Вторник, 13 октября

Ӗҫченсем тӑрӑшаҫҫӗ, кӑтартусем савӑнтараҫҫӗ

Ӗҫченсем тӑрӑшаҫҫӗ, кӑтартусем савӑнтараҫҫӗ

Кӗр хӗл каҫарать, теҫҫӗ халӑхра. Кӗркунне тулӑх сӗтел умӗнче ларас, хӗле тулли пӳлмесемпе кӗтсе илес тесе ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансем ҫуркунне юр кайнӑранпа хире тухнӑ та ҫӑвӗпе те пӗр кана пӗлмесӗр уй-хирте вӑй хунӑ. Ҫанталӑк хӗл еннелле ҫывхарнӑ май халӗ уйсенче тракторсен шавӗ илтӗнми пулчӗ тесен те юрать. Анасем пушанчӗҫ, хресченсен пӳлмисем тыр-пулпа, пахча ҫимӗҫпе тулчӗҫ. Кӑҫалхи тухӑҫ савӑнтарать-ши? Мӗнле кӑтартусемпе вӗҫлерӗҫ-ха округри ял хуҫалӑх организацийӗсем хӗрӳ ӗҫ вӑхӑтне? Округ пуҫлӑхӗн ял хуҫалӑх, экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен ҫумӗпе — экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн начальникӗпе Фарад Зейнетдиновпа шӑпах ҫак ыйтусем тавра калаҫрӑмӑр.

— Фарад Феридович, чи малтанах ял хуҫалӑх культурисене ҫитӗнтерес ӗҫри кӑтартусене тишкерер-ха. Халӗ хирти ӗҫсем вӗҫленнӗ, шӑпах пӗтӗмлетӳсем тума  вӑхӑт. 

— Пирӗн округ экономикишӗн ял хуҫалӑхӗ тӗп енсенчен пӗри шутланать. Ҫавӑнпа та эпир ун ҫине пысӑк тимлӗх уйӑратпӑр. Тӑрӑшнине кура ҫулсерен республика шайӗнче те пирӗн хуҫалӑхсем лайӑх кӑтартусемпе палӑраҫҫӗ. Паянхи куна округра пурӗ 20 ял хуҫалӑх организацийӗ, 74 хресчен (фермер) хуҫалӑхӗ, 9059 килти хушма хуҫалӑх, 12 ЯХПК вӑй хурать. Ял хуҫалӑх культурисене кӑҫал 22683 гектар ҫинче ҫитӗнтернӗ, ҫав шутра 12945 гектара пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем йышӑннӑ. Ял хуҫалӑх организацийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсем пурӗ 45 пин ытла тонна тырӑ, 22 пин ытла тонна ҫӗрулми тата 3 пин ытла тонна пахча ҫимӗҫ пуҫтарса кӗртнӗ. Пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсен тухӑҫӗ кашни гектар пуҫне 37 центнерпа танлашнӑ. Ку кӑтарту пӗлтӗрхинчен 13,4 процент ытларах. Ҫӗрулми туса илесси ҫинчен калас пулсан кунта яланхиллех «Слава картофелю» агрофирма чи пысӑк тухӑҫ илнӗ — кашни гектартан 402 центнер. «Комсомольские овощи» агрофирмӑн вӑтам тухӑҫӗ гектартан 365 центнерпа, «Рассвет» ЯХПКн 315 центнерпа танлашнӑ. Пӗтӗмлетсен округӗпе вӑтам тухӑҫ 338 центнер пулнӑ, ку пӗлтӗрхинчен 14 процент нумайрах. Пахча ҫимӗҫе «Комсомольские овощи» агрофирма, Василий Михайловӑн тата Владимир Кузнецовӑн фермер хуҫалӑхӗсем ҫитӗнтернӗ. Кунта та пӗлтӗрхинчен пысӑкрах тухӑҫ илнӗ. Кашни гектартан вӑтамран 509 центнер пахча ҫимӗҫ пуҫтарса кӗртнӗ, ҫакӑ пӗлтӗрхи кӑтартуран 9 процент нумайрах. Ҫавӑн пекех округра ҫӗр ҫырли ҫитӗнтерекен хуҫалӑхсем те пур. Ҫырла плантацийӗсем пурӗ 4,3 гектар йышӑнаҫҫӗ. Ҫак культурӑн тухӑҫӗ кӑҫал кашни гектартан 135 центнерпа танлашнӑ. Александр Родионов предприниматель ку ӗҫре уйрӑмах ӑнӑҫлӑ пулнӑ, унӑн вӑтам тухӑҫӗ — 200 центнер.

— Ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансемшӗн пысӑк тупӑш илме май паракан тепӗр ен вӑл — выльӑх-чӗрлӗх усрасси. Ку енӗпе вара кӑтартусем еплерех?

— Округри пур хуҫалӑхсенче хальхи вӑхӑтра 13153 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх усраҫҫӗ, ҫав шутра ял хуҫалӑх организацийӗсемпе хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсенче — 6765 пуҫ. Хуҫалӑхсем выльӑха хӗл каҫарма апат ҫителӗклӗ хатӗрленӗ. Ял хуҫалӑх организацийӗсемпе ХФХсем пурӗ 10 пин ытла тонна утӑ, 25 пин ытла тонна сенаж, 23 пин ытла тонна силос янтӑланӑ. Кашни условлӑ выльӑх пуҫне 39,5 центнер апат единици тивет (пӗлтӗрхи кӑтарту — 27,7 центнер). Ӗнесене тулӑх апатлантарсан вӗсем сӗт те лайӑх антараҫҫӗ. Кӑҫалхи октябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне округри пур хуҫалӑхсенче пурӗ 21730 тонна сӗт суса илнӗ, ҫав шутра ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе ХФХсенче 11667 тонна. Ҫакӑ пӗлтӗрхи кӑтартуран 2,5 процент пысӑкрах. Ял хуҫалӑх предприятийӗсенче кашни ӗнерен вӑтамран 5368 килограмм сӗт суса илнӗ. Палӑртса хӑварар, «Рассвет» ЯХПКра сӗт суса илесси 32 процент, «Слава» ЯХПКра 27 процент, «Искра» колхозра 16 процент ӳснӗ. Ҫавӑн пекех хуҫалӑхсенче аш-какай туса илесси ҫине те пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Кӑҫал округри пур хуҫалӑхсенче пӗтӗмпе 1760 тонна, ҫав шутра ял хуҫалӑх организацийӗсенче 573 тонна аш-какай туса илнӗ.

— Ял хуҫалӑх организацийӗсен ӗҫ кӑтартӑвӗсем ҫине ӗҫлекенсен тӑрӑшулӑхӗ, ертӳҫӗ кашни ӗҫе пӗлсе йӗркелени пысӑк витӗм кӳрет. Ҫав вӑхӑтрах патшалӑх пулӑшу пани те малалла аталанмалли майсене нумайлатать. Хальхи вӑхӑтра ҫак пулӑшу мӗнре палӑрать-ха?

— Паллах, округри ял хуҫалӑх организацийӗсем патшалӑх пулӑшӑвӗпе анлӑн усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ. Кӑҫалхи январь — сентябрь уйӑхӗсенче федераци тата республика бюджетӗнчен пурӗ 125 миллион тенкӗлӗх пулӑшу илнӗ. Ҫак укҫа-тенке минераллӑ удобренисем туянма, тӗш-тырӑ ҫитӗнтерме, ҫӗрулми тата пахча ҫимӗҫ туса илессине аталантарма, ҫав шутра агротехнологи ӗҫӗсем ирттерме, элитӑллӑ вӑрлӑхсем туянма параҫҫӗ. Ял хуҫалӑх техникин паркне ҫӗнетнӗ ҫӗрте те патшалӑх пулӑшӑвӗ курӑмлӑ. Кӑҫал аграрисем пурӗ 52 ҫӗнӗ техника хатӗрӗ туяннӑ, вӗсене республика бюджетӗнчен тӑкаксен пӗр пайне саплаштарма 60 миллион ытла тенкӗ уйӑрса панӑ. «Перспектива» тата «Агростартап» грантсем пулӑшнипе округра 6 фермер хӑйсен ӗҫне уҫнӑ. Ял хуҫалӑхӗнче ҫӗнӗ ӗҫ пуҫарас текенсене «Перспектива» направленипе пурӗ 15 миллион тенкӗ, «Агростартап» направленипе 19 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ. «Хӑйсем тӗллӗн ӗҫлекенсем» те Ял хуҫалӑх министерстви урлӑ субсидисем илме пултараҫҫӗ. Кӑҫал ку енӗпе 22 килӗшӳ пурӗ 6 миллион ытла тенкӗлӗх ҫырнӑ. Субсиди пулӑшнипе ҫак ӗҫченсем ӗнесем, ял хуҫалӑх техники тата минераллӑ удобренисем туяннӑ. 

— Куратпӑр ӗнтӗ, округра ял хуҫалӑх отраслӗ аталанать. Ӗҫ кал-кал пырать, тухӑҫ савӑнтарать. Калаҫӑва пӗтӗмлетсе аграрисене мӗн суннӑ пулӑттӑр?

— Аталану никӗсӗ — ҫӗнӗ технологисене, ҫӗнӗ йышши техникӑна ӗҫе кӗртнинче. Паянхи кун цифра технологийӗсем те ял хуҫалӑх сферине ытларах та ытларах кӗрсе пыраҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ҫӗнӗлле ӗҫлеме вӗренсе пымалла, паянхи кун ыйтӑвӗсене тӗпе хурса пӗлӗве тарӑнлатмалла. Ял хуҫалӑх ӗҫӗ, паллах, пӗрре те ҫӑмӑл мар. Тӑрӑшнине кура тухӑҫ савӑнтартӑр, тупӑш пысӑк пултӑр, ӑнӑҫу сире пурне те. 

Наталья Калашникова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *