Вторник, 13 октября

Пӗрлӗхре, туслӑхра – вӑй

Пӗрлӗхре, туслӑхра – вӑй

Ырӑ туни ырӑпа таврӑнать,  теҫҫӗ. Ҫакна тӗпе хурса ӗҫлеҫҫӗ Каҫал тӑрӑхӗнче пурӑнакансем. Паянхи ҫӑмӑлах мар вӑхӑтра ентешсене пулӑшас тесе вӗсем ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ: маскировка сеткисем ҫыхаҫҫӗ, плащсем ҫӗлеҫҫӗ, окоп ҫуртисем тӑваҫҫӗ, типӗ яшка хатӗрлеҫҫӗ, гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтараҫҫӗ. Ҫакӑ пӗтӗмпех пӗччен тумалли ӗҫ мар, йышпа пӗрле пуҫтарӑнса тӑрӑшни пысӑк ӗҫ тума май парать те. Кашни ялтах хӗрӳ ӗҫ пырать, пурте пулӑшас тесе тӑрӑшаҫҫӗ. «Пӗрлӗхре — вӑй» тесе ахальтен каламан ҫав. Яланах ҫапла пултӑрччӗ.

Акӑ, Хирти Сӗнтӗр ял территорийӗнче, Комсомольскинче  пурӑнакансем юлашки вӑхӑтра салтаксем валли наччас пӗҫермелли яшка хатӗрлес енӗпе ҫине тӑрса ӗҫлеҫҫӗ,  ҫӑкӑр  та типӗтсе хатӗрлеҫҫӗ.

— Паянхи куна  Каҫал тӑрӑхӗнче пахча ҫимӗҫ типӗтсе яшка хатӗрлекен  9 пункт ӗҫлет. Вӗсем ҫак ӗҫе питӗ лайӑх йӗркелесе янӑ. Ыттисем тӗслӗх илсе, вӗренсе пыраҫҫӗ. Кам пахча ҫимӗҫ пӗҫерет, тепри типӗтет, унтан продукцирен пӗрле пуҫтарӑнса хӑвӑрт пиҫекен  яшка  пуҫтараҫҫӗ. Ҫакӑ салтаксемшӗн ҫав тери меллӗ, пахча ҫимӗҫе  вӗри шыв ямалла та яшка хатӗр.  Вӑл чӑннипех те тутлӑ, сӗтеклӗ пулнине ентешсем пӗрре кӑна мар ҫирӗплетрӗҫ. Вӗсем яшкана юратса ҫини пире татах та тӑрӑшса ӗҫлеме хавхалантарать те, — палӑртрӗ Евгений Ефремов волонтер.

Евгений пирки калас пулсассӑн, вӑл чӑннипех те пысӑк чӗреллӗ ҫын.  Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпах   вӑл  волонтер ӗҫне пуҫӑннӑ. Гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтармалла-и, ӑна салтаксем патне ӑсатмалла-и — вӑл пӗр тӑхтаса тӑмасӑрах ӗҫе пурнӑҫлама васкать. Салтаксем валли типӗтсе яшка хатӗрлес шухӑша та чи малтан Ефремовсем: Ольгӑпа Евгений пурнӑҫа кӗртнӗ. Пуҫласа  вӗсем хӑйсем ҫеҫ ҫак ӗҫе тытӑннӑ пулсассӑн, паян типӗ яшка хатӗрлес ӗҫре вун-вун ҫын тӑрӑшать. Хӑшӗсемпе паян паллаштаратпӑр, ыттисемпе — ҫитес номерсенче.  Чи малтанах Ефремовсене ҫывӑх ҫыннисем — тӑванӗсем пӗр шухӑшлӑ пулса пулӑшма тытӑннӑ. Халӗ Комсомольски,  Хирти Сӗнтӗр, Нӗркеҫ, Ҫӗнӗ Кипеҫ, Тӗвенеш, Янкасси ялӗсенче пурӑнакансем — пурте пӗр шухӑшлӑ. Вӗсен пӗр  тӗллев — ентешсене пулӑшмалла. Ҫӗнӗ Кипеҫ ялӗнче пурӑнакан Алевтина Петрован килӗнче пахча ҫимӗҫ типӗтме пуҫланӑранпа нумай вӑхӑт иртмен пулин те, вӗсем кӗске вӑхӑт хушшинче типӗтнӗ яшка чылай хатӗрлеме пултарнӑ. Унсӑр пуҫне аш-какай та типӗтеҫҫӗ, сало хатӗрлеҫҫӗ. Сӑмах май каласассӑн, Алевтина Алексеевнӑн мӑшӑрӗ те ятарлӑ ҫар операцийӗнче. «Ҫӗнӗ Кипеҫ, Тӗвенеш ялӗсенче ырӑ кӑмӑллӑ, маттур ҫынсем пурӑнни те ӗҫе чылай ҫӑмӑллатать. Нумайӑшӗ килте пахча ҫимӗҫ типӗтеймеҫҫӗ пулсассӑн та  пахча ҫимӗҫ, какай пӗҫереҫҫӗ. Пысӑк тав пурне те», — терӗ Алевтина Петрова.

Ҫавӑн пекех Хирти Сӗнтӗр ялӗнчи Нестеровсем те пахча ҫимӗҫ типӗтес ӗҫре маттур. Вӗсем килте ҫак ӗҫе ҫемьепе пурнӑҫланипе пӗрлех, ял ҫыннисене те пӗр тӗвве пуҫтарнӑ. Камӑн пушӑ вӑхӑт пур — пурте пулӑшаҫҫӗ: типӗтеҫҫӗ, пӗҫереҫҫӗ, тураҫҫӗ, пуҫтараҫҫӗ…  Нӗркеҫ ялӗнчи Вороновсем те салтаксем валли яшка хатӗрлес ӗҫе кӳлӗннӗ. Маринӑпа Владимир ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпах волонтерсем. Округри, ял территорийӗнчи волонтерсен ӗҫне Владимир Воронов йӗркелесе  пырать те.

Каҫал тӑрӑхӗнче пурӑнакансем мӗн тери маттур та ӗҫчен пулни савӑнтарать. Вӗсенче яланах вӑй-хал тапса тӑтӑр. Ывӑнмасӑр ӗҫлесе ятарлӑ ҫар операцийӗнчи ентешсене  май килнӗ таран пулӑшасчӗ.

Алевтина антонова.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *