Вторник, 13 октября

Педагогика ветеранӗ – 90 ҫулта

Педагогика ветеранӗ – 90 ҫулта

Юбилей — савӑнӑҫлӑ пулӑм. 90 ҫулхи юбилей вара уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен ҫак ҫула ҫити кашниех пурӑнса ҫитеймест. Ҫакӑн пек чаплӑ уява сывлӑхпа, ҫирӗп ӑс-тӑнпа, вӑй-халпа кӗтсе илекенсене чӑннипех те телейлӗ ҫынсем тесе калас килет.

Ҫак кунсенче Ҫӗнӗ Каҫал ялӗнче пурӑнакан Елизавета Сорокина 90 ҫулхи юбилейне уявланӑ. Ҫак паллӑ пулӑмпа ӑна муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн Николай Раськинӑн ячӗпе Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Елена Зайкова ӑшшӑн саламланӑ, РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн саламлӑ ҫырӑвне тата хаклӑ парне парса чысланӑ. Вырӑнти культура ӗҫченӗсем ҫепӗҫ юрӑсем шӑрантарса юбилярӑн кӑмӑлне хӑпартлантарнӑ.

Елизавета Сорокина (Копташкина) Асанкасси ялӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Ачаран пыракан ӗмӗтне пурнӑҫласа 1954 ҫулта Патӑрьелӗнчи педагогика училищине пӗтернӗ. 1954—1958 ҫулсенче Асанкасси ял библиотекин  заведующийӗнче тӑрӑшнӑ, унтан Асанкасси тата Ҫӗнӗ Кипеҫ шкулӗсенче ачасене пӗлӳ панӑ. 1961—1963 ҫулсенче Ҫӗнӗ Каҫалти пуҫламӑш шкула ертсе пынӑ. Кайран вара мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех Асанкассинчи, Дубовкӑри тата Киров поселокӗнчи шкулсенче кӗҫӗн классене вӗрентнӗ. 

Елизавета Константиновна обществӑлла ӗҫре те яланах хастарлӑх кӑтартнӑ, ял Совечӗн депутачӗ тата колхозри комсомол комитечӗн ертӳҫи пулнӑ. Вӗренӳ сферинчи ӗҫӗсемшӗн тата пысӑк ӗҫ стажне кура нумай патшалӑх наградине, «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫнӗ.

Мӑшӑрӗпе Василий Ефимовичпа пӗрле вӗсем икӗ ывӑл — Александрпа Николай ҫуратса ӳстернӗ. Паянхи кун кинемее 4 мӑнукӗ тата 4 мӑнмӑнукӗ савӑнтарать.

Наталья КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *