Вторник, 13 октября

Поэзи уншӑн — ҫепӗҫ юрӑ

Поэзи уншӑн — ҫепӗҫ юрӑ

Унӑн сӑввисене вулама пуҫласан тата та тата вулас килет. Шӑнкӑр-шӑнкӑр шыв юххи пек тикӗссӗн юхакан йӗркесем чун хӗлӗхӗсене пырса тивсе шухӑша яраҫҫӗ, яланах ыррине шанса малалла талпӑнма хистеҫҫӗ. Сӑмахӑм паян Хирти Шӑхасан ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Шупашкар округӗнче пурӑнакан Надежда Тинюкова (Акчурина) ҫинчен. Вӑл Чӑваш Республикин профессилле писательсен союзӗн членӗ, чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ.

Надежда Тинюкова (Акчурина) Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗнче 10 класс пӗтернӗ, унтан Чӑваш патшалӑх университетӗнче историпе филологи факультетӗнче журналистика енӗпе пӗлӳ илнӗ. Диплом илсен Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт шкулӗнче ачасене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентме пикеннӗ, шкул директорӗн воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ те пулнӑ. 2021 ҫулта шӑпа ӑна Шупашкар округӗнчи Шӑмӑш шкулне илсе ҫитернӗ. Унта та вӑл юратнӑ профессире тимлет — ачасене тӑван чӗлхен вӑрттӑнлӑхӗсене ӑса хывма пулӑшать. Надежда Климентьевнӑпа паллашнӑ май ӗҫри йывӑрлӑхсем ҫинчен ыйтмасӑр чӑтаймарӑм. Ял шкулӗнче, чӑн чӑвашла калаҫакан ачасемпе нумай ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн Шупашкар тӑрӑхӗнчи шкулта ӗҫлеме, тен, ҫӑмӑлах та мар пулӗ;

— Хула ҫумӗнчи шкул пулнӑ май ачасем, чӑнах та, вырӑсла калаҫаҫҫӗ. Апла пулин те чӑваш чӗлхине вӗренес килмест текенсем ҫук. Классенче чикан ачисем те пур, вӗсем те чӑваш чӗлхин урокӗсене хаваспах ҫӳреҫҫӗ. Эпӗ вӗсене чи малтанах калаҫура усӑ куракан анлӑ сарӑлнӑ сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене калама вӗрентетӗп. Чӑваш чӗлхипе тин паллашма пуҫланӑ ачасем иртсе пынӑ чухне чӑвашла сывлӑх сунаҫҫӗ те савӑнатӑп. Майӗпен хӑйсем тата ҫемйи ҫинчен чӑвашла каласа пама вӗренсе пыраҫҫӗ. Ҫавӑн пек чӗлхе пӗлӗвӗ тарӑнланса, пуянланса пырать, —  пӗлтерет педагог.

Н.Тинюкова (Акчурина) хӑй шкулта ӑс пухнӑ чухнех поэзипе интересленме пуҫланӑ. Кӗнеке вулама юратнӑран библиотекӑран тухма та пӗлмен. 6—7-мӗш классенче вӗреннӗ чухне литература анинче пӗрремӗш утӑмсем тунӑ. Чи малтанхи сӑввисем «Октябрь ялавӗ» хаҫатра кун ҫути курнӑ.

— Пӗрремӗш хут манӑн сӑвва хаҫатра пичетлени халӗ те асра. Шкул ҫинчен ҫырнӑ виҫӗ ҫавраллӑ сӑвва «Октябрь ялавне» ярса патӑм. Геннадий Алексеевич Уткин ун чухне редакторччӗ. Вӑл ман пата% «Хӗрӗм, татах ҫыр сӑввусене, пичетлетпӗр», — тесе ҫырса ячӗ. Эпӗ ҫунатланса кайрӑм, вӗҫсе тенӗ пек ҫӳретӗп. Хаҫачӗ шӑматкун пичетленсе тухрӗ, унта манӑн сӑвӑ та пур. Питӗ савӑнтӑм, пӗлӗшсем умӗнче вӑтантӑм та, — аса илет Надежда Климентьевна.

Шкул хыҫҫӑн та вӑл чун киленӗҫне пӑрахман. Университетра ӑс пухнӑ вӑхӑтра «Ҫилҫунат» литература пӗрлешӗвӗнче ҫырас пултарулӑхне туптанӑ, «Тӑван Атӑл» журналпа ҫыхӑну тытнӑ. 2021 ҫулта унӑн «Хитре юррӑм пур-ҫке ман…» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. 500 экземплярпа кӑларнӑскере автор тӑванӗ-пӗтенӗсене, тус-юлташӗсене, ӗҫтешӗсене, ҫывӑх ҫыннисене парнеленӗ. Кӗнекере сӑвӑҫӑн сӑнарлӑ шухӑшлавӗ, туйӑм ирӗклӗхӗ, ӗмӗт вӗҫсӗрлӗхӗ уҫҫӑнах палӑраҫҫӗ.

— Сӑвӑ ҫырас ӗҫ вӑл хӑй тӗллӗн пулса пырать темелле. Ларам-ха, ҫырам-ха тенипе ӗҫ тухмасть. Хистесе ҫырнӑ сӑвӑ тӑварсӑр апат пек сӗтексӗр пулса тухать. Хавхалану, Турӑ пани кирлӗ. Хӑш чухне ҫӗр варринче пуҫа сӑвӑ йӗркисем килеҫҫӗ. Тӑрса ларса вӗсене тӳрех ҫырса хума васкатӑп. Унсӑрӑн ирччен вӗсем тарса ҫухалаҫҫӗ, — уҫать вӑрттӑнлӑхне поэтесса.

Мӗнле кӑна тема интереслентермест-ши педагог-сӑвӑҫа;! Таса юрату, тӑванлӑх туйӑмӗсене мала хуни, чӑваш чӗлхин пуласлӑхӗпе ҫыхӑннӑ пӑшӑрхану, темле ӑмӑр ҫанталӑкра та таврари илеме курма пӗлни, ҫутҫанталӑк илемӗпе хӑпартланни вырӑн тупнӑ сӑвӑсенче. Кашни хайлав сӑнарлӑхпа, сӑнсен пуянлӑхӗпе тыткӑнлать, тӗрӗс те вырӑнлӑ танлаштарусемпе черетленсе шухӑш ҫиппине тӑсать. «Тӑван яла кайсах ҫӳретӗп. Тавах Турра, атте-анне килӗ хупӑнман. Йӑмӑксемпе ялта тӗл пулса чун каниччен калаҫсан тӑванлӑх туйӑмӗ ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсем пуҫа килеҫҫӗ. Ҫутҫанталӑк ытамӗнче пулнӑ чухне сӑнарлӑ лирика геройӗсем ҫуралаҫҫӗ. Пурнӑҫра вӗт темӗн те пулать. Кашни пӑшӑрхану, хумхану, савӑнӑҫ, чун ыратӑвӗ сӑвӑсенче хӑйӗн вырӑнне тупать», — уҫать чунрине Надежда Климентьевна.

«Поэзи — ҫепӗҫ ҫемӗ, юрӑ,

Поэзи — ырлӑх, пурлӑх, Турӑ!

Юрлатӑр та юрлатӑр чунӑр!

Поэзипех сывлатӑр кунӑр!» — тесе ҫырнӑ Надежда Тинюкова (Акчурина) пӗр сӑввинче. Ҫак йӗркесем поэзи авторшӑн питӗ хаклӑ, чуна ҫывӑх пулнине ҫирӗплетеҫҫӗ. Эппин, малашне те унӑн поэзи анинчи ӳсӗмӗсем курӑмлӑ пулччӑр, хавхаланӑвӗ ҫӑлкуҫ пек тапса тӑтӑр, ҫӗнӗ сӑвӑ кӗнекисем кун ҫути курса халӑх патне ҫитчӗр.  

Тиркес килмест хура кӗре

Мӗн тӗрлӗ улшӑнать ҫанталӑк!

Хӑй еккипех чупать ҫулталӑк.

Хӗл килӗшет-и е ҫулла;

Хура кӗре кам кӑмӑллать;

Салху ҫӑка% ҫара ун пуҫӗ.

Ҫатӑлтатать ӳкмен кив ҫулҫӑ,

Ҫук ылтӑн тӗсӗ хурӑнра,

Хӑйпе хӑй тулашать йӑмра…

Хӗвел пытаннӑ, кунӗ ӑмӑр,

Киле-киле лӳшкет сив ҫумӑр…

Паллах, пӑхмастӑп пылчӑка,

Ҫуран утам. Тав сунчӑка!

Кашни кунах ҫапла — пӗр хурӑм.

Сисет шӑм-шак, туять ҫан-ҫурӑм:

Инҫе те мар хӗл кунӗсем.

Кичемлӗх, сирӗл, сӗврӗлсем!

Шалти ҫанталӑк лӑпкӑ пултӑр,

Ыр ӗмӗт-шухӑшпа ҫеҫ тултӑр.

Тиркес килмест хура кӗре,

Курма пӗлсен — хура хитре!

Ку шухӑш тӗлӗк ҫеҫ пулинччӗ!

Суя та мар, курмастӑп тӗлӗк:

Вута сӳнме паман тет ӗлӗк,

Кӗл ӑшӗнче кӑвар усранӑ,

Пӗр-пӗринпе тирпей пайланӑ.

Халь, темшӗн-ҫке (каҫар, чӗлхемҫӗм!),

Вучах сӳнес пек сисчӗвлентӗм:

Ҫав самана ыран ҫитес пек.

Мӗн пулӗ халӑхӑм ҫӗтес-тӗк;

Сан ҫыннусем пурнасшӑн ҫӑмӑл:

«Ачамӑрсен ан юлтӑр кӑмӑл.

Эпир ҫукпа ӳсни те ҫитӗ.

Епле халь пурнӑҫ ирӗк питӗ!»

Чӗлхесӗр… халӑх… Тур сыхлатӑр!

Тымар хӑрсан мӗскер юлайтӑр;

Ку шухӑш тӗлӗк ҫеҫ пулинччӗ.

Вучахӗ халӑхӑн сӳнминччӗ!

Ан кулян

Ҫакӑ пурнӑҫ камӑн ҫӑмӑл;

Пуянсен-и? Пӗлес ҫук!

Макӑртать ӑна та тӑвӑл,

Е усал ерет тӑрук…

Сахалли те маншӑн ҫитӗ

Упрасассӑн мӗн пурне,

Савӑнас килет-ҫке питӗ

Ыр тусассӑн тепӗрне.

Шухӑшпа пуҫна вататӑн

Пӗр-пӗр ӗҫ тума тӑрсан.

Тек ҫуккишӗн кулянатӑн%

Тус та, вӑхӑт та ҫук сан…

Ӗлӗкрех ялта ҫаплаччӗ:

Йыхрав янӑ — нимене!

Ялӗпех хавас утатчӗҫ

Пулӑшмашкӑн пӗр-пӗрне.

Халь те пур ниме чӑвашӑн.

Тӑрӑш — пулӑшӗҫ сана.

Чӑн, тепри вилет укҫашӑн,

Сутӑнать те! Самана…

Ӗҫ ҫынна ҫунатлантарнӑ —

Ватӑ ҫын пӗлсе калать.

Выртакан каска мӑкланнӑ,

Йӑшӑлтат — ту хускалать!

Сӑмсуна ан ус, юлташӑм!

Тус-тӑвансӑр-и, элле?!

Чӗн, ан ман мана, тархасшӑн!

Ӗҫ кал-кал вӑл нимелле!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *