Вторник, 13 октября

Учителе асра тытса

Учителе асра тытса

Нумаях пулмасть  Вӗрентекенсен кунӗ умӗн  муниципалитет архивӗн ӗҫченӗсем,  таврапӗлӳҫӗсем тата «Молодая гвардия» ушкӑнӑн вырӑнти хастарӗсем  хисеплӗ педагога, нумай ҫул  Комсомольски вӑтам шкулӗнче тӑрӑшнӑ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ  учительне, ентеше  Мария Васильевна Глуховӑна пытарнӑ  вырӑна йӗркене кӗртес  акцие хастар хутшӑнчӗҫ.  Вӗсем масар ҫине ҫитсе ырӑ ӗҫ пурнӑҫларӗҫ: вилтӑпри картине тата палӑка сӑрларӗҫ, тирпейлерӗҫ, чечексем лартрӗҫ.  Таврапӗлӳҫӗсем  Эткер ялӗнче ӗмӗрлӗх канлӗх тупнӑ Мария Васильевнӑна аса илчӗҫ, педагогӑн пурнӑҫ ҫулне ҫамрӑк ӑрӑва каласа пачӗҫ.

Мария Васильевна 1929 ҫулхи ноябрӗн 6-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Ирҫе Ҫармӑс  ялӗнче ҫуралнӑ.  Ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ вара унӑн пӗтӗмпех  Кӗҫӗн Каҫал ялӗпе ҫыхӑннӑ.

1953 ҫулта хӗр Чӑваш педагогика институчӗн историпе филологи факультетне пӗтернӗ.  Тӑван тӑрӑха  таврӑнсан,  архиври документсем кӑтартса панӑ тӑрӑх,  Комсомольски  районӗнчи ӗҫ ҫыннисен депутачӗсен Канашӗн  ӗҫ тӑвакан халӑх вӗренӳ пайӗн 1953 ҫулхи августӑн 15-мӗшӗнчи 37 №-лӗ хушӑвӗпе   Мария Васильевнӑна Аслӑ Чурачӑкри вӑтам шкулӑн вырӑс чӗлхипе литература учительне ҫирӗплетнӗ. Асӑннӑ  вӑтам шкулта ҫамрӑк учитель нумаях ӗҫлеймест, ӑна 1956 ҫулта  Комсомольски вӑтам шкулне куҫараҫҫӗ. 5—10 классенче пӗлӳ пухакансене  вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентме пикенет. Ӗҫленӗ хушӑрах вӑл  вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен педагогсен  секцийӗн председателӗ пулса тӑрӑшать.  Мария Васильевна  директорӑн  воспитани  енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ те пулнӑ.  Педагог обществӑлла ӗҫе хастар хутшӑннӑ. Вӑл  учительсемпе вӗренекенсен пултарулӑх коллективне ертсе пынӑ, шкулта тата шкул тулашӗнче иртекен мероприятисенче активлӑ пулнӑ.

1965—1966 вӗренӳ ҫулӗнче Комсомольскинчи РОНО методика ӗҫӗпе анлӑ усӑ курса хастар ӗҫлекен педагогсен паха опычӗпе паллашма  районта  малта пыракан шкулсене ҫирӗплетнӗ. Ҫакӑ педагогсен квалификацине ӳстерме, паха опытпа паллашма май панӑ. Районӗпе 11 шкул ҫакӑн пек программӑпа усӑ курнӑ, вӗсен йышне Комсомольски вӑтам шкулӗ те кӗнӗ.  Шӑпах Мария Васильевна тата 8 вӗрентекен хӑйсен паха опычӗпе ыттисемшӗн тӗслӗх вырӑнӗнче пулнӑ.

Пур ҫӗрте те хастарлӑхпа палӑрнӑ вӗрентекене  1964 ҫулхи август уйӑхӗнче  Чӑваш АССР Верховнӑй Совечӗн Президиумӗн хушӑвӗпе  Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ учителӗ ята  парса чыс тунӑ.

Хӑйӗн ӗҫӗнче Мария Васильевна ҫӗнӗлӗхсемпе чылай усӑ курнӑ, вӑл маттур та пултаруллӑ вӗренекенсене хатӗрленӗ.

Шел пулин те,  Мария Васильевна Глухован пурнӑҫӗ 40 ҫултах сасартӑк татӑлнӑ. 

Пултаруллӑ педагога ӗҫтешӗсем, вӗренекенӗсем яланах ырӑпа аса илеҫҫӗ, ӑна манмаҫҫӗ, асра тытаҫҫӗ.

Татьяна Краснова,

архив секторӗн специалист-эксперчӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *