Вторник, 13 октября

Ятарлӑ вӗренӳ иртнӗ

Ятарлӑ вӗренӳ иртнӗ

Ноябрӗн 19-мӗшӗнче «Восток М-12» автоҫул ҫинче метеорологи условийӗсем япӑхланнипе ҫыхӑннӑ чрезвычайлӑ лару-тӑрусемпе кӗрешес енӗпе тактикӑлла ятарлӑ вӗренӳ ирттернӗ. Пирӗн округ ӑшӑнмалли тата апатланмалли пункт йӗркелес енӗпе яваплӑ пулнӑ.

Вӗренӗвӗн тӗп тӗллевӗ — республикӑри чрезвычайлӑ лару-тӑрусемпе кӗрешекен тытӑмӑн территори пайӗсен тата управлени органӗсен ертӳлӗхӗн пӗлӗвне тата практика хӑнӑхӑвне тарӑнлатасси. Ун вӑхӑтӗнче ҫул-йӗр ҫинче инкексем сиксе тухсан мӗн тумаллине, шар курнӑ ҫынсене мӗнле пулӑшу памаллине ӗҫпе кӑтартса панӑ.

Вӗренӳ маларах палӑртнӑ йӗркепе иртнӗ. Пурте хӑйсен тивӗҫӗсене яваплӑха туйса, туллин пурнӑҫланӑ. Ҫакӑн пек тренировкӑсем малашне инкеклӗ лару-тӑру пулас пулсан кирлӗ пулӑшӑва ҫухалса каймасӑр, хӑвӑрт пама май параҫҫӗ.  

(ХАМӐР ИНФ).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *