Ҫӗнӗ Мӑратри Астӑвӑм садӗнче вӑрӑ-хурахсене хирӗҫ кӗрешсе паттӑррӑн пуҫ хунӑ милиционерсене асӑнса лартнӑ палӑк пур. Вӑл 1927 ҫулта пирӗн тӑрӑхра сӗмсӗррӗн алхаснӑ Калюков бандине тытса чарнӑ чухне вилнӗ Петр Орловпа Борис Александров милиционерсен паттӑрлӑхне аса илтерсе тӑрать. Вӗсем хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр тискер ушкӑна хирӗҫ тӑнӑ. Ял ҫыннисем шикленмесӗр, лӑпкӑн пурӑнччӑр тесе тытӑҫӑва кӗнӗ.
Ҫак кунсенче паттӑр милиционерсене асӑнса кунта митинг пулса иртнӗ. Палӑк умӗнче округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, Раҫҫей шалти ӗҫсен министерствин «Комсомольский» уйрӑмӗн начальникӗ Сергей Ласточкин подполковник, шалти ӗҫсен органӗсенче ӗҫленисен ветерансен совечӗн округри уйрӑмӗн председателӗ Петр Лапшин полковник, Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗн директорӗ Альберт Борисов, Тукай территори уйрӑмӗнчи ветерансен совечӗн председателӗ, педагогика ветеранӗ Мария Краснова тата ыттисем те сӑмах илсе йӗрке хуралҫисен паттӑрлӑхне аса илнӗ, хӑюллӑ милиционерсен ячӗсем ӗмӗр халӑх асӗнче юлнине палӑртнӑ.
Тукай территори уйрӑмӗнчи ялсенче пурӑнакансем, ветерансем, Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи вӗрентекенсемпе вӗренекенсем палӑк умне чечек ҫыххисем хунӑ.
Ҫакӑн пек мероприятисем ачасене тӑван тӑрӑх историне пӗлме, хаклама пулӑшаҫҫӗ.

