Вторник, 13 октября

Строительсем тӑрӑшаҫҫӗ

Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем, вӗрентекенсем тата ял ҫыннисем ҫӗнӗ шкул хӑйӗн алӑкӗсене уҫасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. План тӑрӑх ҫак савӑнӑҫлӑ пулӑм тепӗр ҫул пулӗ. Хальлӗхе вара ҫӗнӗ шкул тунӑ ҫӗрте ӗҫсем мӗнле пынипе паллашрӑмӑр.

Кунта ӗҫ шӑв-шавӗ илтӗнсех тӑрать, строительсем ҫанӑ тавӑрсах ҫӗнӗ ҫурт хӑпартаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫуртӑн иккӗмӗш хутне кирпӗчрен купалама пикеннӗ, мачча плитисене вырнаҫтарса хурас енӗпе те ӗҫлеҫҫӗ. Путвал пӳлӗмӗнче электромонтаж ӗҫӗсене пурнӑҫлаҫҫӗ, вентиляци хатӗрӗсене вырнаҫтарса лартаҫҫӗ. Шывпа тивӗҫтерекен, таса мар шыва юхтарса кӑларакан пӑрӑхсене, ҫавӑн пекех дренаж тытӑмне вырнаҫтарас ӗҫе 80 процент чухлӗ пурнӑҫланӑ. Ҫумӑр шывне тасатакан хатӗрсене тата пушара хирӗҫ насус станцине йӗркелес енӗпе те ӗҫсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ.

Куратпӑр ӗнтӗ, куҫ умӗнчех ҫӗнӗ шкул ҫурчӗ хӑпарать. Строительсем хӑйсен ӗҫне пӗлсе, тӑрӑшса пурнӑҫлани куҫкӗрет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *