«Турӑ пӳрнӗ телейлӗ шӑпа — 50 ҫул юратнӑ мӑшӑрпа», — тесе шӑрантараҫҫӗ Любовь тата Николай Гордеевсем «Ылтӑн туй» юрринче. Ҫур ӗмӗр пӗрле килӗшӳпе юратура пурӑнакансене чӑннипех те телейлӗ ҫынсем тесе калас килет.
Ҫак кунсенче Комсомольскинче пурӑнакан Юлия Минюлловнӑпа Геннадий Никонорович Косовсем «ылтӑн» туйне уявланӑ. Ҫур ӗмӗр ӗнтӗ ҫак мӑшӑр савӑнӑҫӗсене пӗрле пайласа, йывӑрлӑхӗсене пӗрле парӑнтарса пурнӑҫ ҫулӗ тӑрӑх алла-аллӑн утать.
1975 ҫулта Комсомольскинчи район Совечӗн ЗАГС бюровӗнче Косовсен ҫемйи чӑмӑртаннине регистрациленӗ. Ҫул хыҫҫӑн ҫул иртнӗҫем йыш хушӑнсах пынӑ. Пурӗ 5 ачана — 4 хӗрпе 1 ывӑла кун ҫути парнеленӗ мӑшӑр, тивӗҫлӗ воспитани парса ура ҫине тӑратнӑ. Паянхи кун Косовсен нумай мӑнук ҫеҫ мар, пӗр мӑнмӑнук та пур. Вӗсем ватӑсене хӑйсен ӑшшипе, юратӑвӗпе савӑнтарсах тӑраҫҫӗ.
Юбилярсен ӗҫ биографийӗ ҫамрӑклах пуҫланнӑ. Геннадий Никонорович нумай ҫул сехет юсакан мастерта тӑрӑшнӑ. Юлия Минюлловна «Рябинушка» ача садӗнче воспитательте ӗҫленӗ. Халӗ иккӗшӗ те тивӗҫлӗ канура пулин те килте ахаль ларса ҫеҫ тӑмаҫҫӗ: хуҫалӑх тытса пыраҫҫӗ, пахчара тӑрмашаҫҫӗ. Тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем валли вӗсен килӗн алӑкӗсем яланах уҫӑ, сӗтелӗ килте хатӗрленӗ тутлӑ апат-ҫимӗҫпе пуян.
Чаплӑ та сумлӑ уяв ячӗпе мӑшӑра саламлама муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, Комсомольскинчи ЗАГС уйрӑмӗн начальникӗ Ольга Федотова, ачисем, мӑнукӗсем тата ҫывӑх тӑванӗсем килсе ҫитнӗ. Вӗсем юбилярсене ӑшӑ салам сӑмахӗсем каласа парнесем парнеленӗ, телейпе, ҫирӗп сывлӑхпа пурӑнса малашне те пурнӑҫ сукмакне пӗрле килӗштерсе такӑрлатса пыма, кил ӑшшине упраса пурӑнма суннӑ. «Каҫал» фольклор ансамблӗ те саламсем ҫумне хутшӑннӑ, пуҫтарӑннисене хӑйсен юррисемпе савӑк кӑмӑл парнеленӗ.
Наталья МЕДВЕДЕВА.

