Вторник, 13 октября

Ентешӗсемпе тӗл пулса калаҫнӑ

Ентешӗсемпе тӗл пулса калаҫнӑ

Округра пурӑнакансем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тӗрлӗ енлӗ пулӑшу панипе пӗрлех тӑван тӑрӑха вӑхӑтлӑха таврӑннӑ ентешӗсемпе тӗлпулусем те йӗркелеҫҫӗ. Вӗсем аякри хӑрушӑ вырӑнсенчи лару-тӑрупа интересленеҫҫӗ, малашне те мӗн пултарнӑ таран пулӑшма шантараҫҫӗ.

Иртнӗ эрнере Ҫӗнӗ Кипеҫри культура ҫуртӗнче «Мужик» хушма ятпа ҫӳрекен ҫар ҫыннипе тӗл пулнӑ. Мероприяти чӗрӗ калаҫу евӗр иртнӗ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентеш ял ҫыннисен ыйтӑвӗсене хуравласа тӑван тӑрӑхран аякра ҫар службинче тӑракансен пурнӑҫӗ, куллен пурнӑҫлакан ӗҫсем, йывӑрлӑхсем пирки каласа панӑ. Культура ҫурчӗн культорганизаторӗ Анна Можаева  авалтанах  инкекрен хӳтӗлекен, тӑван тӑрӑхпа ҫыхӑнтарса тӑракан тӗрӗллӗ салтак тутри панӑ. Пуҫтарӑннисем ҫар ҫыннине ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫу сунса ӑсатнӑ, часах тепӗр хут тӗл пуласса шаннине пӗлтернӗ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан тӗлпулушӑн тав туса  пурне те Тӑван ҫӗршыва юратмаллине, ӑна сыхлама яланах хатӗр пулмаллине палӑртнӑ.

Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗн клубӗнче те ял-йыш ятарлӑ ҫар операцийӗнче пулнӑ хыҫҫӑн тӑван тӑрӑха таврӑннӑ ҫар ҫыннипе тӗл пулса калаҫнӑ. Хырхӗрри территори уйрӑмӗн начальникӗ В.А.Нямуков, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ С.Г.Катиков ҫар тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫланӑшӑн  тав тунӑ, аякри ентешсене яланах пулӑшма хатӗррине палӑртнӑ. «Кун пек тӗлпулусен пӗлтерӗшӗ пысӑк. Ҫакӑ фронтпа тыл ҫыхӑнӑвне ҫирӗплетет. Ҫамрӑксем эпир хамӑрӑн ҫар тивӗҫне пурнӑҫлакан ахаль ҫынсемех пулнине  кураҫҫӗ. Эпир вара пирӗн халӑх яланах юнашар пулнине туйса тӑратпӑр», — тенӗ  ҫар ҫынни.

Ҫакӑн пек мероприятисем  ҫынсене вӑй-хӑват параҫҫӗ, пӗр тӗвве пӗрлештереҫҫӗ.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *