Вторник, 13 октября

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

(Малалли).

Пысӑк хастарлӑхпа ура ҫине тӑнӑ

Редакцие 1952 ҫулта малтан та хаҫатра ӗҫленӗ, 1939—1946 ҫулсенче  ҫар службинче пулнӑ, хаяр вӑрҫӑ вучӗ витӗр тухнӑ Николай Степанович Квасов ертсе  пыма пуҫланӑ. Вӑл 1955  ҫулччен редакторта тӑрӑшнӑ. 1955—1956 ҫулсенче вӑрҫӑн тепӗр участникӗ Виталий Спиридонович Стефинов  хаҫата ал пусса кӑларса тӑнӑ. Ун хыҫҫӑн маларах корреспондентра, яваплӑ секретарьте тӑрӑшнӑ Лаврентий Васильевич Таллерова хаҫат редакторне ҫирӗплетнӗ. Вӑл, каярахпа чӑваш халӑх писателӗ ята тивӗҫнӗскер, ҫамрӑклах фельетонсем, калавсем ҫырнӑ. Унӑн пуҫарӑвӗпех редакци ҫумӗнче литераторсен пӗрлешӗвне йӗркеленӗ. Районти творчество енне туртӑнакан ҫамрӑксемпе тӗрлӗ профессиллӗ ҫынсем пӗрле пуҫтарӑнса пӗр-пӗрин хайлавӗсене сӳтсе явнӑ. Чи лайӑххисем хаҫат страницисенче кун ҫути курнӑ. Хаҫатӑн литература страницинче Василий Димитриев, Лариван Козин, Николай Кузиков, каярахпа Денис Гордеев, Виталий Шемекеев, Гурий Чаржов сӑввисем пичетленсе пынӑ.

Редакци ҫумӗнче типографире 1950 ҫулсенче В.Хораськина, Н.Самарина, В.Долгов, А.Семендеев  ӗҫленӗ. Унта та оборудование ҫӗнетсе пынӑ, хаҫата наборласа пичетленипе пӗрлех тӗрлӗрен бланксем те хатӗрленӗ.

 Район хыпарӗсемсӗр пуҫне 1950 ҫулсенче ҫӗршывра пулса иртнӗ пӗлтерӗшлӗ пулӑмсем ҫинчен те хаҫат страницисенче пӗлтерсех тӑнӑ. 1953 ҫулта район ҫыннисем И.В.Сталин вилнӗ пирки пӗтӗм совет халӑхӗ пекех хурланнине пӗлтереҫҫӗ. Ҫав ҫулах кӗркунне Л.Берине арестленӗ, халӑха хирӗҫле ӗҫсем тунӑшӑн айӑпланӑ. Хаҫат вулаканӗсем унӑн сӑтӑрла ӗҫӗсем пирки  сивлесе ҫыраҫҫӗ. 1953 ҫулта  ҫӗршывра апат-ҫимӗҫпе промышленноҫ таварӗсен ваккӑн сутмалли патшалӑх хакӗсене йӳнетесси ҫинчен постановлени тухнӑ. Хаксене 10—20 процент, хӑш-пӗр таварсене 30—40 процент таран йӳнетнӗ. Ку хыпара та вулакансем ырласа йышӑннине заметкӑсенче ҫирӗплетнӗ. 1955 ҫулта Албани, Болгари, Венгри, Польша, Румыни Халӑх, Демократиллӗ Германи, Чехословаки республикисем пӗр-пӗринпе туслӑ пурнасси, тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлесси тата пӗр-пӗрне пулӑшасси пирки Килӗшӳ тунӑ. Вӑл Варшава Договорӗ ятпа историре паллӑ. 1957 ҫулта Мускавра ҫамрӑксемпе студентсен Пӗтӗм тӗнчери фестивалӗ иртнӗ. Районти ҫамрӑксем ҫак паллӑ кун тӗлне ӗҫри ӳсӗмсемпе кӗтсе илнине палӑртнӑ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче ялсенчи пӗчӗкрех пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсем теприсемпе пӗрлешнӗ. Ҫакӑ вӗсене анлӑрах аталанма май панӑ. Ҫавӑн пекех колхозсен ячӗсем те улшӑннӑ. 1953 ҫулта районта 28 колхоз шутланнӑ. Вӗсем%  Ленин ячӗллӗ (Комсомольски), «Красный маяк» (Кӗҫӗн Каҫал тата Эткер),  Хрущев ячӗллӗ (Дубовка, Васильевка, Ҫӗнӗ Каҫал),  «Хунав» (Виҫпӳрт), Пушкин ячӗллӗ (Ҫӗнӗ Шӑхран), «Ленинская победа» (Александровкӑпа Луцки),  «Правда» (Кивӗ Сӗнтӗр), «Красное Сормово» (Ҫӗнӗ Сӗнтӗрпе Ахмет),  «Искра» (Хырай Ӗнел),  Киров ячӗллӗ (Киров поселокӗ), «Знамя коммунизма» (Хирти Мӑнтӑр),  Берия ячӗллӗ колхоз (ҫак ҫулах ӑна Ворошилов ятне панӑ) (Йӑлмахва тата Кайнлӑк), «Гигант» (Хирти Сӗнтӗрпе Хирти ,нел), Мичурин ячӗллӗ (Нӗркеҫ), Калинин ячӗллӗ (Ҫӗнӗ Кипеҫпе Тӗвенеш), «Дружба» (Элпуҫ, Тутар Элпуҫ, Хирти Явӑш), «Нива» (Хирти Мӑратпа Хирти Выҫли), «Красная звезда» (Аслӑ Ҫӗрпӳел, Хирти Шӑхасан), Молотов ячӗллӗ (Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел, Йӑвашкел тата Тутар Йӑвашкел), «Родина» (Хырхӗрри,  Хурнай, Кӗтне Пасар), «Светлая жизнь» (Вӑрманхӗрри Чурачӑк), Ульянов ячӗллӗ (Асанкасси), «Алга» (Урмаел), «Гвардеец» (Тукай Мишер), «Заветы Ильича» (Аслӑ  Чурачӑк тата Чӗчкен), Маленков ячӗллӗ (Анат тата Тури Тимӗрчкасси), Жданов ячӗллӗ (Ҫӗнӗ Мӑратпа Тукай, Вутлан),  Сталин ячӗллӗ  (Тӑманлӑ Выҫли) колхозсем.

Колхоз ӗҫченӗсем уй-хирте тӗрлӗ культурӑсем ҫитӗнтернипе, выльӑх-чӗрлӗхрен продукци илессине ӳстернипе пӗрлех строительство енӗпе те тимленӗ.  Ҫӗнӗ производство объекчӗсем, выльӑх-чӗрлӗх усрамалли витесем, уйрӑм ҫынсен ҫурчӗсем тӑвас ӗҫ сарӑлса пынӑ. Ҫӗнӗрен тума материалсем нумай кирлӗ пулнӑ. Колхозниксем хӗлӗпех вӑрман хатӗрленӗ ҫӗрте вӑй хунӑ. Плана мӗнле тултарса пыни пирки хаҫатра ҫырсах тӑнӑ% «Мичурин ячӗпе тӑракан колхозра каснӑ йывӑҫа турттарнӑ ҫӗрте ӗҫлекен лавҫӑсем ҫӗнӗ 1953 ҫула ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳ тунипе кӗтсе илчӗҫ. Январӗн 1-мӗшӗ тӗлне 1725 кубометр йывӑҫ турттарса плана 107,9 процент тултарчӗҫ», «Красная звезда» колхоз членӗсем Улатӑр вӑрманпромхозӗн Воротниковӑри мастер участокӗнче вӑрман касса хатӗрлеҫҫӗ. Вӑрман хатӗрлевӗнче 39 ҫын ҫуран, 20 ҫын лашапа ӗҫлет». 1950 ҫулсенче ҫӗршывра, ҫавӑн пекех пирӗн районта та транспорт хатӗрӗсен шучӗ ӳссе пыма пуҫланӑ. Вӗсене ӗҫлеме, ҫӳреме такӑр ҫулсем кирлӗ пулнӑ. Ҫул тӑвас ӗҫе колхозсем хастар  хутшӑннӑ

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *