Вторник, 13 октября

Ҫумӑрсем чӑрмав кӳреҫҫӗ

Ҫумӑрсем чӑрмав кӳреҫҫӗ

Ҫумӑрлӑ ҫанталӑк хуҫалӑхсенчи уй-хир ӗҫӗсене чарса тӑчӗ. Йӗтемсем ҫинче вара ӗҫ шавӗ чарӑнмасть.

Сентябрӗн 4-мӗшӗ тӗлне округри ЯХПКсенче 7264 гектар ҫинчен (пӗтӗм  лаптӑкӑн 61,3 проценчӗ)  пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсене пуҫтарса илнӗ. 29528 тонна ытла тырӑ йӗтемсем ҫине кӗнӗ. Хальлӗхе вӑтам тухӑҫ кашни гектар пуҫне 40,6 центнерпа танлашать.

«Рассвет» ЯХПК, «Родина» ООО, «Искра» колхоз пурӗ 270 гектар кӗр тыррисем акнӑ. Ҫанталӑк лайӑхлансан ку ӗҫе ытти хуҫалӑхсем те пуҫӑнӗҫ.

Самаринӑн фермер хуҫалӑхӗнчи тата «Комсомольские овощи» агрофирмӑри «иккӗмӗш ҫӑкӑр»  уйӗсенче ӗҫсем пуҫланнӑ. Вӗсенче пурӗ 14,4 гектар ҫӗрулми кӑларнӑ. Складсене 408 тонна тымарҫимӗҫ  кӗнӗ. «Комсомольские овощи» агрофирмӑра 2,6 гектар ҫинчен кишӗр кӑларса илнӗ. Хуҫалӑхсенче куккурус выраҫҫӗ, силоса хураҫҫӗ.

Округӗпе 8194 тонна утӑ, 23166 тонна сенаж, 700 тонна силос хатӗрленӗ. Хуҫалӑхсенче кашни условнӑй выльӑх пуҫне шутласан 19,7 центнер апат единици чухлӗ выльӑх апачӗ пур.

Минзаит Зайнуллин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *