Ноябрӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарта «10 граней патриотизма» ятпа республика шайӗнчи патриотлӑх форумӗ иртнӗ. Ӑна Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Чи малтанах форума пуҫтарӑннисене Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ О.А.Николаев салам сӑмахӗ каланӑ. Вӑл патриотла воспитани паянхи кун пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине, ҫамрӑксенче Тӑван ҫӗршывшӑн мӑнаҫлӑх туйӑмӗ вӑратма пулӑшнине палӑртнӑ.
Малалла ятарлӑ ҫар операцийӗн участникӗпе Д.В.Андреевпа калаҫу ирттернӗ. Ун вӑхӑтӗнче хӑюлӑхпа, чыспа, ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫпе ҫыхӑннӑ ыйтусем тавра калаҫнӑ.
Форум ӗҫне 10 направленипе ирттернӗ, ҫав шутра: культура, экологи, спорт, педагогика, Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесси, ҫемье, наука, истори, медиа тата ыркӑмӑллӑх. Пуҫтарӑннисем кашни енпех пӗр-пӗрин опычӗпе паллашнӑ, вӑл е ку сферӑри патриотлӑх воспитанийӗн аталанӑвне сӳтсе явнӑ.
Пирӗн округ команди форума активлӑ хутшӑннӑ, ҫамрӑк ӑрӑва тивӗҫлӗ воспитани парас ӗҫри паха опытпа пуянланнӑ.
Наталья Калашникова.

