Вторник, 13 октября

Ҫирӗп ҫемье – чун пуянлӑхӗ

Ҫирӗп ҫемье – чун пуянлӑхӗ

«Ылтӑн туй» — ҫемьери савӑнӑҫлӑ пулӑм. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, 50 ҫул пӗрле пурӑнакан мӑшӑрсене уявпа саламлама ачисем, мӑнукӗсем пуҫтарӑнаҫҫӗ, юбилярсене тата нумай ҫул килӗштерсе, пӗр-пӗриншӗн тӗрек пулса пурӑнма сунаҫҫӗ. Нумаях пулмасть Асанкассинчи Герасимовсем те ҫемье пурнӑҫӗн сумлӑ юбилейне уявланӑ.

Пӗр ялтах ҫуралса ӳснӗ Валентина Ивановнӑпа Николай Дмитриевич клубра ташӑ каҫӗнче паллашнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн нумай та вӑхӑт иртмен, Николай салтак атти тӑхӑннӑ. Вӑл служба вӑхӑтне Лӑпкӑ океан флотӗнче шыв айӗнчи кимӗ ҫинчи моряк пулса ирттернӗ. Валя каччӑ патне ҫыру ҫырсах тӑнӑ, унта ӑна кӑмӑллани ҫинчен шӑрҫаланӑ. Яла таврӑнсанах йӗкӗт пӗрремӗш ӗҫ укҫипе ылтӑн ҫӗрӗсем туянса хӗре качча тухма ыйтнӑ.

Ҫамрӑк ҫемьере ҫулран-ҫул йыш хушӑнсах пынӑ. Вӗсен пуянлӑхӗ — ачисемпе мӑнукӗсем. Герасимовсем 3 хӗрпе 5 ывӑла кун ҫути парнеленӗ, мӗн пӗчӗкрен вӗсене ҫемье хаклӑхӗсене, йӑлисене упрама вӗрентсе ӳстернӗ, тивӗҫлӗ ҫынсем тунӑ. Халӗ вӗсем ашшӗ-амӑшӗшӗн — чӑн-чӑн тӗрек. 15 мӑнукӗ те ватӑсене пулӑшма яланах хатӗр. Вӗсем хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнтарсах тӑраҫҫӗ.

50 ҫул хушшинче ҫемье пурнӑҫӗнче савӑнӑҫлӑ самантсем чылай пулнӑ. Кӑмӑллӑ асаилӳсем Герасимовсен сӑн ӳкерчӗксен альбомӗнче упранаҫҫӗ. Вӗсенче — телейлӗ тӗлпулусем, хаваслӑ ҫул ҫӳревсем, манӑҫми уявсем, чуна ҫывӑх сӑнсем.

Хисеплӗ мӑшӑра «ылтӑн туйпа» саламлама тӑванӗсем, ҫывӑх ҫыннисем йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Асанкасси территори уйрӑмӗн начальникӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Николай Карпов Тав хучӗ тата парне парса чысланӑ. Вырӑнти «Ҫӑлкуҫ» ансамбль юрӑ-кӗвӗ парнипе савӑнтарнӑ, тата нумай ҫул ҫемье ӑшшине упраса пурӑнма суннӑ.

Наталья МЕДВЕДЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *