Вторник, 13 октября

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Ҫитес ҫул, 2026 ҫулхи февралӗн 8-мӗшӗнче  «Каҫал ен»  («Октябрь ялавӗ», «Паянхи сас») хаҫат тухма пуҫланӑранпа 95 ҫул ҫитет. Вӑл Патӑрьел районӗнче кун ҫути курнӑ. 1939 ҫулта, район туса хурсан, Комсомольскинче «Октябрь ялавӗ» ятпа тухса тӑма пуҫланӑ. Пӗр ӗмӗре яхӑн вӑл  Совет Союзӗн, Раҫҫейӗн, республикӑн хыпарӗсене пӗлтерсе тӑрать, район историне ҫыраканӗ тесен те тӗрӗсех пулӗ. Кивӗ хаҫатсене пӑхса ларатӑн та, вӗсенче пирӗн тӑрӑхра пулса иртнӗ пур ӗҫсене ҫутатса пынӑ, вӑл е ку вӑхӑтра пурӑннӑ ҫынсем ҫинчен каласа панӑ, предприятисемпе организацисен, учрежденисен, колхозсен  ӗҫӗ-хӗлне пӗлтерсе тӑнӑ. Шел, хаҫатӑн малтанхи пур номерӗсем те редакци архивӗнче сыхланса юлман. Вӗсем, паллах, Мускаври, Шупашкарти архивсенче тирпейлӗн упранаҫҫӗ. Ҫитес ӑрура пурӑнакансем вӗсемпе малашне паллашса районӑн (округӑн) вӑл е ку тапхӑрӗнчи пурнӑҫне пӗлме пултарӗҫ. Хут ҫине ҫырнине пуртӑпа касса татма ҫук, тенӗ. Апла пулсан унта ҫырнисем ӗмӗрлӗхех упранӗҫ. Хаҫатӑн юбилей ҫулӗ ҫывхарнӑ май хаҫатра тӗрлӗ вӑхӑтра мӗн пирки ҫырнисене кӗскен те пулин тишкерсе пӑхасшӑн. Вӗсем урлӑ районта пурӑнакансем вӑл е ку ҫулсенче мӗнле ӗҫленине, мӗнле «сывлӑшпа» сывланине, пӗр сӑмахпа каласан, район историне пӗлме май пулӗ.

Комсомольскине куҫса килсенех хаҫат редакцине ҫӑмӑлах килмен. Вӑл вӑхӑтра типографипе редакци пӗр ҫуртра ӗҫленӗ, пӗр организаци  шутланнӑ. Малтанхи вӑхӑтра творчествӑлла ӗҫченсем те сахалӑн пулнӑ. Редакципе типографи  коллективне Л.Румянов ертсе пынӑ.  1939 ҫулта редакцире творчество енӗпе 6 ҫын ӗҫленӗ. Хаҫат страницисенче редакторсӑр пуҫне, К.Акчурин, П.Архипов, В.Викторов, Н.Квасов, М.Зайцев хушамачӗсем час-часах пичетленнӗ. Обществӑлла корреспондентсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленӗ, хыпарсене ытларах телефонпа илнӗ. Партипе общество пурнӑҫне ҫутатса тӑнипе  пӗрлех колхозсенчи ӗҫсемпе те паллаштарсах тӑнӑ. Вӑл вӑхӑтра районти кашни  ялта тенӗ пекех колхоз пулнӑ. Паян вулакансене 1939 ҫулта  хӑш ялта мӗн ятлӑ пӗрлешӳллӗ хуҫалӑх пулни те интереслӗ пулӗ. Вӗсен ячӗсем малашне татах та улшӑнса тӑнӑ. Хальхи Комсомольски территори уйрӑмне кӗрекен Комсомольскинче — «Большевик», Кӗҫӗн Каҫалта — «Красный маяк»,  Эткерте — «Новая жизнь I», Ҫӗнӗ Шӑхранта — Пушкин ячӗпе хисепленекен, Виҫпӳртре — «Хунав»,  Дубовкӑра — «Дубовка», Васильевкӑра — Карл Маркс ячӗпе хисепленекен, Ҫӗнӗ Каҫалта — «Динамо», Александровка территори уйрӑмне кӗрекен Александровкӑра — Калинин ячӗпе хисепленекен, Крестниковӑра (вӑл вӑхӑтра ял шутланнӑ) — «Пролетарий», Комаровкӑра (вӑл вӑхӑтра ял шутланнӑ) — «Ленинская победа», Луцкинче — «Восход», Хырай ,нелӗнче — «Искра», Кивӗ Сӗнтӗрте — «Правда», Ҫӗнӗ Сӗнтӗрте —  «Красное Сормово», Ахметра — «Ударник», Кайнлӑк территори уйрӑмне кӗрекен Кайнлӑкра — «Кызыл сабанча», Йӑлмахвара — «Дубрава», Хирти Мӑнтӑрта — Водопьянов ячӗпе хисепленекен, Хирти Турханта (вӑл вӑхӑтра ял шутланнӑ) — «Ленинское знамя», Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗнчи Хирти Сӗнтӗр ялӗнче — «Коммунар», Хирти ,нелте — «Победа», Ҫӗнӗ Кипеҫре — «Трактор», Тӗвенешре — «Комбайн», Нӗркеҫре — Шмидт ячӗпе хисепленекен, Янкассинче — Буденнӑй ячӗпе хисепленекен, Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗнчи Аслӑ Ҫӗрпӳелӗнче — «Культура», Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнче — «Красный Октябрь», Йӑвашкелӗнче — «Сормово», Тутар Йӑвашкелӗнче — «Искра II», Хирти Шӑхасанта —  Красин ячӗпе хисепленекен, Элпуҫ территори уйрӑмӗнчи  Хирти Явӑшра — «Красный воин», Элпуҫӗнче — «Красный клевер», Тутар Элпуҫӗнче — «Мотор», Хирти Выҫлире — «Красный Восток», Хирти Мӑратра — «Нива», Хырхӗрри территори уйрӑмӗнчи Хырхӗрринче — «15 лет Чувашии», Хурнайӗнче — «Новая жизнь II», Вӑрманхӗрри Чурачӑкра — «Светлая жизнь», Кӗтне Пасарӗнче — «Оборона», Асанкассинче — «Двигатель революции»,  Урмаел территори уйрӑмӗнчи Урмаелӗнче — «Янга Турмыш», Тукай Мишерӗнче — «1-ое августа», Чӗчкен территори уйрӑмӗнчи Чӗчкенте — «Игенче», Аслӑ Чурачӑкра — «Заветы Ильича», Тукай территори уйрӑмне кӗрекен Тукайра — Чапаев ячӗпе хисепленекен, Ҫӗнӗ Мӑратра — «Мурат», Вутланра — «Интернационал», Тӑманлӑ Выҫлинче — Литвинов ячӗпе хисепленсе тӑракан, Анат Тимӗрчкассинче — «Красный борец», Тури Тимӗрчкассинче — «Ҫӗнтерӳ» колхозсем пулнӑ. Вӑл вӑхӑтра хальхи Шурут территори уйрӑмне кӗрекен ялсем пирӗн район йышӗнче пулман.

1939 ҫулсенче колхозсем аталанса ҫеҫ пынӑ-ха.  Уй-хирсенчи ӗҫсене тума майӗпен техника пулӑшӑвӗпе усӑ курнӑ пулсан та чылай чухне лашасемпе, алӑ вӑйӗпе пурнӑҫланӑ. Алӑпа акнӑ, вырнӑ, ҫапнӑ… Пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсенче ӗҫсем мӗнле пынине хаҫатра ҫутатсах тӑнӑ. Акӑ% «Хырай ,нел, июнӗн 7-мӗшӗ (телефонпа). Кивӗ Сӗнтӗр ял Советне кӗрекен колхозсем уйри тырӑсене ҫумлама пуҫӑнчӗҫ. «Искра» колхоз кӗрхи тулла (24 га) ҫумласа пӗтерчӗ. «Красное Сормово» колхоз кӗрхи тулла ҫумласа пӗтерсе клевера 10 гектар ҫумларӗ. Ҫавнашкалах «Правда» колхозра та паян ҫурхи тырӑсене ҫумлама кайрӗҫ» тесе ҫырнӑ.  Вырма вӑхӑтӗнчи ӗҫсем пирки те кӗске хыпарсем илсе кӑтартас килет. «Тӗвенеш, июлӗн 28-мӗшӗ (телефонпа). «Комбайн» колхозра уйри тырпулсене пухса кӗртес ӗҫ ӑнӑҫуллӑн пырать. Владимирова Клавдипе Миронова Евдокия 0,08 га вырас вырӑнне куллен 0,17 гектар вырса пычӗҫ. Ҫавнашкалах Сапожникова Зинаидӑпа Николаева Аниса та 0,18 гектар вырса паха тӗслӗхсем кӑтартаҫҫӗ». «Красный Октябрь» колхоз ӗнер ыраш вырса пӗтерчӗ. Вырнин пахалӑхӗ лайӑх. Ефремова Екатерина 590 кӗлте, Ефимова Анна — 570, Григорьева М. — 570 кӗлте ҫыхса пычӗҫ».

Колхозсенчи, предприятисенчи ырӑ ӗҫсем пирки ҫырнипе пӗрлех юлхавсене, ӗҫе ячӗшӗн тӑвакансене, эрехпе туслисене сивлекен заметкӑсем те тӑтӑшах пичетленнӗ. Каларӑмӑр ӗнтӗ, вӑл ҫулсенче колхозсем вӑй илсе ҫеҫ пынӑ. Ҫитменлӗхсем нумай пулнӑ. Хӑшӗ-пӗрисем тин ҫеҫ колхоза кӗме кӑмӑл тунӑ. Вӗсем пирки те тӑтӑшах ҫырни пур.

Ҫак ҫул Хирти Сӗнтӗр шкулӗнче,  район ӗҫтӑвком председателӗнче ӗҫленӗ, Верховнӑй Совет депутатне Ольга Тихоновӑна Ленин орденӗпе наградӑланӑ. Ҫак ятпа саламланисем те ҫапӑннӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *