне ҫирӗплетме меллӗ вырӑн пур. Тӑвайккисем, чуччусем, спорт элеменчӗсем тата хӑйӑр купи канӑва тата та интереслӗрех тума пулӑшӗҫ. Ял ҫыннисем ҫак проекта пурнӑҫа кӗртме май тупнӑшӑн округ ертӳлӗхне тата банка  чӗререн тав тӑваҫҫӗ. 

Наталья КАЛАШНИКОВА. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *