Ҫак кунсенче Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулне тӑвас ӗҫ мӗнле пынипе Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Сергей Артамонов ертсе пыракан ушкӑн вырӑна ҫитсе паллашнӑ. Вӗсем пурнӑҫланӑ ӗҫсене пӑхса тухнӑ, малашнехи тӗллевсем пирки калаҫнӑ.
Строительство ӗҫӗсене «ПМК-8» подряд организацийӗ пурнӑҫлать. Кунта ӗҫсем кал-кал пыраҫҫӗ. Ҫӗнӗ шкул икӗ корпусран тӑрать. Пӗри — икӗ, тепри — виҫӗ хутлӑ пулмалла. Ҫуртӑн тулаш стенисем кунран-кун хӑпарсах пыраҫҫӗ. Фасада штукатуркӑпа ҫирӗплетеҫҫӗ, ҫуркуннехи ӑшӑ кунсем ҫитсен сӑрлама пуҫлӗҫ. Строительсем ҫулталӑк вӗҫлениччен ҫивиттине витсе хума тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакӑ шалта тухӑҫлӑрах ӗҫлеме май парӗ. Чӳречесемпе алӑксем вырнаҫтарма пуҫланӑ. Ӑшӑ паракан системӑна туса пӗтерес ӗҫсем те вӗҫленсе пыраҫҫӗ. Пур этажсенче те, путвалта та электрика ӗҫӗсем, вентиляци системине хута ярас, ӑшӑ паракан пӑрӑхсем вырнаҫтарас тӗлӗшпе тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле илсен шкула вӑхӑтра та пахалӑхлӑ туса пӗтерес енӗпе чылай ӗҫ тунӑ. Вӑтам шкул тӑвас ӗҫе тӑтӑшах округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин тӗрӗслесе тӑрать.
Юрий ГАВРИЛОВ.

