КУЛЛЕН эрех-сӑмакун виҫесӗр ӗҫекен ҫын вӑтамран 55 ҫултан ытла пурӑнаймасть, урӑлма пӗлмесӗр ӗҫекенсен ӗмӗрӗ вара 45 ҫултан нумай иртмест.
Статистика кӑтартӑвӗсем Раҫҫейри кашни тӑваттӑмӗш ҫын алкоголизмран вилнине ҫирӗплетеҫҫӗ. Онкологи чирӗ те нумай чухне эрех-сӑра ӗҫнипе пуҫланать. Статистика ҫакна та ҫирӗплетет% спиртлӑ шӗвексене куллен ӗҫекен кашни пиллӗкмӗш ҫын пӗвер циррозӗпе нушаланса вилет. Алкоголизм панкреатит тата вар-хырӑм чирӗсем аталанасси патне илсе ҫитерет. Ҫак чирсене ҫийӗнчех сиплемесен, ҫын пурнӑҫран уйрӑлса каясси те инҫе мар. Эрех-сӑрапа иртӗхекенсем чӗре чирӗпе аптӑраса та хӑвӑрт вилеҫҫӗ.
Спиртлӑ шӗвекпе наркӑмӑшланса вилекенсем те сахалӑн мар. Ҫавӑнпах ӗнтӗ ҫыннӑн сывӑ пурнӑҫ йӗркине суйласа илмелле, физкультурӑпа тата спортпа туслашмалла. Енчен те алкоголизмран хӑвӑр тӗллӗн уйрӑлаймастӑр пулсан, врачсенчен пулӑшу ыйтӑр. Опытлӑ врачсем сире ҫак чиртен сиплеме пултарӗҫ.
Людмила Ярышева,
Район больницин врач-наркологӗ.

