Вторник, 13 октября

Опытлӑ вӗрентекен, хастар волонтер

Опытлӑ вӗрентекен, хастар волонтер

Учитель вӑл — ахаль професси ҫеҫ мар, чун ыйтни. Ачасене чунтан юратакан, хӑйӗн предмечӗпе чӑннипех те интереслентерме пӗлекен, пӗрмаях ҫӗннине шыраса пӗлӗвне тарӑнлатса пыракан учитель яланах хисепре.

Нӗркеҫ вӑтам шкулӗнче ачасене истори тата обществознани предмечӗсене ӑса хывма пулӑшакан Владимир Воронова чӑн-чӑн педагог, опытлӑ наставник, тарӑн пӗлӳллӗ, анлӑ тавракурӑмлӑ ҫын тесе калас килет. Вӑл 30 ҫула яхӑн ачасене пӗлӳ парас ӗҫре тӑрӑшать, хӑйӗн ӗҫне чунне парса пурнӑҫланипе ӗнтӗ вӗренекенсем унӑн предмечӗсемпе питӗ кӑсӑкланаҫҫӗ, лайӑх ӗлкӗрсе пыраҫҫӗ, округри, республикӑри тата Раҫҫей шайӗнчи конкурссенче мала тухаҫҫӗ, экзаменсенче те пысӑк баллсем пухаҫҫӗ.

— Историпе обществознани предмечӗсене вӗрентнӗ чухне учебникре ҫырнине каласа кӑтартни ҫеҫ ҫителӗксӗр. Ачасене интереслентерме пӗлмелле, вӗренӳ программинчи пӗлӳсем малашнехи пурнӑҫра питӗ кирлӗ пуласса ӑнланма пулӑшмалла. Ҫавӑнпа та уроксенче тӗрлӗ меслетпе усӑ куратӑп. Паянхи технологисем ӗҫре пысӑк пулӑшу кӳреҫҫӗ. Халӗ, сӑмахран, историлле вырӑнсемпе виртуаллӑ экскурсисем урлӑ та паллашма пулать, видеороликсем, кинофильмсем, презентацисем урлӑ пӗлӗве тарӑнлатма май пур, — каласа парать ӗҫӗн хӑйнеевӗрлӗхӗсем ҫинчен педагог.

Владимир Владимирович ачасемпе ӑсталӑх класӗсем, уҫӑ уроксем, право темипе вӑйӑсем питӗ интереслӗ ирттерет, округри ҫеҫ мар, пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи веб-семинарсене, педагогика вулавӗсене хутшӑнать, проектпа тӗпчев ӗҫӗ валли те вӑхӑт тупать. Округ шайӗнчи историпе обществознани учителӗсен фестивалӗнче «Лучший современный урок» номинацире вӑл темиҫе хутчен те ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.

Тӑрӑшуллӑ учителӗн вӗренекенӗсем те пултаруллӑ. Вӗсем тӗрлӗ конкурссене, олимпиадӑсене, фестивальсене хаваспах хутшӑнаҫҫӗ. Владимир Владимирович тӗплӗн хатӗрлентернине кура историпе тата обществознанипе Раҫҫей шайӗнче иртекен «Вот задачка» олимпиадӑра, историпе иртекен «Рыжий кот» олимпиадӑра ҫӗнтерӳҫӗсен тата призерсен шутне пӗрре мар кӗнӗ. Ҫитӗнӳсем пысӑккине кура ачасене ҫеҫ мар, Владимир Владимировича та  тӗрлӗ Хисеп  грамотисемпе наградӑланӑ.  Вӗсен шутӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗн Тав хучӗ, район администрацийӗн Тав хучӗ, Комсомольски муниципаллӑ округ депутачӗсен Хисеп грамоти.

Кӑҫал маттур педагога   Раҫҫей Федерацийӗн  вӗренӳ сферин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ятпа чысланӑ. 

Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫлансан Владимир Воронов волонтер ӗҫне кӳлӗннӗ. «Ҫӗршыв чысне хӳтӗлекен ентешсене мӗн кирлипе пӗтӗмпех тивӗҫтереҫҫӗ пулсан та гуманитари пулӑшӑвӗ нихӑҫан та ытлашши пулмасть. Тӑван округран, тӑван ялтан ярса панӑ апат-ҫимӗҫ, чӑлха-нуски, ачасем ҫырнӑ саламлӑ ҫырусем салтаксен чунне уйрӑмах ӑшӑтаҫҫӗ. Вӗсем ыйтнипе эпир ял ҫыннисемпе пӗрле хатӗрлекен маскировка сеткисем, окоп ҫуртисем те питӗ кирлӗ. Ентешсем Украина ҫӗрӗнче ҫапӑҫнӑ вӑхӑтра айккинче тӑрса юлни вырӑнсӑр», — уҫать шухӑшне хастар волонтер.

2022 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнчен пуҫласа Владимир Владимирович округри «Своих не бросаем» юхӑма хутшӑнакансемпе пӗрле салтаксем патне 20 тонна ытла гуманитари пулӑшӑвӗ, 11 машина, 10 ытла тепловизор, 10 ытла ҫӗрле курмалли прицел, квадрокоптерсем, генераторсем, буржуйкӑсем, бензопӑчкӑсем, пуртӑсем, хӑмасем тата ытти те ӑсатнӑ. Ҫар операцине хутшӑнакансенчен килнӗ Тав ҫырӑвӗсем ҫак ӗҫ питӗ кирлине, пулӑшу вырӑнлӑ пулнине ҫирӗплетеҫҫӗ, малалла ӗҫлеме хавхалантараҫҫӗ.  Ахальтен мар республикӑри, округри хастар волонтера «Участнику гуманитарного конвоя», «Защитники Отечества» фондӑн  «За вклад в победу в специальной военной операции»  медалӗсемпе чысланӑ.  Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнӗ ятпа паракан юбилей медальне те тивӗҫнӗ хастар педагог.

 Пысӑк чун-чӗреллӗ, ырӑ кӑмӑллӑ   волонтер, анлӑ тавракурӑмлӑ педагог пур ӗҫре те хастар. Вӑл  тӑрӑшнипе нумай ӗҫ пурнӑҫланать.  Унра малашне те вӑй-хал тапса тӑтӑр. Ырӑ туни ырӑпах таврӑнтӑр!

Наталья КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *