Геннадий Павлович Етӗрнери училищӗре вӗреннӗ хыҫҫӑн Киев хулинче коммерци институчӗн 2 курсне пӗтернӗ. 1918—1920 ҫулсенче Етӗрне уесӗн РКП(б) комитечӗн секретарӗ, ҫак уесри «Красный клич» хаҫатӑн редакторӗ пулнӑ.
1920 ҫулта Хусан РКП(б)губкомӗн агитаципе пропаганда уйрӑмӗн заведующийӗнче, Краснококшайск уесӗн парти комитечӗн секретарӗнче ӗҫленӗ. Ҫак ҫулхи декабрӗн 2-мӗшӗнче «Известия облисполкома и областкома РКП(б) Чувашской автономной области РСФСР» хаҫат редакторне лартнӑ. Геннадий Павлович журналистсен пухӑвӗнче Чӑваш республикинче пичет ӗҫченӗсен профессипе производство союзне йӗркелес ыйтӑва хускатнӑ. Шупашкарта журналистсен клубне туса хума сӗннӗ. Тепӗр ҫулхине ун пек клуб уҫӑлнӑ. Ҫакӑ пичет ӗҫченӗсене тата творчество ҫыннисене пӗр чӑмӑра пуҫтарма май панӑ. Вӗсем пӗрле пуҫтарӑнса пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма, пӗрлехи мероприятисем ирттерме пултарнӑ. Клуб «Живая газета» хаҫат тата юморпа сатирӑн «Красное жало» журналне кӑларма пуҫланӑ. Кӗҫех Етӗрнере те журналистсен ячейки ҫуралнӑ. Республикӑра рабселькорсен тӑватӑ съезчӗ пулнӑ, облисполком типографийӗ ҫумӗнче наборщиксен шкулне уҫнӑ.
Г.Кубарев «Чувашский край» хаҫат редакторӗнче, партин Чӑваш обкомӗн агитаципе пропаганда заведующийӗнче ӗҫленӗ. 1922 ҫулта ӑна «Известия Татарского ЦИКа» хаҫатӑн редакторӗн заместителӗ пулма ҫирӗплетеҫҫӗ.
1942 ҫулта вӑл Пермь облаҫӗнчи Березники хулинчи «За большевистскую стройку» хаҫатӑн редакторӗнче тӑрӑшать. 1943 ҫулхи апрель уйӑхӗнче ӑна Краснодар крайӗнчи радиовещани комитечӗн председателӗ пулма шанаҫҫӗ. Вӑл ТАССӑн Краснодар крайӗнчи корреспонденчӗ те пулнӑ. Тепӗр ҫултан Смоленск облаҫӗн радиовещани комитечӗн председательне лартаҫҫӗ.
1952—1958 ҫулсенче Геннадий Павлович Смоленск обла-ҫӗнчи хаҫат редакцийӗсенче ӗҫленӗ.
Хастар ӗҫшӗн вӑл ,ҫлӗх Хӗрлӗ Ялавӗ ордена, медальсене тивӗҫнӗ.
Г.Кубарев 1975 ҫулхи майӑн 11-мӗшӗнче вилнӗ, ӑна Смоленск хулинчи масара пытарнӑ.
ЧР патшалӑх кӗнеке палатинче «Штрихи о голоде: факты из жизни голодающей Чувашской области» кӗнеке упранать. Ӑна Г.П.Кубарев редакциленӗ. Унта пирӗн тӑрӑхри ялсенче 1921 ҫулхи выҫлӑх вӑхӑтӗнче мӗнле пурӑннине ҫырса кӑтартнӑ.
Кӑҫал вӑл ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитрӗ. Пурнӑҫӗн чылай пайне республика тулашӗнче ӗҫлесе ирттернӗ пулин те эпир унпа мухтанма пултаратпӑр.
Валентина Шингалова.

