Юлашки вӑхӑтра теприн шанӑҫӗпе усӑ курса тӑвакан пеступленисен шучӗ ӳссех пырать. Киревсӗр тӗслӗхсем пирки хаҫатра, социаллӑ тетелсенче ҫырсах тӑратпӑр пулсан та, преступниксенчен хур тӳсекенсен шучӗ чакмасть. Ытларах тӗслӗхре укҫа-тенке хамӑр алӑпах ют ҫынсене куҫарса паратпӑр мар-и?
Шел пулин те, ултав схемисем ҫӗнелсех, преступниксем чееленсех пыраҫҫӗ. Асӑннӑ преступленисене темиҫе ушкӑна пайлама пулать. Чылай тӗслӗхре преступниксем хӑйсене банк, полици, налук, прокуратура, сотовӑй оператор, хӑрушсӑрлӑх службин, Пӗрлехи патшалӑх порталӗн… ӗҫченӗсем тесе шӑнкӑравлаҫҫӗ, тӗрлӗ енлӗ информаципе сехӗрлентереҫҫӗ. Тӳрех хӑраса ӳкнӗ ҫынна шанӑҫа кӗртме ансат пулнине лайӑх ӑнланаҫҫӗ вӗсем: кӗске вӑхӑтра кирлӗ даннӑйсене ыйтса пӗлеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех халӑх интернет урлӑ тавар туяннӑ-сутнӑ чух улталанать. Ҫывӑх тӑвансем пек шӑнкӑравласа пулӑшу е кивҫен укҫа пама ыйтни, интернет урлӑ «тӗрлӗ пулӑшу» сӗнекенсенчен хур тӳсни, вируссем пулӑшнипе укҫа-тенке вӑрлани. Вӗсем пирки эпир хаҫатра час-часах ҫырса пӗлтеретпӗр, ялсенче иртекен пухусен вӑхӑтӗнче, коллективсенче пулса калаҫатпӑр. Мӗн калас килет вулакана? Ултавӑн кашни мелӗ пирки тӗплӗн ҫырас, ӑлантарас пулсан хаҫат страницин лаптӑкӗ те ҫитес ҫук. Тепӗр енчен, преступниксем ҫав мелсене ҫӗнетсех пыраҫҫӗ, ҫавӑнпа та полици ҫирӗплетсех калать% тимлӗ пулӑр.
Ют номерсенчен килнӗ СМС-сене уҫма ан васкӑр. Енчен те иккӗленӳллӗ шӑнкӑрава йышӑнатӑр пулсан, калаҫӑва тӳрех чарса хурӑр. Енчен те вӗсем социаллӑ тетелсем урлӑ сирӗн тӑванӑр е паллакан евӗр ҫырӑнаҫҫӗ пулсан, ан ӳркенӗр, тӳрех ҫав ҫынна шӑнкӑравласа унпа ҫыхӑнса лару-тӑрӑва уҫӑмлатӑр. Хамӑрӑн йӑнӑш ҫинче мар, теприсенни урлӑ ултавран упранар.
СМС-па килекен паллӑ мар ссылкӑсем ҫине ан кӗрӗр. Телефон ҫине шанчӑксӑр программӑсене ан ҫыртарӑр. Ҫавӑн пекех антивирус прогаммипе усӑ курӑр: унсӑрӑн ултавҫӑсем яракан вируссене пула вӑл «хуҫинчен ыйтмасӑрах» укҫана куҫарма пултарать. Карточка ҫинчи укҫа айккине кайнине хуҫи пӗлмесӗрех юлать. Преступниксем карточка номерӗн юлашки номерӗсене (малти цифрӑсем хӑш регион, банк пулнине кӑна кӑтартаҫҫӗ те вӗсене ахалех пӗлме пулать) тата карточкӑн тӳнтер енчи виҫӗ цифрӑна пӗлсен «электрон енчӗкӗнчи» нухратсӑр юлма пулать. Ҫавӑнпа та карттӑна ют ҫынна кӑтартмалла мар, унпа лавккара е ытти вырӑнта усӑ курнӑ чухне номерсене алӑпа хуплама тӑрӑшмалла. Чи шанчӑкли пысӑк укҫана телефонпа ҫыхӑнтарман урӑх карточка ҫинче тытни. Номерсем тенӗрен киревсӗр шухӑшлӑ ҫынсем банкомат умӗнчи урнӑра пӑрахса хӑваракан чексемпе те усӑ кураҫҫӗ. Карточка номерӗн юлашки цифрисем, ытти информаци вӗсемшӗн пӗтӗмпех усӑллӑ.
Ют укҫана хапсӑнакансем банкоматсем ҫине камерӑсем лартса карттӑн пин-кочӗсене «вуланин» тӗслӗхӗсем те пулаҫҫӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн укҫана вӑрласси вӗсемшӗн йывӑр мар. Хӑйсене кирлӗ информацие преступниксем тӗрлӗ майпа тупаҫҫӗ. Сӑмахран, интернетра пӗр-пӗр банкӑн суя сайтне йӗркелеҫҫӗ, вӑл пӑхма чӑннинчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑмасть. Специалистсем унашкаллине «фишинг» теҫҫӗ. Ҫапла вара тӳрӗ кӑмӑллӑ гражданин укҫа куҫармашкӑн банк сайтне кӗрес тет те хайхи фишинга лекет. Ӑна-кӑна тавҫӑрмасӑр унта тивӗҫлӗ информаци ҫырать, карточка номерӗ, телефон номерӗ тата цытти те… Преступниксемшӗн ҫакӑ ҫителӗклӗ.
Кӗсье телефонне ҫухатсан та укҫасӑр юлма пулать е тата телефонӑн абонент номерне (sim-картӑна) улӑштарсан та. Малтанхи хуҫи номерне «мобильнӑй банкпа» ҫыхӑнтарнӑ пулнӑ, каярах урӑх номер илсен сотовӑй оператор унӑн ҫак номерне тепӗр ҫынна парать. «Мобильнӑй банк» урлӑ СМС-пӗлтерӳсем хайхи номерӗн ҫӗнӗ хуҫи патне килме пуҫлаҫҫӗ. Енчен те ҫын тӳрӗ кӑмӑллӑ пулмарӗ пулсан, номерӗн унчченхи хуҫин банк карточки ҫинчи укҫапа пӗр чӑрмавсӑрах усӑ курма пултарать. Ҫапла ан пултӑр тесен номере улӑштарсан «мобильнӑй банкри» кӑтартусене те пӗр тӑхтамасӑр ҫӗнетмелле. ШӖМӖн Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗ халӑха ҫапла асӑрхаттарать: тимлӗ те асӑрхануллӑ пулӑр! Ют ҫынна хамӑрпа ҫыхӑннӑ даннӑйсене парар мар, палламан ҫынсемпе калаҫнӑ чух информацие тӗрӗслер, ҫӑмӑллӑн шанса ӳкер мар.
Сергей ЛАСТОЧКИН.

