Вторник, 13 октября

Клумба вырӑнне сукмак ан пултӑр

Клумба вырӑнне сукмак ан пултӑр

Тӑван тӑрӑх илемлӗ, хӑтлӑ пулсассӑн мӗн тери пурӑнма аван. Юлашки вӑхӑтра округра чылай ҫӗнӗ объект хута кайрӗ. Район центрнех илер-ха. Вӑл юлашки ҫулсенче чӑннипех те палӑрмаллах илемленчӗ. Утса ҫӳреме ятарлӑ тротуар пур, ларса канма саксем вырнаҫтарчӗҫ, паркра та канӑва усӑллӑ ирттерме май пур. Анчах та ҫынсем ҫак хӑтлӑхпа усӑ курма та пӗлмеҫҫӗ,  вӗренесшӗн те мар пек. Чылай чухне уҫӑлма тухсассӑн е ӗҫе кайнӑ чухне,  таврӑннӑ май ҫӳп-ҫап выртнине асӑрхатӑн та чун ыратать. Ҫӳп-ҫап пуҫтармалли контейнерсем пур-ҫке. Кашни сак патӗнче урна  вырнаҫтарнине халӑх курмасть  те тейӗн.  Кӑштах та пулсассӑн тӑван тӑрӑха упрама хӑнӑхасчӗ. Ҫӳп-ҫап айне пулас марччӗ. Вӑл ҫеҫ-и тата?!   Чечек лартнӑ клумбӑсем тӑрӑх «тӳрӗлле» утма та именместпӗр.  Пӗр икӗ утӑм ытларах ҫеҫ утмалла та. Ҫук ҫав. Тӳрӗлле ҫул хывса клумбӑсем вырӑнне сукмак тӑватпӑр. Ҫын ӗҫне хисеплеме вӗренер: хамӑр хыҫҫӑн ҫӳп-ҫапа пуҫтарасчӗ, паркра, сак ҫинче хӗвелҫаврӑнӑш, мӑйӑр шӗкӗлчес марччӗ, чечек лартнӑ ҫӗрте сукмак  та тӑвар мар. Ҫакӑ — килӗшӳсӗр!                                     

    (ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *