Округ администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнче пулнӑ ӗҫ, вӑрҫӑ, хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсен, шалти ӗҫсен ветеранӗсен округри уйрӑмӗн ХI отчетпа суйлавӗн конференцийӗ ӗҫлӗ лару-тӑрура иртрӗ тесе туллин ҫирӗплетсе калама пулать. Пилӗк ҫулта ветерансен организацийӗ чылай ӗҫ туса ирттернӗ.
Ветерансен организацийӗн округри уйрӑмӗн совечӗн председателӗн Ю.С.Тимофеевӑн отчечӗ вӑрӑма тӑсӑлчӗ пулин те докладчик ветерансем хутшӑннипе тунӑ пур ӗҫсене те асӑнса пӗтерме май ҫуккине палӑртрӗ. Ҫавӑнпа та ытларах юлашки ҫулсенче пурнӑҫланӑ ӗҫсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Иртнӗ ҫул Раҫҫейре Тӑван ҫӗршыв сыхлавҫин, Чӑваш Енре Ҫӗнтерӳпе патриотлӑх, округра хамӑр ентешсен, Совет Союзӗн Геройӗсен ҫулталӑкӗсем пулнӑ, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ май ветерансен ӗҫӗ татах та хӗрӳрех пулнӑ. Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсен тӗрлӗ тӗсӗсен ветеранӗсен организацийӗсемпе юлташлӑхӗсем тӑтӑшах шкулсенче пулма тӑрӑшнӑ, ачасемпе тӗл пулса ҫарпа патриотизм темисемпе калаҫусем, тӗлпулусем, Паттӑрлӑх урокӗсем тата ытти мероприятисем йӗркеленӗ ҫӗре хутшӑннӑ.
Отчета итленӗ май пирӗн ветерансем округӑн обществӑпа политика пурнӑҫӗпе тан утма тӑрӑшни, вӗрентӳ, культура, сывлӑха сыхлас ӗҫ, спорт тата ытти енсемпе тачӑ пулни палӑрчӗ. Вӗсем округри пур мероприятисене те хастар хутшӑнаҫҫӗ. Уйрӑмах вӗсем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшас енӗпе ҫине тӑрса ӗҫленине палӑртмалла. Маскировка сеткисем ҫыхас, дронсенчен хӳтӗленмелли утиялсем ҫӗлес, ӑшӑ япаласем ҫыхас, ыркӑмӑллӑх акцийӗсем йӗркелес енӗпе пуҫарулӑхпа пултарулӑх кӑтартаҫҫӗ.
Ветерансем округри пултарулӑх коллективӗсен ӗҫӗсенче те маттур. Спортра та ҫитӗнӳсемпе палӑрса тӑраҫҫӗ.
Округра района аталантарас енӗпе витӗмлӗ ӗҫсем тунӑ, историре тарӑн йӗр хӑварнӑ ҫынсен ячӗсемпе асӑну каҫӗсем йӗркелесси йӑлана кӗнӗ. Ку малашне те пулса пырӗ. «Иртнӗ кунсӑр малашнехи ҫук» — ҫак чӑнлӑха тӗпе хурса ҫитӗнекен ӑрӑва хамӑр тӑрӑхра ҫуралнӑ, пурӑннӑ, ӗҫленӗ ҫынсем пирки ытларах каласа памалла, вӗсен пархатарлӑ ӗҫӗсемпе паллаштарса тӑмалла. Ҫак шухӑш уҫҫӑн палӑрчӗ докладчик сӑмахӗсенче.
Пирӗн округри ветерансен организацийӗ 6 пин ытла ҫынна пӗрлештерсе тӑрать. Вырӑнти советсен председателӗсем ялсенчи ватӑсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ. Ялсене тирпей-илем кӗртес, тӑван тӑрӑха тӗпчес, ӳсекен ӑрӑва воспитани парас енӗпе нумай ӗҫ туса ирттереҫҫӗ. Отчета сӳтсе явма хутшӑнса сӑмах илнӗ «Единая Россия» партин округри уйрӑмӗн ӗҫ тӑвакан секретарӗ Л.М.Макарова, райпори, шалти ӗҫсен органӗсенче ӗҫленисен, «Рассвет» ЯХПКри ветерансен совечӗсен председателӗсем С.Ф.Кокорева, П.В.Лапшин, М.А.Краснова та хӑйсен сӑмахӗсенче ҫакнах палӑртрӗҫ. «Союз пенсионеров России» ООО округри уйрӑмӗн председателӗ В.И.Пундяков округри ветерансем «За активное долголетие» спартакиадӑна хастар хутшӑннине палӑртрӗ, вырӑнта иртекен ҫавӑн пек ӑмӑртӑва территори уйрӑмӗсенчи ялсенче пурӑнакан ватӑсене ытларах явӑҫтарма ыйтрӗ. Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче тӑрӑшакан В.Н.Курицына округри культура ӗҫченӗсем ватӑсене паллӑ юбилейсемпе саламлама хутшӑннине, чыс-хисеп ҫӗнсе илнӗ ветерансен ячӗсемпе иртекен мероприятисем йӗркелеме пулӑшнине палӑртрӗ. Раҫҫей социаллӑ фончӗн пирӗн округри клиент службин начальникӗ Н.В.Юманова «Кӗмӗл ӳсӗм» центрӑн ӗҫӗ-хӗлне ҫутатакан видеороликпе паллаштарчӗ, пенсипе ҫыхӑннӑ ҫӗнӗлӗхсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ.
Конференцире Комсомольскинчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра вилнисене асӑнса лартнӑ палӑк ҫывӑхӗнче юсавпа строительство ӗҫӗсем пынӑ вӑхӑтра Совет Союзӗн Геройӗсен бюсчӗсем умне, ҫӗр ҫине плитасем хурса хӑварма сӗнчӗҫ.
Тӗп ыйтусенчен пӗри — округри ветерансен совечӗн председательне суйласси пулчӗ. Конференцие хутшӑнакансем хальхи председатель Юрий Сергеевич хӑйне шаннӑ ӗҫе кирлӗ пек туса пынине палӑртса ӑна малашне те совета ертсе пыма шанчӗҫ. Ҫавӑн пекех совет президиумӗн членӗсене те палӑртса хӑварчӗҫ.
Юлашкинчен пултаруллӑ ветерансене Хисеп грамотисем парса чысларӗҫ. Конференци ӗҫне округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ, ял хуҫалӑх, экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн начальникӗ Ф.Ф.Зейнетдинов хутшӑнчӗ, ветерансене ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламласа конференци йышӑннӑ тӗллевсене пурнӑҫлама ӑнӑҫу сунчӗ.
Юрий Гаврилов.

