Округра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсене куллен пулӑшу пани ҫинчен час-часах ҫырса кӑтартатпӑр. Ку ӗҫ самантлӑха та чарӑнмасть. Хӗл кунӗсем ҫитнӗ май салтаксен йывӑр условисенче пурӑнма тивет. Ҫавна май округри вӗренӳ учрежденийӗсенче гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарас ӗҫе йӗркеленӗ.
Шкулсемпе ача сачӗсем ку ӗҫе хастаррӑн хутшӑннӑ. Вӗрентекенсем, вӗренекенсем тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗ салтаксене куллен кирлӗ пулакан япаласем хатӗрленӗ. Ҫавӑн пекех кашни посылкӑна ачасен ҫырӑвӗсене, ӳкерчӗкӗсене хунӑ. Пӗчӗккисен пултарулӑхӗнче «Эпир сирӗн ҫинчен манмастпӑр, сирӗнпе мӑнаҫланатпӑр. Эпир сирӗнпе пӗрле» текен шухӑшсем тӗп вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Тӑван ҫӗртен яракан ӑшӑ саламсем салтаксен чун-чӗрине ӑшӑтӗҫ, пурте пӗрле пуҫтарнӑ япаласем вара фронтри лару-тӑрура кулленхи пурнӑҫа ҫӑмӑллатма пулӑшӗҫ.
Ҫак ыркӑмӑллӑх ӗҫне хутшӑннӑ кашни ҫемье, педагог, ача тав сӑмахӗсене тивӗҫлӗ. Ҫӗнтерӗве тӳпе хывма кашнинех тӑрӑшмалла, пулӑшу аллине тӑсса пани яланах вырӑнлӑ.

