Вторник, 13 октября

Аваллӑха упракан ҫыравҫӑ

Аваллӑха упракан ҫыравҫӑ

Чӑвашсен паллӑ прозаикӗ, куҫаруҫи, «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» роман авторӗ Куҫма Турхан ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитрӗ. Ҫав ятпа Комсомольски тӗп библиотекинче «Пирӗн аслӑ ентешӗмӗр» ятпа конференци пулса иртрӗ. Унта чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем, архив ӗҫченӗсемпе библиотека тытӑмӗнче вӑй хуракансем хутшӑнчӗҫ.

Пухӑннисем Куҫма Турхан ҫуралнӑ Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче пулса Асӑну хӑми умне чечексем хучӗҫ, вӑл ҫуралнӑ ҫурт ҫывӑхне ҫитсе пуҫ тайрӗҫ.

Кузьма Сергеевич Турхан (Сергеев) 1915 ҫулхи октябрӗн 8-мӗшӗнче Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче чухӑн хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. «Эп ҫуралнӑ ял, чукун ҫулран 30 ҫухрӑмра вырнаҫнӑскер, ҫав вӑхӑтри чӑваш ялӗсем пекех, тӗттӗмччӗ, пурнӑҫран кая юлнӑччӗ, — ҫырнӑ Куҫма Турхан 1969 ҫулта хӑйӗн автобиографийӗнче. — Пирӗн ҫемьере те, пӗтӗм йӑх-несӗлре те хут пӗлекен пулман. Эпӗ тӑван-хурӑнташран «ҫутта тухнӑ», чӑвашла та, вырӑсла та вулама пӗлекен пӗрремӗш ҫын пулса тӑтӑм, кайран хамӑр ялти пӗрремӗш учитель пулма пӳрчӗ мана шӑпам.

Илемлӗ литературӑна чунтан юратни пуҫламӑш шкулта вӗреннӗ чухнех палӑрчӗ. Куншӑн эпӗ хамӑн вӗрентекенӗме Г.Д.Седюкова тав тӑватӑп. Вӑл вырӑс, чӑваш сӑмахлӑхне чунтан юрататчӗ, ӑста фольклористчӗ, халӑха ҫутта кӑларассишӗн чунне парса ӗҫлетчӗ. Шӑпах унӑн библиотекинче эпир пӗрремӗш хут чӑваш литературин классикӗн К.В.Ивановӑн «Нарспине», Л.Толстойпа Салтыков-Щедринӑн тата Гаршинӑн юмахӗсемпе калавӗсене вуларӑмӑр. Кайран пирӗн республикӑра чӑвашла хаҫатсемпе журналсем тухма пуҫларӗҫ. Эпир ҫав хаҫатсемпе журналсене пӗр хут ҫеҫ мар, темиҫе хут вуласа тухаттӑмӑр, унта пичетленнӗ кашни сӑвва пӑхмасӑр калама вӗренеттӗмӗр. Мӗн тери хаклӑ пулнӑ-ҫке пирӗншӗн хут ҫине пичетленнӗ сӑмах!

Эпӗ алӑ пуснӑ пӗрремӗш тӗрленчӗк хаҫатра кун ҫути курни маншӑн чӑн-чӑн уяв пулса тӑчӗ, ача-пӑча хаҫатӗнче пичетленнӗ пӗрремӗш сӑввӑмшӑн еплерех савӑннине ҫырса кӑтартма сӑмах та ҫитес ҫук. Шӑпах ҫакӑн чухне чӑваш ҫыравҫисене курас шутпа республикӑн тӗп хулине Шупашкара ҫитсе курма тӗллев тытрӑм. Шкул ачин хутаҫне пӗр чӗлӗ ҫӑкӑр, «Сунталпа» «Хатӗр пул» журналсен темиҫе номерне чикрӗм те (эпӗ вӗсенчен уйрӑлма та пултарайман-ҫке-ха!) кӑрлачри хӗрӗх градуслӑ шартлама сивӗрен хӑрамасӑр ҫуран Шупашкар еннелле утрӑм. 150 ҫухрӑма виҫӗ кун хушшинче хыҫа хӑварса пӗр илемлӗ каҫхине «Канаш» хаҫат редакцийӗ вырнаҫнӑ ҫурт умне ҫитсе тӑтӑм. Чӑваш ҫыравҫисенчен ытларахӑшӗ ун чухне ҫак ҫуртра ӗҫлетчӗ. Ҫав кун эпӗ кунӗпе выҫӑ пулнӑ пулин те, телейлӗччӗ, ара, чӑвашсен Меккине (нумай ҫынна илӗртекен вырӑн) килсе ҫитнӗ мар-и. Шупашкарта ырӑ ҫынсем мана республикӑри ҫут ӗҫ комиссариачӗ ҫумӗнчи ача-пӑча комиссине леҫрӗҫ. Каярах Сӗнтӗрвӑрринчи ача-пӑча ҫуртне лекрӗм. Кунта эпӗ пӗр ҫултан ытла пурӑнма пултараймарӑм, шкул ҫукчӗ, ачасене тӗрлӗ ӑсталӑха алла илме ҫеҫ вӗрентетчӗҫ, манӑн вара вӗреннӗ ҫын пулас килетчӗ…»

1934 ҫулта Кузьма Сергеев Канашри педагогика техникумӗнчен вӗренсе тухать. Аслӑ Чурачӑк ялӗнчи ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулта чӑваш чӗлхипе литератури учителӗ пулса ӗҫлет. Ҫак тапхӑртах, педагогикӑри ӗҫ-хӗлпе пӗрлех К.С.Сергеев-Турхан Ленинградри В.В.Воровский ячӗллӗ журналистика институтне вӗренме кӗрет. 1935—1937 ҫулсенче Чӑваш АССР Министрсен Канашӗ ҫумӗнчи радиоинформаци комитечӗн литература сотрудникӗнче вӑй хурать.

1937 ҫулта Куҫма Турхан Хӗрлӗ ҫар ретне тӑрать. Совет ҫарӗн салтакӗ пулса Хӗвеланӑҫ Украинӑпа Хӗвеланӑҫ Белоруссие ирӗке кӑларассишӗн пынӑ хирӗҫӗве хутшӑнать. 1940 ҫулхи хӗлле вара шурӑ финсемпе ҫапӑҫать. Ҫак ҫулсенчи пулӑмсене Турхан 1941 ҫулта пичетленсе тухнӑ «Атакӑра» калавсемпе очерксен пуххинче ҫырса кӑтартнӑ. 1940 ҫулта Турхана сывлӑхӗ хавшанипе демобилизациленӗ те вӑл Шупашкара таврӑннӑ. Кунта вӑл Чӑваш АССР Министрсен Совечӗ ҫумӗнчи радиоинформаци Комитетӗнче тата Чӑваш кӗнеке издательствинче редакци ӗҫне малалла тӑсать.

1942—1944 ҫулсенче вӑл Чӑваш АССР пичетӗнчи патшалӑх вӑрттӑнлӑхӗсене сыхлакан Управлени начальникӗнче вӑй хурать. 1944—1948 ҫулсенче Чӑваш АССР Министрсен Канашӗ ҫумӗнчи радиоинформаци Комитечӗн тӗп редакторӗ пулать.

1948 ҫултан Турхан литература енӗпе профессионаллӑ ӗҫлеме тытӑнать. Пӗрремӗш пысӑк хайлавӗ — «Йӑмраллӑ ял» роман 1941—1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи тата ун хыҫҫӑнхи чӑваш ялӗн пурнӑҫне кӑтартса парать. Роман тухнӑ хыҫҫӑн К.Турхан СССР писательсен Союзӗн членӗ пулса тӑрать. 1958 ҫулта ачасем валли «Кӗтне хӗрринче» повесть пичетленет. Унтан, 1961 ҫулта, «Ҫӗпӗрти тӗлпулусем» калавсемпе очерксен кӗнеки тухать, тепӗр икӗ ҫултан — «Ҫӗр суранӗсем» роман.

Юлашкинчен вара прозаикӑн тӗп ӗҫӗ — «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» историллӗ роман-трилоги пичетленет: пӗрремӗш кӗнеки — 1960 ҫулта, иккӗмӗшӗ — 1967 ҫулта, виҫҫӗмӗшӗ — 1976 ҫулта. Ҫак ӗҫшӗн 1977 ҫулта автор Чӑваш АССРӗн К.В.Иванов ячӗллӗ патшалӑх премине тивӗҫнӗ. Роман-трилогире автор чӑваш халӑхӗн XVI ӗмӗрти тертлӗ кун-ҫулӗ ҫинчен, вӑл Вырӑс патшалӑхӗпе пӗрлешсе Хусан ханӗсен пусмӑрне хирӗҫ кӗрешни ҫинчен ҫырать. Куҫарупа та ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗ К.Турхан. Н.Гоголӗн «Тарас Бульба» повеҫне, С.Григорьевӑн «Вун иккӗмӗш ҫул», А.Н.Толстойӑн «Вырӑс характерӗ» калавне тата ытти классиксен произведенийӗсене чӑваш вулаканӗсем патне ҫитернӗ.

Литературӑри пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн Куҫма Турхан «Хисеп палли», Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 2 степеньлӗ орденӗсене тата медальсене тивӗҫнӗ.

Татьяна Ермолаева.

Аслӑ Чурачӑк ялӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *