Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Указӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикинче 2026 ҫула «Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗ» тесе ят панӑ. Чӑваш Енре пурӑнакансем ытларах ҫак вариантшӑн хӑйсен сассине панӑ.
Чӑваш Ен — тӗрлӗ наци халӑхне, вӗсен йӑли-йӗркине пӗрлештерсе тӑракан республика. Пирӗн Чӑваш ҫӗршывӗнче пурӑнакан кашни ҫын пысӑк та туслӑ ҫемьере пулнине туйса, пӗр-пӗрне ӑнланса, хисеплесе тӑтӑр. Ҫакӑнта пирӗн вӑй, аталану ҫул-йӗрӗ. Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗ республикӑра культура, вӗрентӳ, спорт мероприятийӗсене тата хастартарах ирттерме, тӗрлӗ наци халӑхӗн йӑли-йӗркине, чӗлхе историне, культурине тӗплӗнрех пӗлме май парӗ. Комсомольски муниципалитет округӗнче чӑваш, вырӑс, тутар халӑхӗ мӗн ӗлӗкренпех туслӑн пурӑнать. 2026 ҫулта хаҫат страницисенче Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне халалланӑ статьясем тата ытларах пичетленӗҫ.
(Хамӑр корр.).

