Ҫак кунсенче Хирти Явӑш вӑтам шкулӗ чаплӑ юбилейне уявланӑ. Шкулӑн юбилейне вӗренекенсемпе вӗрентекенсемсӗр пуҫне учитель-ветерансем, тӗрлӗ ҫулсенче шкултан вӗренсе тухнисем йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Уява пухӑннисене юбилей ячӗпе ҫак кун округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин ӑшшӑн саламланӑ. Малашне те шкул коллективне самана таппипе ӗлкӗрсе пыма, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума, ачасенче ҫӗнӗ талантсем уҫма, пысӑк хавхаланупа малалла аталанма суннӑ. Маттур педагогсене ӗҫри ӳсӗмсемшӗн Хисеп грамотисемпе тата Тав хучӗсемпе чысланӑ.
Архиври даннӑйсем тӑрӑх Хирти Явӑш ялӗнче 1895 ҫулта чиркӳпе приххут шкулӗ уҫнӑ. Вӑл Аслӑ Чурачӑк приххутне кӗнӗ. Ун чухне шкулӑн хӑйне уйрӑм ҫурт пулман — уроксем тара илнӗ ҫуртра иртнӗ. Пӗрремӗш вӗренӳ ҫулӗнче, 1895—1896 ҫулсенче, кунта 7 арҫын ача ҫеҫ — пуян пурӑнакан хресченсен ачисем пӗлӳ илнӗ. Пӗрремӗш учитель Иван Андреевич Иванов пулнӑ.
Вӑхӑт иртнӗҫем шкул та, ял та улшӑнсах пынӑ. 1960 ҫулхи май уйӑхӗнче шкул валли ҫӗнӗ ҫурт тума пикеннӗ. Вӑл ачасен темиҫе ӑрӑвӗшӗн иккӗмӗш кил пулса тӑнӑ. 2016 ҫулта вара паянхи кун ыйтӑвӗсемпе килӗшсе тӑракан ҫӗнӗ ҫурт тунӑ, халӗ ачасем шӑпах унта вӗренеҫҫӗ те.
(ХАМӐР ИНФ.).

