Вторник, 13 октября

Раҫҫей Геройӗ ячӗпе – тӗлпулу

Раҫҫей Геройӗ ячӗпе – тӗлпулу

Кӗҫӗн Каҫал культура ҫуртӗнче Раҫҫей Геройӗ Иван Марин ячӗпе иртнӗ тӗлпулӑва халӑх йышлӑн пуҫтарӑнчӗ. Малтанах округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗсем Сергей Катиков, Василий Кокарев, таврапӗлӳҫӗсем, тӗлпулӑва килнисем ялти Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра вилнисене асӑнса лартнӑ палӑк умне чечек ҫыххисем хучӗҫ.

Тӗлпулӑва Кӗҫӗн Каҫал культура ҫурчӗн директорӗ Алевтина Трофимова ертсе пычӗ. Иван Марин пирки каласа пачӗ. Вӑл Свердловск хулинче ҫуралса ӳснӗ. Апла пулсан та ӑна хамӑр ентеш тесех калама пулать.  Унӑн ашшӗ, Петр Сергеевич, хамӑр районти Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче ҫуралнӑ, Кӗтне юханшывӗн, пирӗн тӑрӑхӑн сывлӑшӗпе сывласа ӳснӗ. Пурнӑҫ ҫулӗ ӑна Екатеринбург хулине илсе ҫитернӗ. Унта вӑл ҫемйипе тӗпленсе пурӑнать. Хӑй ҫуралнӑ тӑрӑхпа нихӑҫан та ҫыхӑнӑва татман. Иван та  тӑтӑшах ашшӗ ӳссе ҫитӗннӗ кӗтесре пулнӑ. Мӑшӑрлансан та Кӗҫӗн Каҫал ялне килсе кайнӑ. Раҫҫей Геройӗнче Иван Петрович Маринра чӑваш юнӗ чупнӑ. Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче пурӑнакансем унпа чӑннипех те мухтаннине тӗлпулӑва ял-йыш чылайӑн пуҫтарӑнни тепӗр хут ҫирӗплетет.

 Каларӑмӑр ӗнтӗ, И.Марин Свердловск (Екатеринбург) хулинче 1991 ҫулта ҫуралнӑ. Шкулта вӗреннӗ вӑхӑтра каратэпе хӑнӑхтарусем ирттернӗ, кӑвак пиҫиххине тивӗҫнӗ. 2008 ҫулта Екатеринбургри артиллерин комплекслӑ аслӑ училищине вӗренме кӗнӗ. 2011 ҫулта, училищӗне хупнӑ пирки, Санкт-Петербургри Михайловски ҫар артиллерийӗн академийӗнче пӗлӳ илме пуҫланӑ. 2013 ҫулта ӑна хӗрлӗ дипломпа пӗтернӗ. Ун хыҫҫӑн Мускав ҫывӑхӗнче службӑра тӑнӑ. 2017—2018 ҫулсенче Ростов облаҫӗнчи Новочеркасск,  2018—2019  ҫулсенче Мускав облаҫӗнчи Наро-Фоминск хулисенче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ. 2019—2022 ҫулсенче вӑл каллех Новочеркасск хулинчи ҫар чаҫӗнче пулнӑ. 2022 ҫулхи февралӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ.

Иван малтан взвод, батарея командирӗ пулнӑ, хӑй тӗллӗн куҫакан артиллери полкӗн дивизион штабӗн начальникӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ, армин ҫар хатӗрленӗвӗн пайӗн аслӑ офицерӗ таран ҫитнӗ. Вӑл Хӗрлӗ площадьри ҫар парадне икӗ хутчен хутшӑннӑ.

И.Марин капитан Донецк тата Луганск Халӑх Республикисене хӳтӗленӗ ҫӗрте пулнӑ. Вӑл пӗлсе тата тӗрӗс ертсе пынипе дивизион ҫар чаҫӗ кӑларса тӑратнӑ тӗллевсене вӑхӑтра та пахалӑхлӑ пурнӑҫланӑ. Ӑна Мариуполь хулине ирӗке кӑларнӑ чухне палӑрнӑшӑн «Хӑюлӑхшӑн» орденпа наградӑланӑ. Мариуполь хулине илнӗ хыҫҫӑн Иван Марин дивизионне Запорожье облаҫне янӑ.

2022 ҫулхи апрелӗн 24-мӗшӗнче тӑшман пилотсӑр вӗҫев аппарачӗ пулӑшнипе дивизион ӑҫта вырнаҫнине тупса палӑртнӑ, асар-писер пеме пуҫланӑ. Вӑл вӑхӑтра Иван Петрович постра тӑнӑ. Ҫийӗнчех вӑл  раципе тӑшман атакӑлани ҫинчен командованине пӗлтернӗ, хӑйӗн подразделенине кирлӗ тӗрӗс кӑтартусем пама пуҫланӑ. Ҫакӑ салтаксен пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма  та, техникӑна упрама та пулӑшнӑ. Ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче Иван Марин вӑйлӑ аманнӑ, апла пулин те хӑйӗн дивизионне кирлӗ кӑтартусем пама пӑрахман. Лару-тӑру ҫивӗчленсех пынӑ. Суранӗсене пӑхмасӑрах, Марин капитан БМ-21 кабинине кӗрсе ларма пултарнӑ. Позицие хӑвӑрт улӑштарса тӑшман танкӗсене хирӗҫ пемелли меллӗ вырӑн тупнӑ. Расчет наводчикӗпе пӗрле танксене хирӗҫ 40 снаряд кӑларса янӑ, тӑшман техникине пӗтернӗ. Шел пулин те, йывӑр аманнӑ Иванӑн чӗри 2022 ҫулхи апрелӗн 26-мӗшӗнче госпитальте ӗмӗрлӗхех тапма чарӑннӑ.

Паттӑр офицер ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ ҫӗрте палӑрнӑшӑн Суворов медальне тата ытти наградӑсене те тивӗҫнӗ. Пӗрле службӑра пулнисем ун пирки лайӑххине ҫеҫ каласа панӑ. Вӑл хӑюллӑ та маттур командир пулнине палӑртнӑ. Салтаксем ӑна хисепленӗ, аслӑ юлташӗ вырӑнне хунӑ. Вӗсем каласа панӑ тӑрӑх, ирӗке кӑларнӑ вырӑнсене кӗрсен ҫар ҫыннисене хӑйсене йӗркеллӗ тытмалли пирки асӑрхаттарса тӑнӑ. Гуманитари пулӑшӑвӗ килсен те унти япаласене пурне те пӗр пек валеҫсе панине тӗрӗслесе тӑнӑ, юлашкинчен ҫеҫ хӑйне валли мӗн юлнине илнӗ. Подразделенири пӗрремӗш ҫухату та командир пулнишӗн салтаксем питӗ куляннине палӑртнӑ. Вӗсемшӗн И.Марин тӳрӗ кӑмӑллӑ, ырӑ, ҫав вӑхӑтрах ҫирӗп ыйтакан командир пулнӑ. Хӑйӗнчен аслӑраххисем те ӑна ашшӗ вырӑнне хурса сума сунӑ. Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн 2023 ҫулхи Указӗпе Иван Марин капитана ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗ ят панӑ.

Тӗлпулура округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин Иванӑн ашшӗпе амӑшне паттӑр ывӑл ҫитӗнтернӗшӗн тав турӗ, Комсомольски районне туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитнӗ ятпа кӑларнӑ юбилей медалӗсемпе чысларӗ.

«Ачаранах вӑл шухӑшӗпе ҫирӗп тӑраканскер пулнӑ. Пӗчӗк чухнех тӗрӗслӗхшӗнччӗ вӑл. Суяпа ултава кураймастчӗ», — каласа пачӗ паттӑрӑн амӑшӗ Светлана Ивановна. Ашшӗ те, Петр Сергеевич, ывӑлне вӑхӑтсӑр ҫухатнӑ пирки чунтанах хурланнине палӑртрӗ. Паттӑрӑн ашшӗ-амӑшӗ ывӑлӗн тӑлӑха юлнӑ мӑшӑрӗпе Галинӑпа тата мӑнукӗпе Костьӑпа ҫыхӑну тытсах тӑнине, пӗр-пӗрин патне кайсах ҫӳренине каласа пачӗ.

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса аманнипе яла таврӑннӑ салтак, Украина ҫӗрӗ ҫинче паттӑррӑн пуҫ хунӑ салтакӑн амӑшӗ Галина Новикова, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗсем, таврапӗлӳҫӗсем сӑмах илсе калаҫрӗҫ. Тӑван ҫӗршыва сыхлакансен паттӑрлӑхне палӑртса вӗсене ҫӗнтерӳ сунчӗҫ. Вӑхӑтсӑр пуҫ хунисене вара ӗмӗр-ӗмӗр асра тытмаллине палӑртрӗҫ.

Тӗлпулӑва Комсомольски  2-мӗш вӑтам шкулӗнчи кадетсем, «Молодая гвардия» членӗсем тата Кӗҫӗн Каҫал ял ҫыннисем те хутшӑнчӗҫ.

Ҫак мероприятие хатӗрлесе ирттерес тесе Г.Воробьев тата В.Бахматов таврапӗлӳҫӗсем, культура ӗҫченӗсем чылай тӑрӑшнӑ. Светлана Ивановнӑпа Петр Сергеевич вӗсене тӗлпулӑва йӗркеленӗшӗн, пуҫтарӑннисене Иван Марина хисеплесе килнӗшӗн тав турӗҫ. Ҫакӑн пек мероприятисем паян, ентешсем пурнӑҫӗсене шеллемесӗр Тӑван ҫӗршыва хӳтӗленӗ вӑхӑтра чӑннипех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *