Вторник, 13 октября

Профессире чи лайӑххи

Профессире чи лайӑххи

Ҫак кунсенче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев чи лайӑх муниципаллӑ служащисене наградӑланӑ. Ҫак чыса тивӗҫнисем хушшинче пирӗн округ администрацийӗн вӗренӳ пайӗн опекӑпа попечительлӗх секторӗн заведующийӗ Татьяна Галзанова та пур.

Татьяна Николаевна «Чӑваш Республикинчи чи лайӑх муниципаллӑ служащи» конкурса хутшӑнса социаллӑ проект хатӗрленӗ. Вӑл ача усрава илес текенсене ҫак пысӑк утӑма тума туллин хатӗрленме, ачасене, уйрӑмах сывлӑх енчен уйрӑмлӑхсем пуррисене, тимлӗ те шанчӑклӑ ҫемьесене лекме пулӑшать. Ҫак проекта пурнӑҫа кӗртни усрава илнӗ шӑпӑрлансене каялла ача ҫурчӗсене тавӑрса парассине чакарма май парӗ. Пӗтӗмлетӳсем хыҫҫӑн  Т.Галзанован ӗҫӗ 3-мӗш вырӑна тивӗҫни палӑрнӑ.

Татьяна Николаевна — пуян опытлӑ специалист. Вӑл 25 ҫул вӗренӳ пайӗнче вӑй хурать. Кашни ӗҫе пысӑк яваплӑха туйса, чунне парса пурнӑҫланипе вӑл коллективра хисепе тивӗҫнӗ. Татьяна Галзанова округри усрав ачасем ҫитӗнтерекен кашни ҫемьене пӗлсе тӑрать, вӗсем мӗнле пурӑннине тӗрӗслет. Унсӑр пуҫне ӑнӑҫсӑр ҫемьесен, йывӑр условисенче пурӑнакан ачасен, хӑрушлӑха лекме пултаракан ушкӑнри ачасен пурнӑҫӗпе куллен интересленет. Унӑн тӗп тивӗҫӗ — ашшӗ-амӑшӗсӗр юлнӑ ҫул ҫитменнисен прависене тата саккунлӑ интересӗсене хӳтӗлесси. Нумай ҫул хушшинче Т.Галзанова хӑйӗн профессийӗн хӑйнеевӗрлӗхӗсене лайӑх пӗлсе ҫитнӗ, ҫакӑ ӑна кулленхи ӗҫсене вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ пурнӑҫлама чылай пулӑшать.

Татьяна Николаевнӑна пысӑк наградӑна тивӗҫнӗ ятпа чун-чӗререн саламлатпӑр, малашне те ҫӗнӗ проектсем пурнӑҫа кӗртсе пыма, округри ҫемьесен аталанӑвне пысӑк тӳпе хывма иксӗлми вӑй-хал, тапса тӑракан хавхалану, ӑнӑҫу сунатпӑр.

Наталья Калашникова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *