Кӗркуннехи каҫсем питӗ тӗттӗм. Ҫӗрле урам тӑрӑх утма йывӑр. Заводская урамра юпасем ҫинче хунарсем пулманнипе ҫынсене ҫӳреме кансӗрччӗ. Каҫпа ҫутӑ паракан хунарсем лартас ыйтупа тӗрлӗ ҫӗре ҫитрӗмӗр, усси пулмарӗ. Ун хыҫҫӑн ҫак ыйтупа округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ В.В.Кополухин патне тухрӑмӑр. Вячеслав Витальевич нумай кӗттермерӗ, ҫак ыйтӑва татса пама пулӑшрӗ. Халӗ каҫпа урамра хунарсем ҫунаҫҫӗ. Ҫакӑншӑн ӑна чун-чӗререн тав тӑватпӑр. Ырӑ ӗҫ ҫӗре ӳкмест, теҫҫӗ. Малашне те унӑн сывлӑхӗ, вӑй-халӗ пултӑр.
Заводская урамра пурӑнакан Н.Смирнов, Л.Петрова, В.Долгова, Т.Лепешкина тата ыттисем.

