Вторник, 13 октября

Телей кӳрекен юрату

(Вӗҫӗ. Пуҫламӑшӗ 17, 24—35-мӗш номерсенче).

— Алик, кăштах шухăшусене çемçет, пурте йĕркеллĕ пулать. Сана кăштах кансан та пăсмасть. Вара сана та, арăмна та çăмăл пулĕ, — терĕç.

Чăн та, кăштах кансан та пăсмасть. Хуйха пула кану мĕнне те маннă вăл.

Çуралнă кун ячĕпе те черкке çĕклерĕç. Унтан Аликĕн пурте лайăх пултăр тесе те.

Кайран нимĕн те астумасть. Ирхине сĕтел айĕнче вăранса кайрĕ вăл. Аллинче — юнланнă çĕçĕ. Малтан йĕри-тавра пăхкаларĕ, унтан пуçне çĕклесе пăхрĕ те… Умра икĕ аллине сарса Федя выртать… Ун йĕри-тавра юн кӳлленчĕкĕ… Алăри çĕççе курсан кĕлеткере ток çапнă евĕр хум шуса иртрĕ. Хăй сисмесĕрех сиксе тăчĕ, Федьăн алă тымарне тытса пăхрĕ. Чĕре таппи илтĕнменрен чĕркуçленсе ларчĕ, хăлхине юлташĕн кăкăрĕ çине тытрĕ. Çук, чĕре тапни илтĕнмерĕ. Унтан тимлĕрех пăхрĕ те Федьăн кăкăрĕ тĕлĕнче юн кĕвĕлсе ларнине курчĕ. Пурпĕрех юлташĕ вилнине ĕненес килмерĕ-ха унăн. Кухньăра çакăнса тăракан тĕкĕре курчĕ, ăна çăлса илсе Федьăн çăварĕ патне тытрĕ. Çук, пурпĕрех чĕрĕлĕх палли курăнмарĕ.

Унтан… Унтан милицине шăнкăравларĕ. Милици те, васкавлă пулăшу машини те çитрĕç. Килне çитеймесĕрех Алике милици уйрăмне илсе кайрĕç.

Ним те каласа параймарĕ вăл. Мĕншĕн, мĕн пирки? Кам? Пĕрле пулнă юлташĕсене чĕнтерчĕç. Вĕсем пурте Аликпе Федя иккĕш çеç юлни çинчен çирĕплетрĕç. Харкашу тавраш вĕсен хушшинче пулманнине каларĕç. Алик вара нимĕн те пĕлмерĕ, аса та илеймерĕ. Вăл хăйĕншĕн хуйхăрма та пĕлмерĕ, арăмĕ çакăн çинчен пĕлсен мĕнле чăтаять-ши тесе çеç шухăшларĕ.

Алисăна çак хыпар çапса хуçмаллипех хуçрĕ. Çав кунхине ура çине тăраймарĕ вăл. Тепĕр ирхине те ачисене шкула ăсатма халĕ пулмарĕ. Кăнтăрла иртсен çеç пĕтĕм вăйне пуçтарса апат хатĕрлерĕ. Каç енне кайсан хăйне алла илчĕ. «Кун пек ларнипе ĕç тухас çук. Ман, чăннипех те, пуринпе те кĕрешмелле: чирпе те, ку хуйхăпа та. Юристпа кайса калаçмалла, тен, ырă сĕнӳ парĕ. Ыран ирпех каятăп. Тен, Алика хăйне те курма пулĕ».

Юрист савăнтармалли хыпар нимĕн те каламарĕ. Пурте Алике хирĕç иккен, ăна айăпламалли сăлтавсем çителĕклĕ. Тĕрмене хупаççех пулĕ. Унсăр хăтăлаймасть.

Алике курсан хальччен йĕмесĕр чăтнă куççулĕ хăй тĕллĕнех чарăнмасăр юхрĕ те юхрĕ. Упăшкипе калаçаймарĕ те вăл. Алик çеç пĕр вĕçĕм йĕре-йĕре каçару ыйтрĕ.

— Каçар, Алиса. Каçар мана. Мĕн тери пысăк хурлăх илсе килтĕм эп сана. Пурăнасшăнччĕ, савăнса пурăнасшăнччĕ. Ача-пăчана ӳстересшĕнччĕ, сана телейлĕ тăвасшăнччĕ. Пулмарĕ. Халĕ епле пулсан та санăн пурăнмалла. Чирне парăнмалла мар. Часах Германинчен хурав килмелле, министерствăна кайса кил. Сана операци тумалăх укçа пухнă эпĕ. Унпа йăлт усă кур. Каçар мана, Алиса, каçар.

Ним уççи-хупписĕр тухса килчĕ упăшки патĕнчен Алиса. Суд пулмалли кун вырăн çинчен тăраймарĕ те. Упăшкине 5 çуллăха тĕрмене хупнине кӳршинчен пĕлчĕ. Вăл суда кайнă пулнă. Унччен юлташ тенĕ çыннисем пурте Алике хирĕç каласа кăтартнă иккен.

Йывăр та ăмăр кунсем пуçланчĕç Алисăшăн. Ачисене те, тăванĕсене те хăй епле асапланнине кăтартас килмерĕ унăн. Пурпĕрех сывалаймассине чунĕпе сисрĕ вăл. Германинчен хурав килсен унта каяс çук вăл. Укçи ачисене те кирлĕ пулĕ-ха. Упăшки те часах таврăнас çук. Мĕнпе пурăнĕç вĕсем?

Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ачисене ашшĕ-амăшсĕр пурнăçа хатĕрлеме пуçларĕ. Укçине ачисем çеç тытаççĕ халь. Апат-çимĕçне хăйсем илеççĕ, пĕçереççĕ. Кил-çурта тирпейлесе тăракансем те çавсемех.

Юрать, пăхса тăраять вăл çакна. Унччен кунне пĕрре укол тунипе тăраканччĕ, халĕ икĕ хутчен хăйне хăй тăвать. Туять, малашне вăл уколпа та тăрайми пулĕ-ха. Хăй асапланса вилнине ачисене çеç кăтартас марччĕ. Лайăхпа кăна асра хăварччăр амăш сăнарне. Çавăнпа больницăран хăйĕн чирĕ çинчен калакан справка илсе килчĕ те хулара вырнаçнă хосписа кайрĕ. Унти тĕп врачпа калаçнă хыççăн кăштах лăпланчĕ. Ăна хуть хăш вăхăтра йышăнма хатĕр вĕсем. Анчах халех мар-ха, халех мар…

Упăшкипе тĕл пулма та юрăхлă пулчĕ ку справка. Вăл пулман пулсан упăшкине урăх хулана куçарса кайма пултарнă. Хальлĕхе вара хула тĕрминче-ха. Тульккăш унпа тĕл пулса калаçни Алисăна пĕрре те лайăх пулмарĕ. Тепĕр хут çапса ӳкерчĕ ăна чирĕ: кĕлеткере пĕр вăй та юлмарĕ, температура хăш-пĕр чухне 40 çитрĕ, кашни шăмă ыратрĕ, пуçне çĕклеймерĕ. Кун пек чăтма май çуккине туйсан ачисем шкула тухса кайсанах кӳршине чĕнчĕ. Чăн тĕрĕсне каларĕ вара ăна Алиса. Хăйĕн шутлă кунсем юлнине, вилĕмне хосписра кĕтсе илме хатĕррине, вăхăтлăха (хăй виличчен) ачисене пăхса тăма ыйтрĕ. Кӳрши ӳкĕтлерĕ, вăрçрĕ — Алиса хăйĕн сăмахĕ çинех тăчĕ — такси чĕнме хушрĕ.

Çапла хосписа лекрĕ вăл. Кĕрессе хăй урипех уткаласа кĕчĕ, кĕчĕ те урăх пĕртте тăмарĕ. Эрнерен чунĕ тухрĕ. Мĕнле асапланса вилнине Турă курчĕ те тата хăй…

Кӳршĕ тăванран та хаклăрах теççĕ. Чăннипех те, Алиса вилни çинчен чи малтан вăл пĕлчĕ. Алиса вилсен пытармалли япалисене малтанах  хатĕрлесе хунăччĕ. Пытарма кăна яла, хăй çуралнă яла пытарма ыйтнăччĕ. Алиса парса хăварнă адреспа пурне те телеграмма ярса систерчĕ. Тăванĕсем килсен тĕрме начальникĕпе кайса калаçрĕç. Пытарма та пулин Алике кăларма ыйтрĕç. Çук, ун пек тума юрамасть иккен. Вара яла илсе кайиччен тупăка тĕрме умне илсе килме ыйтрĕç. Çапла турĕç те.

Тĕрме умне çитсе тăнă машина çинчи тупăка курсан Алик хăйĕн пурнăçĕнче пĕрремĕш хут кăшкăрса йĕрсе ячĕ. Конвойпа илсе тухнă хуралçăсем арçынна арăмĕпе сыв пуллашма ирĕк пачĕç. Тупăка ытала-ытала йĕчĕ вăл.

— Алиса, мăшăрăм, каçар мана. Упраймарăм эпĕ сана. Пăхаймарăм. Эпĕ айăплă пуриншĕн те, эпĕ вĕлертĕм сана. Каçар мана… — тесе йĕчĕ вăл.

Аран-аран çăлса илчĕ ăна хурал. Машина вара… машина ял еннелле вĕçтерчĕ.

Катьăпа Сашăна питĕ йывăра килчĕ. Ачасем амăшĕ питĕ йывăр чирлине пĕлетчĕç, туятчĕç пулсан та вилессине ниепле йышăнмастчĕç. Халĕ вара анне те, атте те çук. Хулари хваттере хупса яла ватă кукамăшĕ патне куçса килчĕç.

Малалла мĕнле пурăнмалла-ши?

Валентина Яковлева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *